Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Шурă сирень» пуçланать

Июнӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 7-мӗшӗччен Хусанта классика музыкине юратакансем Раççей академи музыкин мэтрӗсен концерчӗсене кайса курма пултараççӗ. Вӗсем С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче пулаççӗ.

Сергей Рахманинов ячӗллӗ «Шурă сирень» VIII халăхсен хушшинчи фестиваль июнӗн 2-мӗшӗнче пуçланать те июлӗн 7-мӗшӗчченех пырать. Кăçал вăл Футболпа тӗнче чемпионачӗн культура программине кӗнӗ. Уйăх тăршшӗпех классика музыкине юратакансем, хисеплекенсем Раççей академи музыкин мэтрӗсен концерчӗсене кайса курма пултараççӗ. Вӗсем С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче пулаççӗ.

Фестивале ТР Патшалăх симфони оркестрӗн художествăлла ертӳçи Александр Сладковский йӗркелесе янă. Мӗншӗн-ха ăна паллă композитора халалласа шурă сирень ятне панă? Хуравӗ ансат. Çак чечеке Сергей Рахманинов композитор питӗ юратнă иккен, хăй вара час-часах Хусана килсе Дворянсен пухăвӗн Шурă залӗнче (Халӗ Хусан Ратуши) концертсем панă.

2010 çулта республикăн тӗп оркестрне ертсе пыма пуçласан Сладковский ăна кирлӗ шая çӗклеме пикеннӗ. Мӗнле? Фестивальсем йӗркелесе. Ун сăмахӗсемпе, оркестр музыканчӗсем вăл вăхăтра пьесăн пӗр сыпăкне те пӗрле шайлаштарса калайман. Çапла пӗр фестиваль хыççăн теприне йӗркелет вăл. «Мирас» фестивалпе вăл тутар музыкине Раççей, тӗнче шайне кăларчӗ. Сергей Рахманинов ячӗллӗ фестивальте вырăс музыкине выляççӗ. Çакăнпа кăмăлсăр националистсем те пур. Ку чухне оркестр пуçлăхӗ чăтса тăраймарӗ, Александр Витальевич вӗри характерлă çын. Тӗрӗсмарлăха чăтма пултараймасть. Хăй ӗçленӗ хушăра тутар музыкине мӗнле шая кăларнине, «Шурă сирень» мӗнлерех фестиваль пулнине, София Губайдуллина ячӗллӗ «Конкордия», «Мирас», «Казанская осень», ытти фестивальсене те – йăлт аса илтерчӗ. Чăн та, саккăрмӗш хут пулакан фестивальте кам кăна пулмарӗ Хусанта. Маэстро тăрăшнипе вунă çӗршывран 40 ытла паллă пианист оркестрпа хутшăнчӗ. Кăçалхи фестивале Александр Сладковский вырăнне дирижер Юрий Башмет уçать. Паллах, фестиваль оркестр ертӳçин пысăк тусӗсӗр – Денис Мацуевсăр та иртмӗ.

«Сакăр çул каялла кунта килсен творчествăра Тутарстан мӗн пултарнине кăтартма май паракан инструмент кирли çинчен каларăм. Инструмент вырăнӗнче эпӗ ялан оркестра куратăп. Паян унсăрăн пӗр мероприяти те иртмест. Инструмент пур, вăл питӗ лайăх формăра», – хуравларӗ Сладковский оркестр фестивале хатӗрри пирки ыйтсан.

Кăçалхи концертсенче Гершавин, Шостакович, Мендельсон, Прокофьев, Щедрин, Стравинский, паллах, Рахманинов хайлавӗсене итлеме пулӗ. Рахманинов концертне финн пианисчӗ Олли Мустонен, XV Чайковскин конкурсӗн премийӗн лауреачӗсем Дмитрий Маслеев, Филипп Копачевский, Екатерина Мечетина хутшăнаççӗ. Фестивале Варвара Кутузова, Джордж Харлионо, Илья Папоян çамрăк пианистсене те чӗннӗ. Музыка уявӗнче хусансем Сесар Альвареспа Тимур Зангиев дирижерсене те курма пултарӗç. Эстони дирижерӗ Кристийна Поска вара Хусана пӗрремӗш хут килет.

Александр Сладковский сăмахӗсемпе, фестивальте сюрпризсем нумай пулӗç. «Шурă сирене» чемпионат вăхăтӗнче вип-хăнасемпе ют çӗршыв делегацийӗсем курма пырасси çинчен вара кӗскен хуравларӗ: «Ку ман ӗç мар, концертсене кам килессине, миçе билет сутăннине те калама пултараймастăп. Ку администраци ӗçӗ. Маншăн фестиваль йӗркеллӗ ирттӗр. Вăл çӳллӗ шайра пуласса вара иккӗленмесӗрех шантаратăп». (Сăнӳкерчӗк tatarstan-symphony.com сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль