Сабантуя курма телевизорпа тата интернетра кăна май пулӗ

Трансляци ирхине 8.00 сехетрен пуçланать те каçхине 20.00 сехетчен пырать
Республикăри Сабантуй июлӗн 4-мӗшӗнче онлайн-форматпа иртет. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ун пирки постановление алă пусса çирӗплетнӗ. «Пандеми пӗтсе пырать пулин те ун хăрушлăхӗ çынсемшӗн пысăк. Ялсенче ытларах ватă çынсем пурăнаççӗ. Уява хуларан килекенсем пуçтарăнни вӗсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа Сабантуя онлайн куçарма шутларăмăр. Халăх праçникне пӗтӗм тӗнче курма пултарать», – тенӗ журналистсене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев. Сабантуя ТНВ телеканалта курма, «Болгар» радиопа итлеме пулать. Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, Сабантуйăн мӗнпур йăлисене программăна кӗртнӗ. Концертсемпе кӗрешӳсӗр пуçне лашапа чупса ăмăртасси те пулать, ял ӗçченӗсене те чыслаççӗ. Трансляци ирхине 8.00 сехетрен пуçланать те каçхине 20.00 сехетчен пырать. Онлайн-Сабантуя театр артисчӗсем, юрăçсемпе искусствăсен маçтăрӗсем хутшăнаççӗ. Куракансемпе интерактив йӗркелеме шутланă. Кăмăл пуррисем студипе çыхăнса тӳрӗ эфира тухма пултараççӗ. Июлӗн 10-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчери Сабантуй пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать5500
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.2400
-
15 января 2021 - 12:39Бензин хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӳсмелле мар Тутарстанри нефть трейдерӗсем бензин хакне ӳстерме шутламаҫҫӗ2500
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр1400
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.1600
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ35700
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.86000
-
13 января 2021 - 19:23Икӗ кун тӑман тустарать Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать17501
-
12 января 2021 - 07:22Республикӑра вакцинаци пырать Коронавирусран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна шӑнкӑравламалла16100
-
12 января 2021 - 07:50Тиражсем ун чухлӗ ӳсни нумайранпа пулманччӗ Вулакансем пирӗн продукцишӗн тенкӗпе сасӑлаҫҫӗ15902
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика