Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ТР ПИСАТЕЛЬСЕН СОЮЗӖНЧЕ ЧĂВАШСЕН ШУЧӖ ӲСРӖ

«Аттеçӗм Атăл» роман-трилогин авторне Николай Сорокина Тутарстан писателӗсен союзне илчӗç.

Паян, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, Тутарстан писателӗсен союзӗнче чăваш çыравçисемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулса иртрӗ. Ку таранччен те çак сумлă организацире чăваш çыравçисен секцийӗнче пӗртен-пӗр çынччӗ – Евгений Турхан. Пирӗн тепӗр çыравçă Николай Сорокин унта кӗме темиçе çул каялла заявка панă пунă, анчах тӗрлӗ сăлтавсем шыраса ăна илмен. Паян тинех çак тӗрӗсмарлăха тӳрлетрӗç. «Аттеçӗм Атăл» роман-трилогин авторне Николай Сорокина Тутарстан писателӗсен союзне илчӗç. Хирӗççисем те пурччӗ, çапах ытларахăшӗ килӗшсе сасăларӗ. Ларăва чăвашсенчен ТР чăваш çыравçисен союзӗн секретарӗ, çыравçă Евгений Турхан, ТР чăваш таврапӗлӳçисен председателӗ Александр Семенов тата çак йӗркесен авторӗ хутшăнтăмăр. Мӗнле калас, чăваш халăхӗн республикăри вырăнне хӳтӗлерӗмӗр. Союзра чăваш çыравçисем сахал пулни, чăн та, тӗрӗсмарлăх. Малашне вӗсен шучӗ çак организацире ӳсессе шанас килет. Çак кунах тепӗр икӗ вырăс çыравçине – Эдуард Учаровпа Галина Булатовăна, иккӗшӗ те поэт, та союза илчӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество