Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Заинскра газ баллонӗ шаплатнипе хваттер ишӗлсе аннă, пӗр çын вилнӗ

Сиенленнӗ подъездран 16 çынна эвакуациленӗ, 4-шне çăлнă. Шел те, хытă пиçнӗ арçын больницăра вилсе кайнă.

Паян каç  енне Заинск хулинчи нумай хваттерлӗ çуртăн  пиллӗкмӗш хутри чи хӗрринчи хваттерӗнче газ баллонӗ шаплатнăран хваттер ишӗлсе аннă. Кӳршӗллӗ хваттерсем  те сиенленнӗ. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ  хальлӗхе паллă мар-ха. Ку енӗпе тӗпчев пуçланнă. Инкек пулнă хваттерте маларах мачча сарас ӗçсем пыни паллă.  Инкекре 10 çын (пӗри 13-ри хӗрача) шар курнине хыпарлаççӗ çăлавçăсем.  5 çынна Заинскри больницăна ăсатнă, вӗсен пурнăçӗшӗн хăрушлăх çук. Ачапа пӗр аслă çынна вертолетпа Республикăри клиника больницинех ăсатма тивнӗ, тепӗр 2 çыннăн шок, вӗсене медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулман. Шел те, хытă пиçнӗ арçын больницăра вилсе кайнă.

Сиенленнӗ подъездран 16 çынна эвакуациленӗ, 4-шне çăлнă (пӗрне пушар сӳнтермелли машинăн авточикмекӗпе антарнă, иккӗшне пусма тăрăх илсе тухнă, пӗр хӗрарăма ишӗлчӗк айӗнчен кăларнă. Паллă ӗнтӗ, подъездри ытти çынсен те хваттерӗсенчен кайма тивнӗ. Вӗсенчен хăшӗ тăванӗсем патӗнче, хăшӗ вырăнти хăна çуртӗнче вырнаçнă. Специалистсем çитес вăхăтра çуртăн конструкцийӗсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Енчен те строительство конструкцийӗсем сиенленменни палăрсан  подъезда юсӗç, ишӗлнӗ хваттерӗн стенисене çӗнӗрен хăпартӗç. (Сăнӳкерчӗк ТР МЧС сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия