Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстан чăвашӗ тӗнче чемпионатӗнче

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашӗ тӗнче чемпионатне хутшăнать.

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан паллă спортсмен Петр Мускатинов çак кунсенче Болгари çӗршывӗнче инвалидсен хушшинче армрестлингпа иртекен черетлӗ тӗнче чемпионатне хутшăнать.  Хальхи чемпионат София хулинче пулать. Ентешӗмӗрпе мăнаçланмалăх  пур, вăл армрестлингпа Тутарстанăн пилӗк хутчен чемпионӗ, Раççей Федерацийӗн, Европăн тата тӗнчен  виçӗ хутчен бронза призерӗ. Тутарстан спортсменӗн çутă ӗмӗчӗ те пур – Паралимп вăййисене хутшăнасси. Аслă Аксу чăвашӗ ӗмӗте пурнăçласса иккӗленместпӗр. Вăл ку енӗпе питӗ нумай ӗçлет.

Çӗпрел район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, ӗнер, май уйăхӗн 25-мӗшӗнче, Петр Мускатинова тӗнче чемпионатне районӗпех ăсатнă, Çӗпрел район Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров спортсмена ăмăртура çитӗнӳ тума ăнăçу суннă. Петя, эпир те сана çӗнтерӳпе таврăнасса кӗтетпӗр. Ăмăртура пысăк ăнăçу сунатпăр. (Р. Фатхуллов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана