Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче менелниксене питӗ интереслӗ ирттереççӗ кăçал
Аксу районӗнчи Саврăшпуç библиотекинче тӗрлӗ мероприятисем кулленех йӗркелетпӗр. Çак кунсенче акă кăçал Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Тутарстанра Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗпе пӗрле хăйнеевӗрлӗ менелник турăмăр.

Хальхинче черетлӗ мероприятие хастар волонтер Ирина Егорова 60 çул тултарнине халалларăмăр. Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине шута илсе уявсене тӗрлӗ халăхăн культурине тӗпе хурса ирттерме йышăнтăмăр. Ирина Николаевна хăйӗн юбилейне чикансен йăли-йӗркине халаллама кăмăл турӗ.

Библиотекарь зала асăннă халăхăн стилӗпе илемлетнӗ, «Раççей вăйӗ халăхсен туслăхӗнче» кӗнеке куравӗ, Ирина Егорован пурнăç çулне кăтартса паракан сăнӳкерчӗксен экспозицине хатӗрленӗ.

Библиотекарь кăçалхи менелниксене Раççейре пурăнакан тӗрлӗ халăхсен йăлисене халалласа ирттересси пирки пӗлтерчӗ – ку вӗсен историне тӗплӗнрех пӗлме, культурипе паллашма май парӗ. Хăш халăхне менелник хуçисем хăйсем суйлӗç.

Менелнике хăнисем хăйсем те чиканла тумланса килнӗ. Çак халăхăн культурипе, историйӗпе, наци кухнипе паллашрӗç вӗсем. Викторина ыйтăвӗсене те хуравларӗç, юрласа ташларӗç те, юмăç та ячӗç…

Уяв питӗ интереслӗ иртрӗ. Çитес менелник хуçи хăйӗн праçникне Инди халăхӗн йăлипе тăвасси пирки пӗлтерчӗ.
Татьяна МАКСИМОВА.
Аксу районӗ,
Саврăшпуç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев