Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

РУСТАМ МИННИХАНОВ НУМАЙ НАЦИЛЛӖ РЕСПУБЛИКА ХАЛĂХӖШӖН ЧЫСЛĂ ӖÇЛЕМЕ ТУПА ТУРӖ

Суйлава хутшăннисен 83 проценчӗ Президент должноçне Рустам Миннихановшăн сасăларӗ. Ку питӗ лайăх кăтарту

Паян, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, С.Сайдашев ячӗллӗ патшалăх Пысăк концерт залӗнче Тутарстан Президенчӗн должноçне Рустам Минниханов йышăнассин чаплă церемонийӗ иртрӗ. Çак торжествăлла мероприятие пӗтӗм республика хăпса килнӗ пек туйăнчӗ. Патшалăх власть органӗсен представителӗсем, министерствăсемпе ведомство ертӳçисенчен пуçласа район пуçлăхӗ таран, массăлла хыпар хатӗрсен, обществăлла организацисен, промышленноçпа производство отраслӗсен тата ытти сфера представителӗсем хутшăнчӗç. 

Церемоние ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. Президиумра унпа пӗрле ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, Раççей Правительствин Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин, РФ Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочилле представителӗн çумӗ Олег Машковцев, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин ларчӗç. 

«Паян республикăшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун, Тутарстанăн пӗрремӗш Тӗп суйлав комиссин халăх органӗсен управленине суйланăранпа 100 çул, президентлăх институтне йышăннăранпа виçӗ теçетке çул иртнӗ хыççăн черетлӗ президент суйлавӗ иртрӗ. Суйлава хутшăннисен 83 проценчӗ Президент должноçне Рустам Миннихановшăн сасăларӗ. Ку питӗ лайăх кăтарту», – терӗ Парламент Пуçлăхӗ. 

Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, Рустам Минниханов республикăна 10 çул хушши ăнăçлă ертсе пычӗ. Тутарстан вăл ертсе пынипе пысăк конкурентлă региона çаврăнчӗ. Республика ячӗ тӗнчипех сарăлчӗ, Раççейре вăл лидерсен шутӗнче. Унсăр пуçне республика тӗнчере пурăнакан кашни тутаршăн туртăм центрӗ пулса тăчӗ. Тутарстан наци культурине, чӗлхине упракан миссие пурнăçласа пырать. 

Çакăн хыççăн анлă концерт залне Раççей Федерацийӗн Конституцине, Тутарстан Республикин Конституцине тата Тутарстан Президенчӗн штандартне йăтса кӗчӗç. 

Сцена çине Рустам Минниханов тухрӗ. Вара вăл нумай нациллӗ халăх умӗнче аллине Конституци çине хурса тупа турӗ. «Тутарстан Республикин халăхӗшӗн тӳрӗ кăмăлтан, пур шанăçпа ӗçлеме, граждансене ирӗклӗхпе тата правăпа тивӗçтерме, Тутарстан Республикин суверенитетне хӳтӗлеме, Раççей Федерацийӗн Конституцине тата Тутарстан Республикин законӗсене пăхăнса ӗçлеме, Тутарстан Республикин Президенчӗн тивӗçӗсене чыслă пурнăçлама тупа тăватăп», – терӗ Рустам Минниханов.  

Çакăн хыççăн Фарид Мухаметшин Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Президенчӗн должноçне кӗнине пӗлтерчӗ. 

Мероприяти инаугурацие хутшăннă çынсем саламлă сăмахсем тухса каланипе вӗçленчӗ. Çавсен шутӗнче Марат Хуснуллин, Олег Машковцев, Минтимер Шаймиев тата ыттисем пулчӗç. 

Ирина ТРИФОНОВА.   

   

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X