Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Вăрçă пуçланнă чух вун пӗрте пулнă

Мария Николаевна Васильева – вăрçă ачи. Çак статуса çирӗплетекен «Дети войны» медаль те пур унăн. Ку наградăна 2012 çулта «Дети Великой Отечественной войны» обществăлла фонд пуçарăвӗпе пама тытăннă. Тăван çӗршыва фашистла Германи тапăнса кӗнӗ чухне Мария пурӗ те вун пӗр çул тултарса пыракан хӗрача пулнă.

Мария Николаевна 1930 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă. Кăçал  95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çулӗсем сахал мар пулин те Марье аккан илемлӗ сăн-пичӗ упранса юлнă. Пӗвӗпе çӳллех мар çинçешке кинемин пысăк кăвак куçӗсем таçтан инçетрен курăнаççӗ. Ырă кăмăлпа ăшшăн кӗтсе илчӗ вăл пире. Ун патне  Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн директорӗпе Наталья Клементьевапа пӗрле кайрăмăр. 

– Çамрăк чух эсир ялӗпе те чи чиперри пулнă пулӗ, – терӗм кинемие сывлăх сунса.

– Э-э, пулнă та пуль, – терӗ вăл ăшшăн йăл кулса. 95  çулпа пыраканскер пит утса çӳреймест, хăлхи те кăшт мăкалнă, пурне те астуса пӗтереймесен те çапах аванах ăс-тăнлă-ха. Шӳтлеме те пăхать. 

Марье аккапа ун ачалăхне аса илсе калаçма пуçларăмăр. Тӗлӗнмелле пулӗ те, анчах амăшӗн ятне вăл астумасть. Пурнăç парнеленӗ чи хаклă та çывăх çын уншăн пӗр ятпа, Анне пулса, асра юлнă. Аçăр мӗн ятлă тесе ыйтсан: «Миккалай!» – тесе сăн-пичӗпе çуталчӗ.

Çемьере вӗсем пилӗк пӗртăван çитӗннӗ. Хăй пурнăçӗнчи мӗнпур пулăма астуса пӗтереймесен те вăрçă пуçланнине вăл питӗ лайăх астăвать. 

– Астăвап ăна, колхоз патне, кӗлет патне пуçтарăнтăмăр та вăрçă пуçланнă теççӗ. Эх, эпир йӗретпӗр. Пирӗн вара тете те салтакра. Хвеча (аслă тетӗшӗ) таврăннăччӗ-ха вăл. Тете вăрçăра пулса киле сывă таврăнчӗ кайран. Çыру яркаласах тăратчӗ, хамăр та ун патне ялан çыраттăмăр, – каласа парать Мария Николаевна. 

Вăрçă вăхăтӗнче ялта арçынсем юлман та темелле, пӗтӗм ӗç ватăсемпе хӗрарăмсем, ача-пăча çине тиеннӗ. Вăрçă ачисем çулӗсене кура мар хăвăрт çитӗннӗ. Нушаллă, выçăллă-тутăллă пурнăç никама та пуçран шăлман. Пӗчӗк Марьене те колхоз ӗçӗсене ир явăçма тивнӗ, килте те амăшне пулăшмалла пулнă. Хăй каланă тăрăх, Марье аккан аппăшӗ сысна пăхаканра ӗçленӗ, вăл вара хăй пек хӗрачасемпе хирти ӗçсене хутшăннă. Тăраниччен çименнипе, канманнипе пӗчӗкскерсен халӗ те час пӗтнӗ ӗнтӗ. 

– Канма выртсан çиччас çывăрса каяттăмăр, вăрататчӗç вара. Эпир ӗçленӗ çав, тем те тунă, – тет иртнине аса илсе. 

Вăрçă пуçлансан ялти çамрăксене окоп чавма илсе кайнă. Марьен çулӗсем сахалрах пулнипе ăна ку йывăр ӗçе хутшăнтарман. Аппăшӗпе тетӗшне вăт илсе кайнă. 

Мария Николаевна тăван ялӗнчи тăватă класлă шкултан вӗренсе тухнă, унтан пăртак Кивӗ Çӗпрелӗнчи шкула çӳренӗ. Анчах пӗрле çӳрекенсем урăх пулманнипе вăл та шкула çӳреме пăрахать. 

– Атте тем тӗрлӗ пире вӗрентесшӗнччӗ те çав, – хурлансарах каларӗ ку сăмахсене. Çапла, çав йывăр вăхăтсенче нумай çамрăка çутă ӗмӗчӗсемпе сывпуллашма тивнӗ. Çӗршывра вăрçă пынă чух вӗсен умӗнче пач урăх ӗçсем, задачăсем тăнă. Пурнăçланайман ӗмӗтсем вара чун ыратăвӗ пулса юлнă. 

Çитӗнсе çитсен 1947 çулта Марье хăй ялӗнчи çамрăк йӗкӗте Ивана качча тухса çемье çавăрать. Анчах çамрăксене пӗр-пӗринпе киленсе пурăнма нумай вăхăт памаççӗ, мăшăрланнă хыççăнах упăшкине салтака илсе каяççӗ. Виçӗ çул çар хӗсметӗнче тăнă хыççăн Иван тинех çамрăк арăмӗ патне, килне таврăнать. Мария Николаевнăпа Иван Захарович ултă ача çуратса ӳстереççӗ. Асли Ольга, унтан Николай, Лидия, Петя, Нина, Марина пӗрин хыççăн тепри тӗнчене килеççӗ. 

Шел те, Иван Захаровичăн ӗмӗрӗ çав тери кӗске пулать, 33-рех вăл çӗре кӗрет. Çапла Мария Николаевна пӗччен ултă ачине ура çине тăратать. Инкек пӗччен çӳремест теççӗ. Пăртакран Марье аккан кӗçӗн ывăлӗ Петя чирлесе кайса çемйине тăлăха хăварать.  Ытти пилӗк ачи,  телее, ырă-сывă та чипер пурăнаççӗ. 

Паянхи кун Марье акка аслă хӗрӗ патӗнче пурăнать. Эпир пынă чух Лидия хӗрӗ те амăшӗ патӗнчеччӗ. Вăл кӳршӗ яла Хурăнвара качча тухнă та амăшӗ патне час-час килкелесе каять. Тивӗçлӗ канăва тухиччен Лидия Ивановна колхоз столовăйӗнче поварта ӗçленӗ. 

Марье аккан çемйи пысăк, 25 мăнук та 24 кӗçӗн мăнук унăн.  

Ӗмӗрне фермăра ӗçлесе ирттернӗ, малтан пăрусем пăхнă, унтан сыснасем пăхаканра. Тивӗçлӗ канăва тухсан та-ха 17 çул ӗçленӗ. Аслă хӗрӗн сăмахӗпе тата та ӗçлеме хатӗр пулнă, анчах сывлăхӗ япăхма пуçланипе ку шухăша пăрахăçлама тивнӗ.  

– Ялӗпе те ман анне пек 67-ччен ӗçлекенни пулман. Эп хам та хăçан пенсие тухăп-ши тесе пурăнтăм, – тет шӳтлесе аслă хӗрӗ.

Ольга Ивановна хăй те нумай ача амăшӗ, унăн пӗр ывăл та виçӗ хӗр. Ывăлӗ çемйипе Алешкин Саплăкра пурăнать. Хӗрӗсем пӗри Ульяновскра, тепри Хусанта, виççӗмӗшӗ Чулхулара пурăнаççӗ. Ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнче. Нумай пулмасть отпуска килсе кайнă, унăн та пӗр ывăл та виçӗ хӗр.   

Мария Николаевна пурнăçӗ çăмăл пулман, пӗччен ултă ача ӳстернӗ тесе калама кăна ансат. Пуçа усма вăхăт пулман унăн, ачисене тăрантармалла, тумлантармалла, вӗрентсе кăлармалла пулнă. Çапла ӗçлеме хăнăхнă та пенсие кайсан та килте ларасшăн пулман. Ӗçлени ыранхи куна шанчăк панă. 

– Мӗнлерех аннеччӗ вăл эсир пӗчӗкçӗ чухне? Ачи-пăчине çынна юрăхлă ӳстерес тесе, тен, ятлани те пулнă?

– Ун пире вăрçма вăхăчӗ те пулман. Сапăрччӗ сӗре, – терӗç харăссăн Ольгăпа Лидия. – Анне çăмăл çын, ларсан-ларсан юрласа та ярать вара. Хаçат вулама юратать. 

Кăмăллă пулчӗ, паллах, Мария Николаевнан хӗрӗсене итлеме. Ватлăх кунра тăван тӗпренчӗксен хӳттинче пулнинчен, канлӗхре пурăннинчен хаклăраххи мӗн пултăр? Тӗрӗс, нимӗн те. Эпир те Мария Николаевнăна çӗр çула çитме ырă сывлăх сунатпăр. 

 

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

A581484

Теги: Дрожжановский район труженицы тыла 80-летие Великой Победы