Сувар

Тăхăрьялсем елчӗксемпе альшихсене çӗнтерчӗç

«Альшихпе» «Тăхăрьял» командисем выляни винегрета аса илтерчӗ.

"Сувар" хаҫатӑн Кубокӗшӗн ирттернӗ турнирта ытларах Пӳркел тата Шемек ачисенчен тӑракан "Тӑхӑрьял" команда хӑйӗн пӗрремӗш вӑййине Елчӗк командипе вылярӗ. Пӗлтӗрхи турнирӑн аутсайдерӗсем, (унтан чи малтан тухса ӳкнӗ) тӑхӑрьялсем, кӑҫал лайӑхрах хатӗрленсе килнӗ пулмалла. Командӑн атакисем хирӗҫ вылякансемшӗн хӑрушӑ пулчӗҫ, хапха "хуралҫи" те шанчӑклӑ тӑчӗ.

Пӗлтӗр иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Елчӗк командин кӑҫӑлхи стратегийӗпе кӑсӑкланакансем нумайӑн пулчӗҫ, анчах та тренерне улӑштарнӑ кӳршӗсем кӗтмен ҫӗртен урӑхларах вӑйӑ кӑтартрӗҫ. 

Елчӗксен атакисем тӑхӑрьялсен хапхи патне ҫывхаркаларӗҫ пулсан, оборони малтанхи вӑхӑтра шӑтӑк витрене аса илтерчӗ. Кун пеккине никам та кӗтмен. Тӑхӑрьялсем те, пӗлтӗрхи кӗмӗл призерсене пӗрремӗш гол кӗртнӗ хыҫҫӑн, хытӑ савӑнчӗҫ.

Сак кӗтменлӗх пӗрисене хавхалантарчӗ пулсан, теприсене йӑнӑшсем тутарма пуҫларӗ. Пысӑк йышпа атакӑна вирхӗнекен Елчӗк командин вылякансем пур чухне те вӑхӑтлӑ таврӑнса ӗлкӗреймерӗҫ. Тӑхӑрьялсен контратака эпизочӗсем хапхана тапнипе вӗҫлене пуҫларӗҫ. Тӗл лектерессипе ытла палӑраймарӗҫ пулсан та, Пӳркел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем иккӗмӗш таймра иккӗмӗш гол кӗртме пултарчӗҫ. 
Елчӗксене çӗнтерме пултарнипе пуринчен ытларах «Тăхăрьялăн» тренерӗ Наиль Хакимов савăннă. Çак çӗнтерӳ хевтипе команда турнир дебютанчӗсене – Альших шкулӗн вӗренекенӗсене те парăнтарчӗ. Каласа хăвармалла, пӳркелсен те альшихсен те футбол форми çукчӗ. Çавăнпа та кам кама пас памаллине ачасем хăйсем кăна пӗлчӗç пулмалла. Инçетрен çак вăйă винегрета аса илтерчӗ. Альшихре те пуян чăвашсем сахал мар, Пӳркелӗнче те хаклă машинасемпе çӳрекен нумай. Ача-пăча спортне аталанма тӗрев парасси çинчен шутласан аван пулӗччӗ. 

«Тăхăрьял» команди турнирта икӗ командăна кăна çӗнтерме пултарчӗ, ыттисене выляса ячӗ. Хăйӗн ушкăнӗнче вăл 3-мӗш вырăна тухнăччӗ. Апла пулин те çак çитӗнӳ командăна лайăх енчен хаклама май парать.  

 

 

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: