Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Манзара» фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ

Хусанта июнӗн 5-мӗшӗнче Кивӗ Тутар слободин территорийӗнче Атăлçи тăрăхӗнчи юмахсем фольклор темипе урам ташшипе театрăн «Манзара» фестиваль-конкурсӗ иртет. Çак кун чи лайăххисен ятне илессишӗн Тутарстанран 500 çын тупăшать. Фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки «Татар-информ» агентство пӗлтерет.

Фестивале республикăри театрпа хореографи коллективӗсем, пӗччен артистсем хутшăнма пултараççӗ. Çӗнтерӳçӗсене 10 çултан пуçласа 14 çулчченхи, 15 çултан пуçласа 18 çулчченхи, 18 çултан пуçласа 35 çулчченхи ӳсӗм ушкăнӗсенче çичӗ номинаципе палăртаççӗ. Вӗсен хушшинче – тутар халăх стилистикинчи урам ташши, Атăлçире пурăнакан  халăхсен ташши, театрализациленӗ хореографи постановки, моноспектакль, театрализациленӗ представлени, пукане театрӗ тата мюзикл.

Пултарулăх номерӗсене хореографипе театр ӳнерӗн специалисчӗсем, ТР тата РФ тава тивӗçлӗ деятелӗсем, театрпа хореографи направленийӗн кафедрисен доценчӗсем, педагогсем, паллă çынсем хаклӗç.

Çавăн пекех фестиваль шайӗнче изделисен, сувенирсен, агропромышленность продукцийӗн, пичет кăларăмӗсен курав-ярмăрккине йӗркелӗç. Çавăн пекех тутар халăх культурипе Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен юмахӗсен стилӗпе илемлетнӗ фотозонăсем пулӗç.

Фестивале хутшăнма çак ссылкăпа кӗрсе регистраци иртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль народы Поволжья Манзара