Сирӗн ялта миçе çерçи? Февралӗн 15-мӗшӗччен шутламалла
Февралӗн 7 – 15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри çерçи çыравӗ иртет. Çапла майпа çӗршывра пӗтӗмпе мӗн чухлӗ кил тата хир çерçийӗ пурăннине, çулталăкăн пӗр вăхăтӗнче ку е вăл вырăнта мӗн чухлӗ çерçи пулнине шута илесшӗн. Çакнашкал тӗпчев 10– 15 çула тăсăлать.
Вӗçен кайăксем пурăнакан вырăнсенчи экологи лару-тăрăвне пӗлме кирлӗ иккен ку. Мӗншӗн тесен юлашки çулсенче нумай çӗршывра, çав шутра Европăра та, çерçисен шучӗ чакнă. Сăлтавне специалистсем хальлӗхе тупайман-ха, тесе пӗлтерет ojm.tatarstan.ru
Акци хыççăн шута илнӗ çерçисен, çырава миçе çын хутшăннине тата миçе вырăнта сăнанине тӗпе хурса регионсен рейтингне тăваççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗ çутçанталăка юратакан тутарстансене çак акцие хутшăнма йыхравлать. Çерçисене мӗнле шутламалли йӗркепе https://vorobey.nbud.ru/ сайтра паллашмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев