Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей суверенитетне хӳтӗлесси çинчен – курав

Февралӗн 12-мӗшӗнче Хусанта ТР Наци музейӗн филиалӗнчи «Юстици историйӗ» музейпа вӗренӳ центрӗнче «Раççей патшалӑхӗн суверенитетне хӳтӗлесси: истори тата хальхи самана» курав уçӑлать.

 

 

Проекта йӗркелекенсем – Раççей Федерацийӗн Юстици министерстви, Раççей истори обществи, «ОТЕЧЕСТВО» фонд.

Экспозици суверенитет принципӗн эволюцине уçса парать. XVI ӗмӗр пуçламӑшӗнчен тытăнса ХХ ӗмӗрте йышăннă ООН Уставӗ таранах куратпăр унăн аталанăвне. Патшалӑхсен шалти ӗçӗсене хутшӑнмалла марри çинчен шухӑшлани мӗнле йӗркеленнӗ; мӗншӗн Вӑтӑр çулхи вӑрçӑ (1618-1648) Хӗвеланӑç Европӑра суверенитет çирӗплетес ӗçри пӗлтерӗшлӗ самант пулса тӑнӑ; суверенитета пӑсни мӗнле палăрать — вăçăсем, шпионаж,  культура витӗмӗ, провокацисем.

Раççей историйӗнчи тӗслӗхсемпе çӗр-çӗр çул хушши территорисемпе ресурссене туртса илессишӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнине, влаçа улăштарма хăтланнине каласа парать. Раççейӗн тӗнчери авторитетне хавшатма çӗршывра шалти хирӗçӳсене çӗкленме хӗтӗртнӗ тӗслӗхсене аса илтерет.

Курава Тутарстан Республикин Наци музейӗн пуххинчи  скульптурӑсемпе пуянлатнӑ. 1812 çулхи Тӑван çӗршывӑн вӑрçине халалланă медальонсен серийӗн Федор Толстойăн барельефӗсене суйласа илнӗ. Классицизм стилӗпе тунă ӗçсенче Францие хирӗç пынă вăрçă саманчӗсене, ют çӗршывсенчи походсене – «Березин патӗнчи çапăçу», «Александрăн Раççей тулашӗнчи пӗрремӗш утăмӗ», «Рейн урлă каçни», «Бриен патӗнчи Çапăçу» тата «Берлин Ирӗке кăларни» - кăтартнă.

Çавăн пекех XIX ĕмĕрти Итали скульпторĕн Пауло Андреа Трискорнин «Александр I» тата Герман Гладенбекăн Берлинри предприятийĕнче XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче бронзăпа шӑратса тунă «Иоганн Людвиг Давид Йорк фон Вартенбург» бюсчӗсенче Наполеонпа çапăçнă вăхăта илсе кăтартнă. 1812 çулхи декабрь уйӑхӗнче генерал-фельдмаршал фон Вартенбург вырӑс генералӗпе Дибичпа çапӑçма чарăнасси пирки калаçса килӗшӳ тунă, Прусси Наполеона хирӗç коалици енне куçсан вăл вырăссемпе пӗрле Фанцие хирӗç çапăçнă.

XX ӗмӗре паллă политиксен бюсчӗсем урлă кăтартнă: Сергей Киров, Мулланур Вахитов. Кунтах Петр Макаров скульпторăн студенчӗ Владимир Ульянов тата РСДРП комитечӗн Хусанти секретарӗн Василий Лихачевăн бюсчӗ, çаплах Анатолий Григорьевăн Америкăри социализм партийӗн пайташӗ.

«Юстици музейӗ» Хади Такташ урамӗнчи 124-мӗш уртра вырнаçнă.

Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.

_____________________________________________

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: История