Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ял специалисчӗсем валли 400 çурт

Çурт-йӗрте мӗнпур услови пулӗ, çав шутра сӗтел-пукан та. Специалист унта хăй ура çине тăрса урăх çурт-йӗрлӗ пуличчен 5 çул пурăнӗ.

ТР Президенчӗ çумӗнчи пурăнмалли çурт-йӗр патшалăх фончӗ хальхи вăхăтра ялсене чӗнсе илнӗ специалистсем валли 400 коттедж лартас ыйтупа ӗçлет. Кун çинчен фондăн ертӳçи Талгат Абдуллин «Татмедиа» ИА генеральнăй директорне Андрей Кузьмина панă интервьюра пӗлтернӗ.

Чӗнсе илнӗ специалистсем валли тара илсе пурăнмалли çуртсен строительстви республикăн мӗнпур районӗпе хулинче пырӗ. Сăмах май, çурт-йӗрте мӗнпур услови пулӗ, çав шутра сӗтел-пукан та. Специалист унта хăй ура çине тăрса урăх çурт-йӗрлӗ пуличчен 5 çул пурăнӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество