Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Юлия Растоскуева та пирӗн

Раççей спорт мастерӗ, кӗрешӳ спорчӗн тепӗр çăлтăрӗ Юлия Растоскуева – чăваш хӗрӗ. Кӗрешӳ ăсталăхне вăл Нурлат районӗнчи Ялавăр ялӗнчи чăвашла кӗрешӳ турнирӗнче туптанă. Хальхи вăхăтра Мускав командишӗн кӗрешет.

Пӗлтӗр декабрӗн 19-22-мӗшӗсенче унти тӗп хулара Астанара (виçӗмкунтанпа Нурсултан ятлă) пиçиххипе кӗрешекен çамрăксем хушшинче Тӗнче первенстви иртнӗ. Çак турнира Раççей сборнăйӗ те ăнăçлă хутшăннă. Хӗрсен хушшинче 76 килограмран ытлараххисен  категорийӗнче чăваш хӗрӗ, Нурлатри Ялавăр ялӗнче çитӗннӗ Юлия Растоскуева çӗнтернӗ. Спорт карьерине чăвашла кӗрешессинчен пуçланă чемпионка çак çитӗнӗве хăйӗн амăшне халалланă ун чух.

Çав çулах Чистайра иртнӗ Пӗтӗм Раççейри XIV пиçиххипе кӗрешекенсен турнирӗнче 17 çулти Юлия Растоскуева хăйӗн виçе категорийӗнче ылтăн медаль çӗнсе илнӗ. Турнира хамăр çӗршыври 15 регион спортсменӗсемсӗр пуçне Казахстан, Таджикистан, Туркменистан представителӗсем хутшăннă пулнă. Юлия çӗнтерӗвӗ ăна «Раççей спорт мастерӗ» ята илме май панă. Нурлат районӗнчи хӗрарăмсем хушшинче çак хисеплӗ ята илекенсем халиччен пулман-ха.

Кӗрешӳ ăсталăхне çак хӗр тăван ялӗнчи чăвашла кӗрешӳ турнирӗнче туптанă. ТР тава тивӗçлӗ физкультура ӗçченӗ Расих Самигуллин ертсе пынипе пулса пыраççӗ çак çитӗнӳсем. Мăнаçланаççӗ ялавăрсем хăйсен хӗрӗпе. Кăçал унта Александр Огонев ячӗллӗ ăмăрту 9-мӗш хут иртрӗ. Шел, унта Раççей спорт мастерне кураймарăмăр, вăл хальхи вăхăтра Мускав командишӗн кӗрешет иккен. Ентешӗсем, пӗрле вӗреннисем ăна спорт карьеринче тата пурнăçӗнче ăнăçу сунаççӗ. (О.Байло сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт