Аскольд Де ГЕРСО çуралнă кунне паллă тăвать
Аскольд Де Герсо (Аскольд Алексеевич Герасимов) Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлă ялӗнче 1969 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. 1978 – 1986 çулсенче ялти шкулта, каярах Оренбургри халăх медицинин халăхсен хушшинчи шкулӗнче вӗреннӗ. Аскольд Де Герсо сакăр кӗнеке – «Асамлă тӗнче», «Юратап эп сана», «Графиня поневоле», «Нежданная гостья», «Нераскрытая тайна гибели Моррисона», «Поэтические зарисовки», «И загляну в твои глаза», «Найди меня в следующей жизни» – авторӗ. Хаклă вулакансем, сире унăн «Таврăнни» калавӗпе паллашма сӗнетпӗр. Унта автор çемье проблемисене çӗклет.
ТАВРĂННИ
Калав
– Авă, çитрӗмӗр те ӗнтӗ. Таймапуç, шăллăм, – Сергей машинăран тухас умӗн сывпуллашса аллине тăсрӗ таксиста.
– Чылай вăхăта-и? – ытла та кӗрӗс-мерӗс сумка çине пуçне сӗлтсе кăсăкланчӗ таксист. – Ку тăрăха нумайăшӗ çулне те маннă ӗнтӗ...
– Çăва çине леçсе хăвариччен, - йăл кулнă май хуравларӗ Сергей.
– Ӑнлантăм, – терӗ таксист. Хăй вара ăшӗнче: «Ăсран тайăлман пулӗ-çке...» – тесе шутларӗ. Унтан вырăнтан хускалса каялла хулана вӗçтерчӗ.
Сергей, çул хӗрринче юлнăскер, тимлӗн сăнарӗ яла. Вăхăт иртнӗçем çумăр айӗнче хуралнă хуçасăр пӳртсем, урам тăршшӗпе ӳсекен йăмрасем – кусем вӗт иртнӗ вăхăтра пурте чуна, чӗрене çывăх пулнă. Питӗ те çывăх...
Сумкине йăтрӗ те Сергей ял еннелле уттарчӗ. Сумки самаях йывăр, анчах та чарăнса тăмарӗ, малаллах утрӗ. Яла кӗрсен Сергей юлашки хутчен кунта хăçан килнине аса илес терӗ – пултараймарӗ. Пилӗк çул-ши е тата та ытларах?
Юлашки хут килнӗ чухне тăван ашшӗ-амăшӗн çуртне юсани, картишре сарăлса кайнă чие тунисене кăклани аса килчӗ. Арăмӗ вара миçе чӗнсен те яла килсе çӳремерӗ. Кăнтăра канма кайса пултăр ун... Сергей Çурçӗрте аванах укçа ӗçлесе илетчӗ. Арăмне мӗн: мӗнлерех кӗрет çав укçа, ун пирки вăл нихăçан та шухăшламан тесен те тӗрӗс пуль... Ӑна укçине аллинчен тыттар, çавă кăна.
Çурçӗрте вара... Çанталăк алхасма тапратсан икӗ утăмранах нимӗн курма та, тавçăрма та çукчӗ. Пӗр çӗртен тепӗр çӗре тросран тытăнса çӳренӗ самантсем сахал мар пулнă. Троса вӗçертрӗн-тӗк – пӗтрӗ пуç! Вун пилӗк çул çавнашкал çанталăкра тăрăшнă хыççăн кил патне çывăхарах ӗçе те вырнаçса пăхрӗ Сергей. Шалу енчен аванах хӗсӗк, анчах та чăн сăлтавӗ кунта пулмарӗ. Арăмӗ сăмахланине те шута илместчӗ. Çук, чăн сăлтавӗ пачах урăх: тунсăх пусрӗ Сергее. Çурçӗр хăй патне туртрӗ. Каллех уйăх çурă çурçӗрте, пӗр уйăх тăван тăрăхра. Хытă тытать хăй аллинче Çурçӗр, вӗçертесшӗн мар. Ăнсăртран инкек сиксе тухман-тăк, хăçанччен ӗçленӗ пулӗччӗ-ши Сергей?
Пӗррехинче ӗçленӗ хушăра инкек сиксе тухрӗ. Кам айăплă пулнине никам та тӗшмӗртмерӗ, анчах та килне таврăнсан Сергей хăйне япăх туйнине асăрхарӗ. Больницăра врач йăлтах тӗплӗн ăнлантарчӗ: халӗ Сергей иккӗмӗш ушкăн инваличӗ. Çурçӗр çинчен ан та шутла халь. Çурçӗр кăна-и – нимӗнле йывăр ӗç те юрамасть.
Ку вара çулăм çине çу сапнипе пӗрех пулчӗ арăмӗшӗн. Кашнинчех мӗскер те пулсан тупсах тăчӗ ӳпклешмелли, çатăлтатмалли. Ырă тунине самантрах манчӗ: упăшкин укçипе Турцисем тăрăх канса çӳренине те, хаклăран та хаклăрах тумсем туяннине те... Сергей хăйне тăван килӗнче ытлашши пулнă пек туйрӗ. Арăмӗ хăваламарӗ ăна килӗнчен, çавах та кашни сăмахӗнче сивӗлӗх уççăнах курăнса тăчӗ: эсӗ пулмасан мана аванрах пулӗччӗ тени. Сергей пӗрре кăна сăмах хушса пăхрӗ:
– Ку хваттере эпӗ хамăн укçапа туяннăччӗ.
Арăмӗ çакна кӗтсе çеç тăнă тейӗн:
– Паянхи пурнăçра ку нимӗн те мар. Тата: эпӗ инвалид хыççăн çӳреме качча тухман...
Юлашки сăмах Сергее пушшех аптăратса ячӗ. Пуçран михӗпе çапнăнах туйăнчӗ ăна. Çемье çавăриччен унăн ашшӗ-амăшне пӗлнӗ ӗнтӗ, çавах та темӗне шаннă. Халӗ, авă, уççăнах палăрчӗ: улми йывăççинчен аякка ӳкмест.
Ӑçта каймалла унăн, мӗскер тумалла – арăмӗ çавăн пирки пӗртте пуç ватмарӗ. Куç умӗнчен çеç çӗттӗр. Çакăн хыççăн Сергей аванах шухăша кайрӗ. Шухăш вара çавнашкал тухрӗ: пурнăçа çӗнӗлле йӗркелес пулать. Йăлт çӗнӗрен. Мӗнлерех? Кун çинчен те пӗрре çеç мар пуçне ватрӗ. Иртнине аса илнӗ май Сергей ăнланма тăрăшрӗ хăй ăçта йăнăшнине. Хăçан? Тен, пӗрремӗш хут тӗл пулнă хушăра? Вăл вăхăтра унăн савнийӗ те пурччӗ – Наташа, пӗр-пӗрне питӗ килӗштеретчӗç. Сахал мар шурăмпуç пӗрле кӗтсе илнӗ вӗсем, чечек çыххи те нумай парнеленӗ хӗре. Вӗсем пӗрлешесси пирки те сăмах хускатнăччӗ, ӗмӗтленнӗччӗ телейлӗ пурнăç çинчен. Ташă каçӗнче урăх пикене асăрхаман пулсан-и... Хула хӗрӗ пӗр вӗçӗмсӗр ун умӗнче явăнчӗ...
Çав каç хыççăн Наташăпа хутшăну йăлт пăтрашăнса кайрӗ. Каччăн пуçӗнче хула пики хуçаланчӗ. Наташа хурланчӗ те, тунсăхларӗ те, çавах Сергей хыççăн чупмарӗ. Çӗр каçа мӗнле тӳссе ирттернине пӗр хăй çеç пӗлчӗ. Хула хӗрӗ кăштахран кайрӗ. Ун хыççăн Сергей те тухса вӗçтерчӗ. Ашшӗпе амăшне вӗренме кӗтӗм тесе улталаса хăварчӗ. Çумӗнче вара качча ăнлантарса паракан тупăнмарӗ. Тата çамрăк каччă итленӗ пулӗччӗ-ши çын сăмахне? Тăван ялне ултă çул иртсен килчӗ вăл ун чухне. Наташа кӳршӗ яла качча тухнă терӗç. Кунта тӗлӗнмелли çук, паллах: Сергее кӗтсе ӗсӗклесе лармалла мар вӗт унăн. Тата каччă пăрахăçларӗ тесе ватта юлма та сăмах паман никама та.
Тен, çакăнта пулчӗ унăн пысăк йăнăшӗ? Çӗнӗ илӗртӳллӗ пике куç тӗлне тухрӗ те пуçне çухатрӗ. Енчен те çакă мар-тăк, пурнăç йăлт урăхла пулма тивӗçчӗ. Халӗ аванах вăхăт иртнӗ хыççăн Наташăна аса илчӗ Сергей. Çулӗсем уйрăлса кайнăранпа та пӗрре те тӗл пулман – курнăçман вӗсем. Ӑнсăртран та килсе тухман çавăн пек самант. Тата, тепӗр енчен, тӗл пулсан мӗскер калама пултарать вăл? Иртнине тавăрма çук тата кирлех-ши вăл?
Акă Сергей ун-кун пăхкаласа илчӗ урама. Пушанса юлнă çуртсем лараççӗ. Вăхăтӗнче кашни çуртра пурнăç кӗрлесе тăнă: ача-пăча сасси янранă, çамрăксем çемье çавăрнă. Халӗ ӗнтӗ ялта ватăсем çеç юлнă пулӗ ӗмӗрӗсене вӗçлеме.
Тăван килӗ патне çитме тата вунă-çирӗм метртан та сахалрах юлчӗ. Питӗ те йывăр пулчӗ Сергее çак хушша утма. Ӳкӗтленӗн туйăнчӗ ашшӗ-амăшӗн çурчӗ. Калинккене уçса иртнӗ чухне тăпсисем, чылайранпа çу тавраш курманскерсем, хурлăхлăн чӗриклетрӗç. Хунавсем çӗнӗрен çӗкленме ӗлкӗрнӗ, арçын вӗсене айккинелле сирсе алăк патнелле утрӗ.
Куç тӗлне çийӗнчех çăраççи тухрӗ. Çумăрпа аванах тутăхнă, чылай вăй та кирлӗ пулмарӗ çăраççине туртса илме. Иртнинче килсе кайнăранпа улшăну çук та-ши?.. Мӗн ăçта хăварнă, çавăнтах выртать.
Сумкине тасарах çӗре вырнаçтарса Сергей мӗскертен пуçлас тенӗн пăхкаларӗ. Унтан пӳрте кӗчӗ.
Пур çӗрте те тусан. Çуртри нӳрӗк шăрши тӳрех сăмсине çапрӗ. Çавăнпах чи малтан кăмака хутса яма шут тытрӗ. Ара, вутă ал айӗнчех çителӗклӗ. Çулăм вăй илсе кайнине сăнанă хушăра шухăшӗпе каллех кил патне таврăнчӗ. Тӗрӗс мар тумарӗ-ши тухса кайса? Тен, çине тăрса юлмаллаччӗ? Çавăнтах тепӗр шухăш хирӗçлерӗ: инкек тухасси инçе мар. «Чиркӳри шăшин те мăнаçлăхӗ пур», – тесе каланă ваттисем. Çавăнта пулчӗ те ӗнтӗ чăн сăлтавӗ. Çавăнтан шикленчӗ. Çавăнпах тухса кайма шутларӗ.
Кăмакари вутă аванах çунма пуçласан çуртра тирпейлес тесе хускалнăччӗ çеç, картишре сас пулчӗ. Унтан алăка шаккарӗç. Кам-тăр мăрьерен тӗтӗм тухнине асăрханă та тӗрӗслеме килнӗ. Ача-пăча алхасмасть-ши? Пушар кăларсан? Вăхăчӗ чылайранпа шăрăх тăрать те пурте типӗ, тавçăрса та ӗлкӗреймӗн – вут-кăвар алхасма тытăнӗ.
– Кӗрӗр, – чӗнчӗ Сергей килнӗ çынна.
– Кам пур кунта? – хирӗç илтӗнчӗ хӗрарăм сасси.
Çак сасса Сергей тӗлӗкре илтсен те çийӗнчех уйăрса илеет. Çакă сасăпа унăн яшлăхӗ тачă çыхăннă. Анчах та алăкран кӗнӗ çын ăна уйăрса илеймерӗ.
– Эпӗ кунта, – терӗ тепӗр хутчен Сергей. Алăк патнелле çаврăнса хăна çине тинкерчӗ.
– Сергей, ара эсӗ мӗскер кунта? – халӗ хăна та палласа илчӗ ăна.
– Наташа? – тӗлӗннине пытараймарӗ Сергей. Пăлханнипе сасси чӗтрерӗ. Аванах вăхăт иртнӗ пулсан та, Наташа ним чухлӗ те улшăнман. Çамрăк чухнехи евӗрех яштака пӳ-силлӗ, сăн-пичӗ те улшăнман.
– Аван-и, Наташа. Вăт, килтӗм акă...
– Отпуска-и? Чылайранпа килменччӗ...
– Çапла, нумайранпа килмен, тӗрӗс. Яланлăхах килтӗм.
– Мӗншӗн ара?
– Ахалех...
Сергей тӳрех пӗтӗм хыпара каласа парас темерӗ. Наташа тавçăрса илчӗ сăлтавне, анчах хирӗç чӗнмерӗ. Тата тахçантанпа курман çынпа унсăр та аванах сăмах вакламалли.
– Тен, иртен шалалла? – сӗнчӗ Сергей.
– Иртсен те юрать, – Наташа алăк патӗнчен иртсе тенкел çине ларчӗ.
Сергей ăна сăнарӗ: утти те пӗртте улшăнман. Кăмакара вутă кӗрлесе çунать. Сергей кăмака патӗнчен пăрăнса Наташăна хирӗç ларчӗ.
– Каçар та, Наташа, чей хатӗр мар. Килсессӗн ӗлкӗреймерӗм-ха. Халӗ çеç çул çинчен.
– Ара, эпӗ ун пирки мар-ха. Хăв пӗлетӗн, енчен те хуçасăр çуртран тӗтӗм тухнине курсан пуçа темӗнле шухăш та килет...
– Ӑнланмалла, Наташа. Пур çӗрте те куç, тимлӗх кирлӗ. Хăв мӗнле? Эсӗ кӳршӗ ялта пурăнатăн теместчӗç-и?
– Çапла. Упăшка çӗре кӗнӗренпе виçӗ çул кунта пурăнатăп ӗнтӗ. Мăшăр сывă чухне тӳсмеллеччӗ, вăл вилсен вара хăть кашкăр пек ула. Туртмасть чун манăн вăл яла. Ывăл, ав, халӗ ман патăмра хăналанать, кил-çуртра, картишре пулăшать. Вăт çапларах пурăнатпăр. Енчен те мӗнле-тӗр пулăшу кирлӗ-тӗк, чӗн. Хуть хăçан та пулăшатпăр. Тата мӗскер эпӗ сана вӗрентетӗп, эсӗ вӗт ял çынни – хăвах пӗлетӗн. Манмарăн пулӗ?
– Манман. Астăватăп.
– Юрӗ, чылай лартăм, – Наташа тухса кайма хатӗрленчӗ. – Кичем пулсан хăнана пыр.
Наташа тухса кайсан пӳрт пушанса юлнăнах туйăнчӗ. Каç сăнӗ те тискерленнӗ пек. Çутă çук.
Сергей кантăк умӗнче кăшт ларчӗ те тӳпене çӗкленекен уйăха сăнаса, унтан çывăрма хатӗрленчӗ. Паянлăха çитӗ çакăнпа тенӗн.
Ир çинчен, кăшт çӗнӗ кун çутăлма тапратсанах вăранчӗ вăл ыйхăран. Çавах çӗкленме васкамарӗ. Пӗр-икӗ сехет те выртрӗ-ши йăваланса?..
Ура çине тăрсан чейникне вӗретсе пӗр курка кофе ӗçрӗ. Унтан картише тухрӗ. «Кун ирттермелӗх пур кунта, – Сергей çенӗкре те, ытти çӗрте те пуртă шырарӗ, тупаймарӗ, çавăнтах тимӗр-тăмăр купи çӗтнине асăрхарӗ. – Паллă ӗнтӗ, вăрă-хурахсен йӗрӗ».
Кăмăл пур-и, çук-и – кайма тӳр килчех ӗнтӗ кӳршӗсем патне. Ир çинченех ниçта та пуртă тавраш туянма çук. Наташа картишӗнче çӳретчӗ ӗнине кӗтӗве яма хатӗрленсе.
– Салам, Сергей. Мӗскер çав тери ир ура çинче?
– Салам. Картишре хунавсене кăклас тенӗччӗ, ӗçлеме нимӗн те тупаймарăм. Çывăрма вара хулара та вăрах çывăрман. Наташа, санран пуртă ыйтас нушапа килтӗм халӗ, ик-виç сехетлӗхе параймăн-ши?
– Илех вара. Тимӗр тавраш пирӗн кунта вăрах çӗтсе выртмасть, çийӗнчех уралантараççӗ.
Сергей çур сехет ытла та сулмарӗ пуртăпа, суран хăйӗн çинчен систерчӗ. Пуртта хурса картлашка çине кайса ларчӗ.Унччен те пулмарӗ, картише çамрăк каччă килсе кӗчӗ.
– Ырă кун сунатăп, – чӗнчӗ вăл алă тăсса. – Юра.
– Сергей, – хăйпе паллаштарчӗ хуçа. Ăшшăн алă тытрӗç.
– Пулăшу кирлӗ мар-и? – унтан хуравласса кӗтмесӗрех, пуртта тытрӗ те хунавсене тӗплеме пикенчӗ. Пултаруллă ӗçлет каччă пуртăпа, аллинче выляса çеç тăрать. Тата хунавсене çийӗнчех пӗр вырăна пухса пырать.
– Акă, – пуртта çуммăн хурса Юра Сергей çумне вырнаçрӗ.
– Енчен те хирӗçлеместӗн пулсан эпӗ пирус туртса ярасшăн? – ыйтрӗ вăл.
– Паллах, хирӗçлессӗм çук.
Юра сигарет кăларса мăкăрлантарса ячӗ.
– Çутă кӗртсен аван пулатчӗ, – сăмах хушрӗ Юра, тӗтӗме вӗрсе кăларнă май.
– Хулана шăнкăравлатăп паянах, – хуравларӗ Сергей. – Хамăр тӗллӗн хăтлансан штраф тӳлеттерес хăрушлăх пур.
– Паллă ӗнтӗ, – килӗшрӗ Юра.
Сигаретне туртса пӗтерсен тав тăвасса та кӗтсе тăмарӗ, хăйӗн ӗçӗсемпе васкарӗ каччă. Сергей кăнтăрлахи апат хатӗрлесси çинчен аса илчӗ. Ӗçпе аппаланнă хушăра темӗн те шутласа пăхрӗ вăл каччă пирки. Мӗн каласан та каччă сăнӗнче хăйӗн паллисене асăрхарӗ. Çамрăклатакан тӗкӗре пăхнă пекех. Çавă çеç-и? «Манăн ывăл мар-ши вăл?» – текен шухăш та çуралчӗ унăн пуçӗнче. Наташа ун-кун пирки яш чухне пӗрре те сăмах хускатман та кам пӗлсе çитерес пур? Çитменне тата вăл хăй те нихăçан та ыйтман.
Вăт мӗнле те пулса тухать пурăнан пурнăçра. Пурăнатăн, кăштăртататăн, таçта айккинче санăн тӗпренчӗкӗ пурăннине пуçна та илместӗн. Вăл та сан çинчен нимӗн те пӗлмест. Сергей халӗ тин тавçăрса илчӗ çакăн пирки. «Çук, кун пирки Наташăпа çине тăрсах сăмах хускатмалла. Юрамасть капла», – шут тытрӗ Сергей. Çавах та васкамарӗ. Пурте хăй вăхăтӗнче пулса иртмелле.
Часах хуларан электриксем çитсе çутта майлаштарса пачӗç. Çутă пур çуртра илемлӗрех те, кăмăллăрах та.
Каçкӳлӗм Наташа килсе тухрӗ.
– Ак халь çутă та пур, – йăл кулчӗ вăл. – Килсе кӗме те кăмăллă. Картише те тирпейленӗ...
– Сире таймапуç... Эсир пулман-тăк...
– Сергей, мӗскер эсӗ мӗскӗнленсе калаçатăн?
– Эпӗ мар, тухтăрсем çапла каларӗç.
– Тухтăрсем тетӗн? – Наташа курткине хыврӗ те ун патне çывхарчӗ. – Шăппăн лар, ан хускал, – терӗ.
Хускалма мар, тӗлӗннипе Сергей çухалса кайрӗ çийӗнчех. Нимӗн чӗнме аптрарӗ. Наташăн аллинчен темӗнле асамлă хумсем çапаççӗ. Акă вăл ăна пуç тӳпинчен сӗртӗнчӗ. Вун пилӗк минутран ытла та иртмерӗ-ши, Наташа аллисене илчӗ те:
– Аптрамалли çук. Вӗçсе çӳрекен пулатăн.
– Чăнласах-и?
– Турă умӗнче калатăп. Ыранхи кунтан тытăнатпăр.
Унтан шăпланчӗç. Малтан Сергей шăплăха сирчӗ:
– Наташа, Юра ман ывăл-и?
– Санăн. Уйăрса илтӗн-и?
– Уйăртăм. Мӗнле уйăрса илмӗн?
– Хальлӗхе хăйне ан кала. Эпӗ вӗт ăна ятарласа сан патна пулăшма ятăм. Сана курсанах эпӗ тавçăрса илтӗм тем аван маррине.
Наташа Сергее тӗлӗнтернӗçем тӗлӗнтерчӗ. Икӗ кун хушшинче çавăн чухлӗ çӗнӗлӗх уçрӗ вăл хăйӗншӗн. Хулара юлнă пулсан пӗлнӗ пулӗччӗ-ши çав таран?
Çакă каç темӗнччен шухăша путса выртрӗ вăл. Ыйхи çӗтрӗ. Татах та татах шухăшсенче иртнине таврăнчӗ. Манăçнă, хупăннă иртнине. Çук çав, манăçман. Пурте, пурте асра, хăшне яш чухне асăрхаман та е курам мар, пӗлес мар тенӗ, халӗ вара вăхăт иртсен уççăнах курăнать. Астăвăм пурне те куç умне кăларать. Сергейӗн чӗри сурса кайрӗ.
Вăл урисене урайне антарчӗ те вырăн çинче тăрса ларчӗ. Çутă çутмарӗ. Тулли уйăх кантăкран аванах çутатать. Сергей пӗр хускалми ларчӗ вырăн çинче.
Ир енне вара Сергей хускалайми пулчӗ. Пӳрнисене те хуçлатаймасть.
«Нивушлӗ вилӗм çывхарса çитрӗ? - çылăхран та хăрамасăр шухăшларӗ вăл. – Вӗçлемен ӗçсем вара мӗн чухлӗ...»
Алăк сасси пулчӗ. Кам-тăр çӳрет е туйăнчӗ-ши?
– Вăт сана ме! Эсӗ чăннипех вилме хатӗрлентӗн-и? Юрамасть, – Наташăн сасси янăраса кайрӗ çумӗнче. – Эпӗ вӗт сана каçхине каласа хутăм – ир çинчен сывалма çул уçатпăр тесе...
Çавă ир хыççăн икӗ çул çеç иртрӗ, Сергей килсе кӗнӗ çурта паллама та çук. Сергей хăй те улшăннă, хулӗсем сарăлнă, çан-çурăмӗ яшăнни евӗр. Хуларан мӗскӗннӗн килнӗ арçынпа хальхи арçын хушшинче çӗрпе пӗлӗт евӗр уйрăмлăх. Çавах та пӗрремӗш те, иккӗмӗш те çав этемех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев