Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Выльăх тытакансене субсиди параççӗ

Сăвăнакан ӗне, качака тата лаша тытакан харпăр хуçалăхсене тăкакăн пӗр пайне саплаштармашкăн патшалăх субсиди парать. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви заявкăсене апрелӗн 5-19-мӗшӗсенче йышăнассине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.

ТР Министрсен Кабинечӗн 2021 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнă «Тутарстан Республикин территорийӗнче харпăр хуçалăх тытакансене пулăшу парасси çинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, харпăр хуçалăхсене сăвăнакан пӗр ӗне тытнăшăн — 2, икӗ ӗнешӗн — 3, виççӗ е ытларах ӗнешӗн кашни пуçшăн 4-пиншер тенкӗ укçа параççӗ. Енчен те 500 тенкӗлӗх ветеринари мероприятийӗсем ирттерме килӗшӳ тунă-тăк, кашни ӗне пуçне тата 500-шер тенкӗ хушса тӳлеççӗ.

3 çултан аслăрах кӗсресем усракан харпăр хуçалăхсене вара кашни пуçшăн 5-шер пин тенкӗ параççӗ.

Документсене «Мои субсидии» система урлă электронлă майпа памалла.
Тӗплӗнрех 8(843)221-76-88 (8801) телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство