Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанта ачасем валли Чăваш Ёлки пулать!

Ку вырсарникун, декабрӗн 24-мӗшӗнче, Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) чăваш ачисем валли Чăрăш уявӗ пулать. Пӗчӗк туссене пурне те кӗтетпӗр!

Программăра: Çӗнӗ çул геройӗсен представленийӗ (ачасене выляттараççӗ, юрлаттарса ташлаттараççӗ), Хӗл Мучипе Юр Пике парнесемпе савăнтарать. Килнӗ ачасем пурте ăнланччăр тесе программăна ятарласа чăвашла тата вырăсла хатӗрленӗ.

 Йӗркелӳçӗсем: Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, ТР ЧНКА, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен сюзӗ тата ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ.

Пуçланать:13 сехетре.

Кӗртеççӗ: Тӳлевсӗр. Ашшӗ-амăшӗн парне хакне (500 тенкӗ) кăна тӳлемелле. (С. Чаркина сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана