Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанта «Тутарстан Паттăрӗсен амăшӗсем» фотокурав уçăлчӗ

«Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнче «Тутарстан Паттăрӗсен амăшӗсем» фотокурав уçăлчӗ. Социаллă проектăн тӗллевӗ – çемье хаклăхӗн пӗлтерӗшне палăртасси, Тăван çӗршыва хӳтӗлекен ывăлсем çуратнă аннесене сума сăвасси. Фотокуравра СВОна хутшăннисен амăшӗсемпе ытти çывăх тăванӗсен тата ывăлӗсене (тăванӗсене) халалласа çырнă çырусен сăнӳкерчӗкӗсем. Пӗтӗмпе 20 портрет, пурте ывăлӗсен çар тумне уртса е тытса сăн ӳкерӗннӗ.

Фотопроектăн ертӳçи, Офицер мăшăрӗсен союзӗн Тутарстанри представителӗ Оксана Бородина каланă тăрăх, çӗршывӗпех сарăлнă çак патриотизм проекчӗ. «Тутарстан Паттăрӗсен амăшӗсем» комплекслă проектпа вӗсем СВОра тăнăçлăхшăн кӗрешекен ачасен паттăрлăхне аса илтересшӗн. Курав «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнче уçăлни ахаль мар, çапла майпа вӗсем СВОри салтаксен амăшӗсене çӗршывшăн çак йывăр вăхăтра пӗччен маррине, тӗрев пама хатӗррине пӗлтереççӗ. «Эсир хуть хăçан та пире шăнкăравлама пултаратăр. Эпир ку проектпа эсир мӗнле ăслине, вăйлине, çав вăхăтрах хӳтлӗхсӗр те пулнине кăтартасшăн пултăмăр», – терӗ кун пирки хăй те çар çынни тата çар çыннин мăшăрӗ пулнă Ольга Бородина.

Куравăн тӗп сăнарӗсен хушшинче ятарлă çар операцийӗнче ывăлӗсене çухатнă аннесем те пур. Вӗсен кашнин пирчемен суран, чун ыратăвӗ. Çавăнпа фотопроекта пурнăçламашкăн çав тери йывăр пулнине пытармарӗ Ольга Бородина. Апла пулин те аннесем хутшăнма хирӗçлемен. Сергей Акимов фотограф хăйӗн сăнӳкерчӗкӗсенче хуйхăпа касăлнă аннесен, йăмăксемпе мăшăрсен çепӗç чунне кăтартма пултарнах. Чăннипех чун хавалӗпе вăйлă çынсем вӗсем, мӗнле йывăр пулсан та курава уçнă çӗре те килнӗ.

 ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пухăннă аннесене пурне те юнашар пулнăшăн тав турӗ. Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗлекен ывăлсен паттăрлăхне асра тытасси чăн малтан аннесемпе хӗрарăмсен, ачасен аллинче пулнине каларӗ. Вӗсем пулăшнипе ку ӗçе пӗрле пурнăçлама çăмăлраххине палăртрӗ. «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина чи лайăх ывăлсем çуратса ӳстернӗшӗн ăшă сăмахсем каласа тав турӗ.

Аннесене саламламашкăн Хусанти ятарлă тӗллевлӗ 26-мӗш отрядăн представителӗсем ятарласах килни те ахаль мар иккен, фотопроектра кунти салтаксен амăшӗсем те хутшăннă. Пухăннисене вӗсем отряд командованийӗн тата салтаксен ятӗнчен Анне кунӗпе саламласа чечек çыххисем парнелерӗç.

«Защита Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗ хăйсене çакăн пек тимлӗх уйăрнăшăн салтак амăшӗсен ятӗнчен асăннă проектăн авторӗсенчен пӗри Ольга Станенко (унăн ывăлӗ те СВОра) тата кăçал июлӗн 4-мӗшӗнче Донецкра пуç хунă Раççей Геройӗн Иван Абрамовăн амăшӗ Мария Абрамова тав турӗç.

– Ывăлăм пӗлтӗр 2022 çулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче ятарлă çар операцине мобилизаципе кайрӗ. Икӗ аслă пӗлӳччӗ унăн, фехтованипе спортмасерӗччӗ вăл ман. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçларӗ. Кăçал июлӗн 4-мӗшӗнче Донецкра паттăрла пуç хучӗ. Ку проекта хутшăнма чӗнсен мăнаçланса хутшăнтăм. Йывăр, паллах, ывăла çухатнипе çыхăннă ыратăвăм хам виличчен те иртмест, вăл ӗмӗрлӗхе. Ку проект вара пире пӗрлештерет, кунта эпӗ пӗччен мар, ман пек аннесем тата пур. Мӗнпур аннене пӗр япала кăна сунатăп: ывăлӗсем çӗнтерӳпе, чӗрӗ-сывă киле таврăнччăр, – терӗ вăл.

«Тутарстан Паттăрӗсен амăшӗсем» фотокурава «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнче (Хусан, Ямашев урамӗ, 1-мӗш çурт) хуть кам та килсе курма пултарать. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество