Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Сувар» çырăнса лайăх санаторири канăва выляса илме май пур

Иккӗмӗш тӗп парне – мультиварка. Унсăр пуçне тӗрлӗ кил техники, 10 кг çăнăх тата чăвашла кӗнекесем пулӗç

«СУВАР» ÇЫРĂНАКАНСЕНЕ ХАКЛĂ ПАРНЕСЕМ КӖТЕÇÇӖ
 
Тӗп парне Чăваш Республикинче вырнаçнă «Чувашия» санаторири кану пулать!  Иккӗмӗшӗ – мультиварка.
 
«Сувар» – Тутарстанра тухса тăракан пӗртен-пӗр чăвашла республика хаçачӗ. Кăçал вăл тухма пуçланăранпа 27 çул çитет. Çак хушăра ун страницисенче республикăра пурăнакан чăвашсем çинчен тухнă статьясен шучӗ темиçе пинрен те иртсе кайрӗ. Паянхи кун вăл пирӗн наци туйăмӗсене аталантаракан, упракан пӗртен-пӗр инструмент пулса тăрать. Тутарстан чăвашӗсен тăван чӗлхепе тухса тăракан телекăларăм та, радио та çук. Çавна май вăл пирӗншӗн тата та хаклăрах. Хаçат информаци хатӗрӗ кăна мар, вăл республикăри чăвашсен пичӗ те. Çакна ăнланакансем, хаклакансем «Сувара» çырăнаççӗ. Пысăк тав сире уншăн. Вулакансенчен нумайăшӗ пирӗнпе тăтăш çыхăнура пулни вăй-хал кӳрет, малалла ӗçлеме хавхалантарать. Пур япалана çухатас марччӗ.
Эпир халӗ пурте социаллă экономикăн йывăр лару-тăрăвӗнче  пурăнатпăр. Çынсен тупăшӗ чакнине те пӗлетпӗр. Çапах, ман шутпа, кăмăл-сипет потребноçӗсене апат-çимӗçпе пӗр виçепе виçмелле мар. Кăткăс лару-тăрăва Раççей Почти шута илни савăнтарать. Апрель уйăхӗн вӗçӗнче хаçат-журналсене палăрмаллах йӳнерех çырăнма май пачӗ вăл. «Сувара» çак тапхăрта нумайăшӗ çырăнса ӗлкӗрчӗ.
Пирӗн те айккинче юлас килмест. Кашни çырăнтару кампанийӗнче эпир квитанцисемпе хаклă парнесем вылянтаратпăр. 2020 çулăн II çур çулӗнче те вылянтару пулатех.  
Тӗп парне Чăваш Республикинче вырнаçнă «Чувашия» санаторири кану пулать!  Иккӗмӗш тӗп парне – мультиварка. Унсăр пуçне тӗрлӗ кил техники, 10 кг çăнăх тата чăвашла кӗнекесем пулӗç.  
Редакци пуçарнă акцие хутшăнас тесен «Сувара» 2020 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнăр та квитанцие (е унăн копине) редакцие ярса парăр. Хăвăрăн ятăр-хушаматăра, тулли адресăра, телефон номерне палăртма ан манăр. Квитанцисене июлӗн 10-мӗшӗччен йышăнатпăр, вӗсене  почта урлă çырупа та, электронлă адреспа та яма юрать.
Хаклă вулаканăмăрсем! 2020 çулăн иккӗмӗш çур çулӗнче те юратнă «Сувар» хаçатпа юлас тесен çырăнма васкăр. Çырăнтару кампанийӗ вӗçленессе ан кӗтӗр.
«Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнса илме май пур. Çавăн пекех http://tatmedia.ru/podpiska  тата Раççей Почтин https://podpiska.pochta.ru сайчӗсене кӗрсе çырăнма пулать.
Ирина ТРИФОНОВА,
Тӗп редактор.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев