Сувар

Тӗп уявсен вӑхӑтне палӑртрӗҫ

Аксусен тӗллевӗ – Уявăн тӗп шухăшне упраса хăварса ăна çӗнӗлӗхсемпе пуянлатасси. Чăваш халăхӗн авалхи паллисен аллейине тăвас шухăш пур вӗсен.

Республикăн культура программине кӗнӗ Уявпа Учӳк хăçан пуласси иртнӗ эрнере паллă пулчӗ. Февралӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ лару шăпах çак мероприятисене тивекен ыйтусемпе иртрӗ те. Унта Республикăн йăлари культурăсен аталанăвӗн центрӗн, ТР Халăхсен ассамблейин, Аксу тата Элмет муниципаллă районсен, ЧНКА представителӗсем хутшăнчӗç.

Учӳк йăла мероприятийӗпе Элметри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Инна Альмукова паллаштарчӗ. Вăл видео-хăтлав тусах килнӗ. Инна Ивановна пӗлтернӗ тăрăх, кăçал Учӳка июнӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палăртнă.
– Учӳка йăла тăрăх Питравччен туса ирттермелле. Палăртнă кун пуриншӗн те меллӗ пулма тивӗç. Пӗлтӗр пӗрремӗш хут фестивальпе пӗрле «Аталан» чăваш çамрăкӗсен форумӗ пулчӗ. Кăçал та ăна июнӗн 26-28-мӗшӗсенче ирттересшӗн. Ку çитӗнекен ăрăва хамăрăн йăла-йӗркесемпе паллаштарма май парать. Пӗлтӗр вӗсем интересленсех ватăсем каланисене тимлерӗç, йăлт хăйсем курса-пăхса тăчӗç, – терӗ Инна Ивановна хăтлавпа паллаштарса.
Элметсем Учӳк шайне анлăлатасшăн, пӗлтӗр унта 2 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал ытти районсенчи ансамбльсене ытларах чӗнесшӗн. Паллах, ку çӗнӗ ыйтусем кăларса тăратать. Килнӗ çынсене кӗтсе илмелле, апатлантармалла, çӗр каçма вырнаçтармалла. Апла финанс шайне ӳстермесӗр май çук. Республикăн йăлари культурăсен аталанăвӗн центрӗ пулăшма пулчӗ.
– Учӳка реклама парассине хамăр çине илме пултаратпăр. Ку Туслăх Çурчӗпе, Халăхсен ассамблейипе пӗрле тумалли ӗç. Видеоролике туризм сферинче ӗçлекенсене ярса пама пулать. Тен, экскурсисем йӗркелӗç. Логистика ыйтăвӗсене татса парсан килекен пулать вăл. Ку енӗпе пулăшăпăр. Финанс енӗпе, хальлӗхе сире мӗн чухлӗ укçа уйăрассине калама пултараймастпăр, – терӗ центр директорӗ Алсу Мифтахова. ​
Сăмах май, Учӳк Атăлçире туризма аталантарассипе иртнӗ конкурсра иккӗмӗш вырăн йышăннăччӗ. Чулхулара иртнӗ конкурсра Раççейри чи лайăх этно-турсен хушшинче виççӗмӗш вырăна тивӗçрӗ. Раççейӗн чи лайăх 200 мероприятийӗ шутӗнче​ паян Учӳк.
Инна Альмуковăн ӗмӗчӗ – фестивале Раççей шайне кăларасси. Элметсем хăйсен уявне Пушкăртстанри, Ульяновск облаçӗнчи тата ытти çӗрти чăвашсене хутшăнтарасшăн. Вӗсен шучӗпе, ку ӗçре Чăваш наци конгресӗ пулăшма пултарать – Раççейри Чăваш наципе культура автономийӗсене çыру ярса систерсе.

Чăваш çемйин ячӗпе
Уяв делегацине Аксу район пуçлăхӗ Камиль Гилманов хăй ертсе килнине палăртса хăвармалла. Ун йышне Ӗçтăвком председателӗн социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Сергей Александров, наци культурисене упраса хăварассипе тата чӗртсе тăратассипе патшалăх политикине пурнăçлас уйрăм пуçлăхӗ Алексей Тимирясов, районти культура уйрăмӗн ертӳçи Ольга Копанева кӗнӗ.
Ольга Владимировна чи малтан Уява Раççей шайӗнчи мероприяти статусне парасси çинчен ыйтăва çӗклерӗ. Уява пӗтӗм Раççейрен ансамбльсем хутшăнаççӗ пулсан вăл республика мероприятийӗ кăна пулаймасть. Район пуçлăхӗ хăй ку ыйтăва тăратнă. Аксусен сăмахӗсемпе, Уявăн пӗр документ та çук, ун çинчен мероприятисен графикӗн постановленийӗнче кăна асăннă. Алсу Равилевна ку ыйтăва пăхса тухма шантарчӗ.
Малалла Ольга Копанева Уявăн программипе паллаштарчӗ. Пӗлтӗрхи опыт ансамбльсене тухса юрлама сценăсем çитменнине кăтартнă. Тӗп сцена çине пурӗ те 10 ансамбль тухайнă. Пӗтӗмпе вара 120 ушкăна яхăн килнӗ пулнă. Çавăнпа кăçал тата темиçе сцена хушма, уçă çӗрте такмакласа юрлама площадкăсем хатӗрлеме палăртнă. Уяв программине пурӗ 6 фестиваль кӗртнине шута илсен сценăсем кирлех.
Район пуçлăхӗн Камиль Гилмановăн шучӗпе Уявăн тӗп шухăшне çухатмалла мар, никӗсре ун авалхи йӗрки пулмалла. Çавăнпа вăл хăй енчен кăçалхи Уява нумай ачаллă чăваш çемйине халаллама сӗнчӗ. Ун шучӗпе ку Демографи нацпроекта та тивӗçтерет. «Президента та килӗшӗ ку», – пӗлтерчӗ хăй шухăшне Камиль Камалович.
Аксусен тӗллевӗ – Уявăн тӗп шухăшне упраса хăварса ăна çӗнӗлӗхсемпе пуянлатасси. Чăваш халăхӗн авалхи паллисен аллейине тăвас шухăш пур вӗсен. Пурин çинчен те çырса пӗлтерсе вăрттăнлăхсене уçмăпăр. Ăна Уява килсен хăвăрах куратăр.
Республикăн йăлари культурăсен аталанăвӗн центрӗ пӗлтӗрхи çитменлӗхсене асăнчӗ. Вӗсен шучӗпе, халăх артисчӗсен шучӗ сахал пулнă. Халăх ташшине çителӗклӗ кăтартман. Çавăнпа ятарлă площадкăсем пулмаллах, çав шутра интерактивлисем. Вӗсен шучӗпе килнӗ халăх курса кăна çӳремелле мар, праçнике активлă хутшăнмалла. Халăх вăййисене кӗртмелле. Уяв логотипӗпе ӗçлемелле. Аслă шкул йышăну пунктне йӗркелени центр ӗçченӗсен шучӗпе ытлашши пулнă. Тепӗр енчен, ял çыннисемшӗн вăл усăллă та пулчӗ. Шкул пӗтерекенсем çакăнтах вӗренме кӗме документсене пама пултарчӗç. Уяв лапамне çӳп-çапран тасатса тăрассипе Чăваш Енӗн опычӗпе усă курма сӗнчӗç.​ Унта волонтерсем кашни çур сехетре çӳп-çапа пуçтарса тăраççӗ иккен.
Асăннă асăрхаттарусем кирлех. Вӗсем Уяв шайне ӳстерме пулăшӗç. Аксусен пӗрремӗш опытне хурламалла мар. Пуçтарăннă халăх мероприятипе кăмăллă юлчӗ.
Критика та çук мар. Курма килнӗ халăха пуринчен ытла Уяв хисеплӗ хăнасене, республика ертӳçисене кӗтсе илмесӗр пуçланманни тарăхтарать. Ман шутпа та Уяв площадкисем ӗçлесе тăмалла, ан тив сценăсем çинче ансамбльсем юрлаччăр, ташлаччăр, интерактивлă площадкăсем ӗçлеччӗр. Пысăк хăнасене кӗтсе илме ку нимпе те чăрмантармасть. Пач урăхла – Уява чӗрӗрех кăна тăвать. Хăш-пӗринчен тата: «Уяв чăвашсен сабантуйӗ», – тенине илтме пулать. Апла праçникӗн тӗп шухăшне çитерме мӗн-тӗр туса çитерейместпӗр. Уявăн йӗркелӳ комитечӗн планӗсемпе паллашнă хыççăн çак иккӗленӳллӗ шухăшсем сирӗлчӗç.
Уяв кăçал Аксу районӗнче июлӗн 11-мӗшӗнче пулать.

Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем. ​

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: