News by date 10 February 2026
-
Раççей суверенитетне хӳтӗлесси çинчен – курав
Февралӗн 12-мӗшӗнче Хусанта ТР Наци музейӗн филиалӗнчи «Юстици историйӗ» музейпа вӗренӳ центрӗнче «Раççей патшалӑхӗн суверенитетне хӳтӗлесси: истори тата хальхи самана» курав уçӑлать.
-
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче менелниксене питӗ интереслӗ ирттереççӗ кăçал
Аксу районӗнчи Саврăшпуç библиотекинче тӗрлӗ мероприятисем кулленех йӗркелетпӗр. Çак кунсенче акă кăçал Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Тутарстанра Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗпе пӗрле хăйнеевӗрлӗ менелник турăмăр.
-
Чак-чакшăн та ГОСТ пур халь
Раççей чăн чак-чакӗн ӳлӗмрен рецептури, пахалăхӗпе тӗсӗ, форми ГОСТпа килӗшсе тăмалла.
-
«Манзара» фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Хусанта июнӗн 5-мӗшӗнче Кивӗ Тутар слободин территорийӗнче Атăлçи тăрăхӗнчи юмахсем фольклор темипе урам ташшипе театрăн «Манзара» фестиваль-конкурсӗ иртет. Çак кун чи лайăххисен ятне илессишӗн Тутарстанран 500 çын тупăшать. Фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки «Татар-информ» агентство пӗлтерет.
-
Сирӗн ялта миçе çерçи? Февралӗн 15-мӗшӗччен шутламалла
Февралӗн 7 – 15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри çерçи çыравӗ иртет. Çапла майпа çӗршывра пӗтӗмпе мӗн чухлӗ кил тата хир çерçийӗ пурăннине, çулталăкăн пӗр вăхăтӗнче ку е вăл вырăнта мӗн чухлӗ çерçи пулнине шута илесшӗн. Çакнашкал тӗпчев 10– 15 çула тăсăлать.
-
Аскольд Де ГЕРСО çуралнă кунне паллă тăвать
Аскольд Де Герсо (Аскольд Алексеевич Герасимов) Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлă ялӗнче 1969 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. 1978 – 1986 çулсенче ялти шкулта, каярах Оренбургри халăх медицинин халăхсен хушшинчи шкулӗнче вӗреннӗ. Аскольд Де Герсо сакăр кӗнеке – «Асамлă тӗнче», «Юратап эп сана», «Графиня поневоле», «Нежданная гостья», «Нераскрытая тайна гибели Моррисона», «Поэтические зарисовки», «И загляну в твои глаза», «Найди меня в следующей жизни» – авторӗ. Хаклă вулакансем, сире унăн «Таврăнни» калавӗпе паллашма сӗнетпӗр. Унта автор çемье проблемисене çӗклет.
-
Республикăна пӗр килограмм наркотик илсе килесшӗн пулнă
«Малиновка» полицин стационарлă постӗнче автоинспекторсем Марий Элта пурăнакан 43 çулти арçынна чарнă. Водитель сисӗнмеллех пăлханнипе вӗсем унăн япалисене тата автомашинăн салонне тӗрӗслеме шутланă. Тӗрӗслев хыççăн порошоклă 10 ытла пакет тупнă. Экспертиза вӗсенче синтетикăлла наркотик PVP (пурӗ 987 грамм) пулнине çирӗплетнӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.