Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Уяв пики» кăçал – Регина Сеслюкова!

«Уяв пики» титулшăн Тутарстанри районсенчен тата Пушкăртстанран 11 хӗр тупăшрӗ.

«Уяв пики» пултарулăхпа илем конкурсӗ Чăваш культурин республика Уявӗн уйрăлми пайӗ. Акă ӗнтӗ 12-мӗш çул унăн чи хитре те пултаруллă пикине суйларӗç. Кăçал çак титулшăн Элмет, Нурлат, Алексеевски, Аксу, Апас, Çӗпрел, Пӗкӗлме районӗсенчи, Çырчалли хулинчи тата кӳршӗллӗ Пушкăртстанри, пурӗ 11 хӗр тупăшрӗ. Яланхи пекех вӗсем пултарулăха темиçе тапхăрта кăтартма тиврӗ. Пӗр пытармасăр калатăп, жюрие «чи-чине» палăртма пӗрре те çăмăл пулмар-тӗр. Мӗншӗн тесе конкурсантксем пӗринчен тепри хитре те пултаруллăрахчӗ.  Çапах та конкурс, конкурсах. Çапла вара «Сапăр пике» номинацие (урăхла каласан 3-мӗш вырăна) Светлана Кульметьева (Çырчалли), «Маттур пике»  номинацире Ксения Тумакова (Нурлат районӗ, Ялавăр ялӗ), тӗп титула 16 çулти Регина Сеслюкова (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми ялӗ) тивӗçрӗç. Конкурс мӗнле хӗрӳ те интереслӗ иртни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче пичетлетпӗр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана