Çӗпӗр чăвашӗсем патӗнче хăнара
Тухăç Çӗпӗре экспедицие пыма пире 2022 çулхи юпа уйăхӗнче Шупашкара Новосибирскран килнӗ тӗпчевçӗ Екатерина Игоревна Исмагилова (Жимулева) чӗнчӗ. Екатерина Исмагилова – искусствоведени кандидачӗ, Раççей Наукăсен академийӗн Çӗпӗр уйрăмӗнчи Филологи институчӗн Çӗпӗр халăхӗсен фольклор секторӗн ăслăлăх аслă сотрудникӗ. 2022 çулхи кӗркунне вăл Шупашкара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ăслăлăх архивӗнче ӗçлеме, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ ирттерекен конференцие хутшăнма килнӗччӗ. Вара эпир, Екатерина ятлă 12 çулхи кӗçӗн хӗрачапа иксӗмӗр, çулталăк тенӗ пек Çӗпӗре каясси çинчен шухăшласа, инçе çула хатӗрленсе пурăнтăмăр. Тӗрӗссипе каласан, инçе çул илӗртет те, шиклентерет те. Çӗпӗр çулӗ тени хăйех çирӗп илтӗнсе тăрать. Тӗрлӗ ассоциаци çуратать. Хурăнлă çул куç умне тухса тăрать.
Халиччен тӗпчемен
Чӗннӗ çӗре, Çӗпӗре, эпир Хусантан «Мускав – Улан-Удэ» пуйăспа кайрăмăр. «Восстание – Пассажирская» вокзалта пуйăс çине çӗрле лартăмăр. Аялти вырăнсенче билетсем çуккипе пирӗн вырăнсем тăршшӗпех çӳлти çӳлӗк çинче пулчӗç. Эпӗ халăх ăшă енне кăна çӳрет тесе, вăл Çӗпӗре те пит çӳрет иккен.
Икӗ талăк кайнă хыççăн Новосибирска çитрӗмӗр. Унта вăхăт пирӗннипе танлаштарсан 4 сехет маларах. Пире Екатерина Игоревна Исмагилова вокзала пырсах кӗтсе илчӗ, таксипе килне илсе кайрӗ. Вӗсем патӗнче эпир Академгородокра (Новосибирскран 30 километрта) пилӗк кун пурăнтăмăр. Кашни кун ăçта пулмаллине, кайса килмеллине, мӗн-мӗн ӗçлемеллине, кайса курмаллине вăл график туса хунăччӗ ӗнтӗ, эпир çав графикран тухмасăр пӗтӗмпе ӗлкӗрсе пырса пурăнтăмăр.
Новосибирск хулине куртăмăр. Вăл Обь шывӗн икӗ çыранӗ енӗпе вырнаçнă. Икӗ çыранпа хулана тăватă кӗпер çыхăнтарать. Обь –тӗнчере чи пысăк юханшывсенчен пӗри. Новосибирскри Академгородокра ăслăлăх институчӗсем нумай (Г.И.Будкер ячӗллӗ Ядерлă физика институчӗ, РНА Г.К.Боресков ячӗллӗ Катализ институчӗ, РНА Филологи институчӗ тата ыттисем те).
Раççей Наукăсен академийӗн Çӗпӗрти уйрăмӗн Филологи институтне ӗçпе кайса куртăмăр. Унти филологсем, музыковедсем эпир килессе пӗлсе пире кӗтсе тăнă. Тарават йышăнчӗç. Вӗсен ӗçӗ-хӗлӗпе, пичетленсе тухнă ăслăлăх кӗнекисемпе паллашрăмăр. «Фольклор автохтонных и переселенческих традиций народов Поволжья в современных записях и исторической динамике интерактивный атлас звучащих текстов» мегагрант проектне ăнăçлă пурнăçлас енӗпе çыхăннă ӗçлӗ калаçу пулчӗ. Çӗпӗре экспедицие эпир шăп çав проектпа ӗçлеме кайрăмăр. Унсăр пуçне эпир – Новосибирскри Филологи институчӗн (Е.И. Исмагилова-Жимулева), Новосибирскри патшалăх консерваторийӗн (искусствоведени кандидачӗ, профессор Н.В.Леонова, проекта ертсе пырать) тата Чăваш Ен тӗпчевçисем (искусствоведени докторӗ М.Г.Кондратьев (проекта ертсе пырать), филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Е.В. Федотова-Ермилова) – «Памятники народов Сибири и Дальнего Востока» серипе «Çӗпӗрти чăвашсен фольклорӗ» кӗнеке хатӗрлетпӗр.
Халиччен Çӗпӗр чăвашӗсене, вӗсен ялӗсене, упранса-сыхланса юлнă культурине ятарласа тӗпчемен. С.М.Максимов композитор П.П.Хусанкай поэтпа пӗрле Кемерово облаçне тăванӗсем патне кайсан юрăсем çырса илнӗ. Митта Ваçлейӗ поэт хăйне Çӗпӗре пурăнма ярсан халăх сăмахлăхне ăша хывнă. Виталий Петрович Станьял Тюмень облаçӗнчи ялсене кайса ыйтса пӗлсе тӗпчев ӗçӗ çырнă тата Г.Б.Матвеевпа Е.В.Федотова-Ермилова 2006 çулта Тюмень облаçӗнчи кăнтăр районӗсене экспедицие кайсан ял пуçланса кайнин историйӗсене, культурине, халăх сăмахлăхне çырса илнӗ, 2015 çулта «Чуваши юга Тюменской области» кӗнеке кăларнă.
Курава та çитрӗмӗр, зоопарка та
Новосибирскри Филологи институтӗнче, Екатерина Игоревна Исмагилова ӗçлекен пӳлӗмре, чăваш халăхӗпе, культурипе çыхăннă тӗпчев ӗçӗсен ятарлă çӳлӗкӗ те пур. Екатерина Исмагилова Çӗпӗрте тата Инçет Хӗвелтухăçӗнче, Камчаткăра пурăнакан тӗрлӗ халăх патне, çав шутра чăвашсем патне те, экспедицие çӳрет, вӗсен культурипе, музыкипе интересленет, ăслăлăхпа тӗпчев ӗçӗсем çырать.
Пӗр кун эпир Новосибирск патшалăх ӳнер музейӗ Василий Суриков художник 175 çул тултарнă ятпа йӗркеленӗ «Василий Суриков: к 175-летию со дня рождения» курава кайса куртăмăр. Унта В.Суриковăн «Покорение Сибири Ермаком» пысăк картинине те илсе килнӗ. Паллă художнике халалласа кино та ӳкернӗ, ăна унтах, музейрах пӗр пысăках мар хăтлă пӳлӗмре кăтартаççӗ. Курав пире питӗ килӗшрӗ.
Новосибирск хули хăйӗн пысăк зоопаркӗпе паллă. Унта тӗрлӗ кайăк, чӗрчун пурăнать. Шурă упа та пур. Эпир вăл зоопарка кайса куртăмăр. Унта пӗтӗмпе курса çӳреме сахалтан та пӗр кун кирлӗ. Новосибирск хулинче тата таврара паллă дендрарий пур – Дендропарк. Ун территорийӗ 166,6 гектар. Тем тӗрлӗ йывăç та ӳсет. Ытларах Çӗпӗр, Инçет Хӗвелтухăç тата Çурçӗр Америкăра ӳсекеннисене курма пулать. Дендропарка 1946 çулта никӗсленӗ.
Пуйăспа çӳрекен нумай иккен
Новосибирскран тухăç еннелле тата малалла эпир улттăн кайрăмăр: хӗрпе иксӗмӗр, Екатерина Исмагилова (экспедици ертӳçи), унăн 12 çулхи ывăлӗ Максим (тепӗр ят та пур унăн – Максут), Новосибирскри консерватори профессорӗ Наталья Леонова (унпа эпир Тюмень облаçӗнчи чăвашсем патӗнче 2006 çулта ирттернӗ экспедицирех пӗрле ӗçленӗччӗ) тата унăн аспиранчӗ, Якутирен вӗренме килнӗ Александра Яковлева.
Иркутск облаçӗнчи Тайшет районӗнчи ялсене çитес тесе пуйăспа пӗр талăк кайрăмăр. Вăхăт уйрăмлăхӗ тата пӗр сехет хушăнчӗ – пилӗк сехет маларах пырать Мускав вăхăтӗнчен. Каллех çӳлти çӳлӗксем çинче тӳссе пытăмăр билетсем çуккипе. Халăх пуйăспа пит çӳрет: Çӗпӗрти пенсионерсене çулталăкра пӗрре ăçта та пулин кирлӗ сăлтавпа çулçӳреве кайса килнине тӳлеççӗ иккен – билет хакне патшалăх вӗсене каялла укçан тавăрса парать.
Пуйăс çинче тӗрлӗ халăх çӳрет: хăшӗ ӗçлеме каять, хăшӗ – канма, хăшӗ тата тем тӗрлӗ сăлтавпа. Ытларах кашни хăйӗн телефонӗ е планшечӗ çине пăхса пырать. Хăшӗ кӳршипе калаçать. Сайра пулсан та кӗнеке вулакан та пур. Чăвашла калаçнине пӗрре илтрӗм пуйăс çинче: Чăваш Енре пурăнакан чăвашсем тăванӗсем патне Красноярска каяççӗ курма. Виççӗн. Манран аслăрах çулсенчискерсем. Вăт çавсем калаçнине илтрӗм чăвашла. Тăван чӗлхепе калаçнине илтни савăнтарчӗ.
Тайшет хулинче
Тайшет хулине çитрӗмӗр. Çитсенех ыйтрăмăр çул сыхлакансенчен: «Тайшет хулинче мӗн интересли пур, ăçталла кайса мӗн курма пулать?» – тесе. «Пирӗн хулара нимӗн те çук курмалли», – терӗç вӗсем.
Тайшет хулин хăйӗн историйӗ пур. Ăна 1897 çулта никӗсленӗ. Çӗпӗр урлă чукун çул магистральне (Транссибирская магистраль) тума пуçласан. Инçет Çӗпӗрти Тайшет хулинчен Байкалпа Амур магистральне (БАМ) тума пуçланă. Çав паллă çул пуçламăшне аса илтерекен палăк та пур, вăл вокзал патӗнчех. Чукун çул вокзалӗнчен инçе мар пăравус-палăк тăрать. Ăна пăравуссене хисеплесе пурте курмалла вырăна вырнаçтарнă. Çӗпӗрти кашни станцирех тенӗ пек пăравуссем тăраççӗ. Вӗсене палăк пек лартнă, вӗсем патне пăравуса мухтаса çырнă сăвă йӗркисене те пурте курмалла çырса хунă. Тайшет хули пире килӗшрӗ.
Джогино – чăваш ялӗ
Эпир поезд çинчен аннă çӗре пире Тайшетра чăвашсем пурăнакан Джогино ялӗн пуçлăхӗ Андрей Сергеевич Васильев хăйӗн çичӗ вырăнлă çăмăл машинипе (вӗсем ăна «семиместник» теççӗ) вокзал патӗнче кӗтсе тăратчӗ ӗнтӗ. Эпир хамăр япаласемпе унăн машини çине тиентӗмӗр те Тайшетран Джогино ялне 120 километр грави сарнă çулпа кайрăмăр. Асфальтлă çул хуларан тухсан кăшт кайсанах пӗтрӗ. Пирӗн çул тайгапа пычӗ. Тавралăх хитре. Илемлӗ çутçанталăк Çӗпӗрте. Çурла уйăхӗ. Ялсем витӗр те тухрăмăр. Тирпейлӗ, илемлӗ ялсем. Вӗсене ытларах чăваш арçыннисен ылтăн аллисем эрешпе илемлетнӗ çуртсем илем кӳреççӗ. Ялан çул çӳрекенсем кашни ялта чи чаплă çурт хăшӗ иккенне те пӗлеççӗ, пире кăтартма тăрăшаççӗ. Эпир ăстаçăн ятне, вăл ăçтан куçса килнине ыйтса пӗлме, сăн ӳкерме пикенетпӗр.
Иркутск облаçӗнчи Тайшет районне кӗрекен Джогино ялӗ питӗ илемлӗ вырăнта – Бирюса шывӗн çӳллӗ çыранӗ хӗрринче – вырнаçнă. Пурӗ 183 кил. Ытларах чăвашсем пурăнаççӗ ку ялта. Çӗпӗрти нумай юханшывсем пекех, Бирюса сарлака, тулли шывлă. Шăнкăртатса юхса выртать. Çыран хӗрринче кимӗсем тăраççӗ. Ӳркенменнисем пулă тытаççӗ. Шӳпке, хариус текен пулла тытаççӗ, тăварласа та çиеççӗ. Пире хариуспа сăйларӗç. Тутлă. Çыран тепӗр енӗ улăхлă. Бирюса – сарлака юханшыв. Джогино тӗлӗнче пысăк утрав пур.
Çуркунне лашасене çу каçма çыран тепӗр енне, пысăк утрав çине илсе каçараççӗ. Эпӗ ун пеккине илтмен хальччен те. Çавăнпа ыйтрăм мӗнле илсе каçараççӗ тесе. Вожакне, Буян ятлăскерне, кимӗрен кăкараççӗ те çапла çавăтса (Буян ишсе пырать ӗнтӗ шывра) каçараççӗ кăкарса, ыттисем Буян хыççăн хăйсемех ишсе каçаççӗ. Лашасем ишме пӗлеççӗ. Кӗркунне каялла çапла илсе килеççӗ. Пӗр çулхине хăйсемех каялла каçрӗç тет лашасем Джогино ялне. Тăван ялне. Çӗр çирӗм лаша ишсе каçнă. .jpg)
Джогино ялӗнче пире вăхăтлăха пӗр хăтлă çурта вырнаçтарчӗç: чăваш халăх сăмахлăхӗн ăсти Нина Еремеевна Сергеева (1931 çулта Джогинăра çуралнă) çуртне. Вăл хăй нумай пулмасть çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Çулталăк та çитмен-ха вăл кайни. Çуртне ывăлӗ – Александр Михайлович Сергеев – пăхса тăрать. Çурчӗ лайăх, хăтлă, тирпейлӗ. Ăшă яма та пулать кăмака хутмасăрах. Кнопка çине пуссах. Шыв ăсма пусă картишӗнчех. Сенсорлă плита. Пӗçерес тесен пӗçерме савăт-сапа пурте пур. Вăрçăра пуç хунă виçӗ пӗртăван пиччӗшӗн – Яковăн, Никитăн, Евстафин – сăнӳкерчӗкӗсем, фотоальбом, награда докуменчӗсем, ытти хутсем – пӗтӗмпех пур. Нина Еремеевнăн ашшӗ – Еремей Васильевич Васильев – Пӗрремӗш тӗнче вăрçине хутшăннă, тыткăнра пулнă, чирлесе таврăннă. Вăрçа вăл Чăваш Енрен мобилизациленнӗ. Çӗпӗре кайран пынă вăл Яков ятлă ывăлӗпе. Мăшăрӗ вилсен. Çӗпӗрте тепре авланнă. Ун ывăлӗсем 1941–1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман пӗри те. Вӗсен ячӗсем Джогинăри шкулта «Вилӗмсӗр полк» стенчӗ (стенд) çинче пур.
Çӗпӗр ялӗсенче газ çук
Нина Еремеевнăпа çапла «заочно» паллашрăмăр. Вăл чăвашла юрланисене, калаçнисене ялти çынсем видео ӳкерсе юлнă, хăйне фото ӳкерсе юлнă телефонсем çине. Пире кăтартрӗç. Пӳртне икке пайланă пулсан та пӗр кăмака кăна. Çӗпӗрти нумай çуртра çапла: пӗр кăмака. Унăн енӗсем (тăватă ен) пур пӳлӗме те çитеççӗ: икӗ е тăватă пӳлӗм пулсан та пӗр енӗ – пӗр пулӗмре. Вутăпа хутаççӗ. Газ çук Çӗпӗр ялӗсенче. Ял хушшисем пысăк: çӗршер, çӗр çирӗмшер çухрăм. Ял урамӗсем ирӗк. Урам варрипе çул. Çуртсем çумӗпе хăмасем сарнă (виçшер сарлака хăма) çул – асфальт вырăнне. Хăмисем тап-таса, çуса тасатнă пек. Вăт çавăн пек культура Çӗпӗр чăваш ялӗнче. Тирпейлӗ. Таса. Ирӗк. Ялӗ тайга варринче ларать.
Эпир Тайшетран Нина Еремеевна çурчӗ умне çитсе чарăнсанах пирӗн пата Людмила Юрьевна Михайлова хуранпа вӗри улма пӗçерсе илсе пычӗ. Тавах Людмила Юрьевнăна. Александр Михайлович Сергеевпа мăшăрӗ сӗт тата ытти çимӗçсем илсе пычӗç. Вӗсене те пысăк тав.
Чăвашла «анне» теекен ялта пӗр Евгений кăна
Джогино ялӗнчи аслă ăру çыннисем патне çитсе курас терӗмӗр. Чи малтан Александра Терентьевна Егорова патӗнче пултăмăр. Вăл 1935 çулта Джогино ялӗнче çуралнă. Евгений ятлă ывăлӗпе Бирюса шывӗ хӗрринчен инçе мар пурăнать. Хальхи вăхăтра Евгений Вениаминович Егоров (1968 çулхи) ялта пӗр çын амăшне чăвашла «анне» теекенни. Урăх никам та амăшне чăвашла анне темест Джогинăра. Шел. Евгений икӗ вăрçăра пулнă: Афганра тата Чечняра разведка взводӗнче хӗсметре тăнă. 6 çын пулнă вӗсем. Евгений каласа панă тăрăх, вӗсем разведкăран ялан чӗрӗ-сывă таврăннă. СВОна та илсе каясшăн пулнă ăна. Çапах та амăшӗ ватă, инсульт хыççăн тесе хăварнă.
Евгений кил-çуртне тирпейлӗ тытать. Картиш тулли вутă хатӗрленӗ. Пӳрчӗсене Джогинăра вутăпа хутса ăшăтаççӗ. Евгений Вениаминович чăвашла лайăх калаçать – итлеме кăмăллă. Хамăр ялти çын калаçнă пекех. Тарават çын. Пулă тытать. Амăшне пăхать. Амăшӗпе паллаштарнă чух ун хӗр чухнехи хушамачӗ пирки: «Женская фамилия – Чернова», – терӗ. Пойма текен ял пулнă, унта пӗтӗм чăваш пурăннă, чăваш ялӗ. Çав ялтан пулнă Шура аппан (Александра Терентьевна Егорован) амăшӗ. Вăл тăватă класс вӗреннӗ, техничкăра ӗçленӗ, мăшăрӗпе пилӗк ача çуратса ӳстернӗ: виçӗ ывăл, икӗ хӗр. Александра Терентьевнан «Дети войны», «За долголетний добросовестный труд» наградисем пур.
Лайăх вырăн шыраса килнӗ
Эпир вӗсем патӗнче чухне унта Вероника Ивановна Визе (Игнатьева) çитсе кӗчӗ. Вăл культура ӗçченӗ. Унăн амăшӗ 1965 çулта Чăваш Енрен, Комсомольски районӗнчи Явăш (Полевые Яуши) ялӗнчен кунта куçса килнӗ иккен. В.И.Визе каланă тăрăх, Джогино ялӗн малтанхи ячӗ Волконское пулнă. Кайран темле Джогин килсен яла ун ятне панă.
Иркутск облаçӗнчи Тайшет районне кӗрекен Джогино ялне ытларах Чăваш Енри Комсомольски районне кӗрекен Явăшран, Вăрманхӗрри Чурачăк (Подлесные Чурачики), Аслă Çӗрпӳел (Новочелны-Сюрбеево) ялӗсенчен тата Патăрьел районӗнчи Хурама Тăвар (Хурама-Вары, Хурама-Твар) ялӗсенчен куçса килнӗ чăвашсем. Çакăнта çити мӗншӗн куçса килнине ак çапла каласа ăнлантараççӗ: «Вут шырама килнӗ» (Елена Федоровна Бахмисова).
Валентина Демьяновна Ковалева (Спиридонова) патӗнче пултăмăр. Вăл 1957 çулхи, Волнистое ялӗнче çуралнă. Ашшӗ Волнистое ялӗнчен, амăшӗ Джогинăран. Волнистое ялӗнчен 1967 çулта Джогинăна куçса килнӗ. «Кукаçейпе кукамай Чăвашран куçса килнӗ. Вӗсем лайăх вырăн шыраса килнӗ кунта, Çӗпӗрте йывăçсем çинче икерчӗсем ӳсеççӗ тесе», – тет мӗншӗн кунта куçса килнине ăнлантарса.
Джогино ялӗнче «Шур чечек» коллектив пур. Вӗсем чăвашла тумланса чăвашла юрлаççӗ. Пире çапла кӗтсе илчӗç клуб пусми çине тухса.
Анна Николаевна Доброва (Богатырева) 1938 çулхи. Джогинăра пурăнать. Мăшăрӗпе пилӗк ывăл çуратса ӳстернӗ. «Малтан Джогинăра 65 кил кăна пулнă, – каласа парать вăл. – Асатте Саратовран пулнă. Вăл ялта пӗр вырăс пулнă. Ыттисем пурте чăваш. Вăл пире чăвашла калаçтарасшăн пулман. Ытти ачасемпе калаçса эпир чăвашла вӗреннӗ. Саратовран кунта мӗншӗн куçса килнине ыйтсан пире вăл: «За свой длинный язык», – тетчӗ, урăх нимӗн те каламастчӗ». Ӗлӗк мӗнле йăла-йӗрке ирттернисене аса илсе: «Çăварнире лашасене лентăсемпе илемлетсе çăварни чупатчӗç, Мăнкунта килӗрен çӳретчӗç», – каласа пачӗ вăл.
Мира Андреевна Орлова патӗнче те пултăмăр. Вăл çитӗнсен Чăваш Енрен куçса килнӗ. «Я – российская чувашка», – тет хăйне. Вăл 1940 çулхи. Комсомольски районӗнчи Явăшра çуралнă. Пиччӗшӗпе, аппăшӗпе пӗрле 1959 çулта переселенипе килнӗ Çӗпӗре. Вăл пире хăй çинчен каласа пачӗ, эпир ыйтнипе чăваш халăх юррисене юрларӗ. Мира Андреевна пысăк пӳртре пӗччен пурăнать. Малтан ун çемйи пысăк пулнă. Халь саланнă. Ун патне пулăшма соцработник килсе çӳрет.
Шура аппа халь те çăм арлать
Александра Терентьевна Егорова патне эпир, хамăн хӗрпе, тепре те кайса килтӗмӗр, иккӗн кăна. Çын сахалтарах чухне калаçма, ыйтса пӗлме лайăхрах тесе. Вăл пире хăйӗн пӗчӗк пӳртне чӗнчӗ. Вӗсен картишӗнче икӗ пӳрт. Александра Терентьевнăран эпир вăрçă вăхăтӗнчи пурнăç çинчен ыйтса пӗлтӗмӗр. Вăл пире акă мӗн каласа пачӗ: «Мăян, пултăран, чăкăт курăкӗ, калпи (черемша) çинӗ. Пирӗн анне – Прасковья Михайловна Чернова – арлама вӗрентнӗ пире. Колесопа. Хӗрсене вечорка (улах ларма) чӗнетчӗ. Пирӗн анне сӗре савăнăçлă çынччӗ. Ман пек тунтук марччӗ. Çамрăксене вечорка (улаха) пуçтаратчӗ. Юрăсем юрлатчӗç, ташлатчӗç. Чăвашла та юрлатчӗç, вырăсла та. Çамрăксем. Веселый та, военный юрăсем те юрлатчӗç. Эпӗ асли пулнă аннен, Ванькка, Филимон шăллăмсем, Нина йăмăк.
Улахра пански (чăлха) çыхатчӗç. Кӗркунне, хӗлле пуçтарăннă улаха.
Çăм арлап эп халь те. Самопряхапа (колесопа).
Çамрăксем чăваш кӗпи те тăхăннă, вырăсла та. Улаха килсен. Вăрçă вăхăтӗнче.
Вӗре çӗлен тенине илтнӗ. Хăш чухне çилленсе кайсан: «Вӗри çӗлен пек эс», – теççӗ. Мунчара ийе чăмлать тенине илтнӗ. Куç ӳксен вӗрнӗ, вӗрекенсем пулнă. Эп хам пӗлместӗп.
Вупăр пусать тенине илтнӗ. Ман килте ватти пулман, камăн ватти пур, вӗсем нумайрах пӗлеççӗ.
Каяна (ял, вырăсла – Каен) каяттăмăрччӗ. «Шуркка, атя, каяр», – тетчӗ анне. Çӗрӗк улма чавма.
Атте вăрçăран аманса килчӗ. Унăн хăрах алли авăнса тăратчӗ.
Филимон вăрçă пӗтсен, атте килсен çуралнă. Ыттисем, виççӗн – вăрçăччен. Эпӗ 1935 çулхи, Нина – 1938, Ванькка – 1940».
«Колесо, самопряха мӗнлерех япала вăл, кăтартăр-ха», – тесен, ывăлӗ, Евгений, илсе кӗрсе кăтартрӗ. Ăçта, кам туса панине каласа пачӗ: «Çак колесона, самопряхăна тăвакан ăста (мастер) малтан Волнистое ялӗнче пурăннă, кайран Пеевăна куçнă. Аннене валли çак самопряхăна заказ парса пилӗк михӗ тырăлла тутартăмăр. Тепре те пулнă самопряха, ăна Канскине музее илсе кайнă. Аппа Канскинче пурăнать, вăл илсе кайнă. Çăпата та тунă килте асатте. Нуша пурне те тума вӗрентет».
Александра Терентьевнан Чăваш наци конгресӗнчен панă Хисеп хучӗ те пур. Ăна Н.Ф.Угаслов алă пуснă.
Эпир тараватлă хуçасемпе сывпуллашса вӗсем патӗнчен тухрăмăр.
Джогино шкулӗнче
Джогино ялӗн икӗ хутлă хăтлă шкулне кӗрсе куртăмăр. Шкулта «Вилӗмсӗр полк» стенчӗ пур – Джогино ялӗнчен кайнă хӳтӗлевçӗсен сăнӳкерчӗкӗсем унта. Вӗсем пурте чăвашсем. Пурăннă çулӗсене те палăртнă.
Шкул директорӗ Михаил Петрович Елтратов,1970 çулхи, чăваш. Вăл истори учителӗ, Иркутскри педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унăн кукамăшӗ, Агафья Юдина, Тутарстан Республикинчи Теччӗ районӗнчен 1914 çулта Çӗпӗре куçса килнӗ. Шкулта 96 ача вӗренет. Вӗсене 17 учитель вӗрентет, çав шутра директор та. Шкул умӗнче хăмаран сарнă тӳрем (площадка) пур – линейкăсем ирттерме, ачасене тăма. Асфальт таврашӗ унта çук. Урай сарнă пек – пӗтӗмпе шап-шурă хăмаран. Шкула кӗнӗ çӗрте те, пахчинче те чечексем ӳсеççӗ.
Шкулӗ вӗсен 1926 çулта уçăлнă. Малтан вăл вулав çурчӗ (изба-читальня) пулнă, кайран унта пуçламăш шкул уçнă. Учительсем аякран килнисем пулнă. 1940-мӗш çулсен вӗçӗнче – 1950-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Джогино ялӗнче 7 класлă шкул уçăлнă. Пӗрремӗш директор Юрий Сергеевич Ремизов пулнă. Шкулта юнашар Шегашет, Черенганчет, Волнистое, Тремино ялӗсенчи ачасем вӗреннӗ. Вӗсем интернатра пурăннă. Пӗрремӗш кăларăм 1953 çул пулнă, 14 ача вӗренсе тухнă. Малтан пӗр çурт (здани) кăна пулнă, кайран тата хушса тунă, ачасем икӗ сменăпа вӗреннӗ.
Çӗнӗ директор Нил Сергеевич Чемизов пулнă. Вăл нумай пӗлнӗ, ачасене тӗрлӗ енлӗ хушма материалпа усă курса вӗрентнӗ. Кайран Виталий Исакиевич Сергеев, Зоя Александровна Игнатьева, Галина Павловна Дубовцова директор лавне туртнă пулнă.
1990 çулхи ака уйăхӗн 1-мӗшӗнче икӗ хутлă çӗнӗ шкул зданийӗ уçăлнă, пысăк классемпе, спортзалпа, ирӗк столовăйпа – хальхи шкул. Ачасем те, вӗрентекенсем те савăннă. Ун чухне шкул директорӗ Ольга Николаевна Прудникова пулнă.
2000 çулхи кăрлач уйăхӗнчен шкула çак шкултан вӗренсе тухнă, Михаил Петрович Елтратов ертсе пырать. Вăл халӗ те директор пулса ӗçлет. Кăçал 25 çул çитнӗ ӗнтӗ. Тепӗр çул Джогинăра шкул уçăлни 100 çул пулать.
Елена Вяткина патӗнче
Джогинăра Елена Ивановна Вяткина патӗнче те пултăмăр килӗнче. Вӗсем мăшăрӗпе ашшӗ-амăшӗн çуртӗнче пурăнаççӗ. Хуларинчен чаплă пурăнаççӗ. Тӗлӗнсе каймалла ӗçчен чăвашсем. Картишӗнче плитка, плиткисене форма илсе хăйсем тунă. Пур çӗрте те чечек ӳсет. Картишӗнче те. Икӗ йытă. Вӗсен хăйне уйрăм вырăн пур картишӗнче. Пысăкки Байкал ятлă. Пӗчӗк йыттин ятне астумастăп.
Елена Ивановна пире хăйсен Çӗпӗр мунчине хутса кӗртрӗ. Вăл амăшӗ çинчен те каласа пачӗ, эпир ыйтнипе амăшӗ мӗн-мӗн аса илсе калаçнисемпе те паллаштарчӗ. София Александровна Ефимова (Иванова), 1934 çулхи, вăрçă пуçлансан çиччӗре пулнă. Ашшӗне вăрçа илсе кайнă. Ашшӗ, Александр Ильич Иванов, вăрçăран таврăнайман, хыпарсăр çухалнă. Унран çырусем те килмен. Унăн пиччӗшӗ, Георгий Ильич Иванов, вăрçăчченех салтака кайнă. Ăна салтака ăсатнă чухне амăшӗ, тăванӗсем пурте ыталаса мăйӗнчен уртăнчӗç тет. Георгий Ильич хăй те куççульне шăлать тет: «Эпӗ сире урăх кураймастăп», – тесе. Чăнах та килеймен каялла. Вăрçăра пуç хунă.
«Анне чалтунсем çинчен те каласа паратчӗ, – аса илет Е.И.Вяткина. – Кунта чалтунсем пулнă Бирюса шывӗ леш енче. Камсем çинчен каласа панине астумастăп. Ашшӗ: «Кам та пулсан палламан çын ыйтсан ан калăр, çук е пӗлместӗп тесе калăр», – тенӗ. Килсе ыйтнă та ку чăваш тӗрӗс кала пӗлмен: «Знаю да не скажу», – тенӗ. Вырăсла лайăх пӗлмен. Вара ăна вăйлă хӗненӗ. Чире кайса вилнӗ вара çав çын». Чăвашсем çапла вырăсла тӗрӗс калаçа пӗлменнипе Çӗпӗрте пурнăçран та уйрăлнă. Аякра пурăнасси çăмăл пулман вырăсла пӗлмен чăвашсемшӗн.
Вăрçă вăхăтӗнче хӗлле пирӗн ялтан инçе мар Бирюса патне самолет ӳкнӗ. Лётчик ӳкнӗ. Тӳрлетнӗ самолетне. Пирӗн ялта çынсене Бирюса пăрӗ çинче çул тасаттарнă юртан. Самолет валли вӗçсе хăпарма çул пултăр тесе. Нумай кӗтсе ларнă тет лётчикӗ. Çӳллӗ, яштака, хитре пулнă тет. Çулне тасатса пӗтерсен самолет вара вӗçсе хăпарса кайнă тет Бирюса çийӗн. Джогино ялӗн çыннисем ăшăна-ăшăна тасатнă тет Бирюса пăрне юртан. Хӗлле сивӗ пулнă питӗ. Ӗлӗк тăхăнмалли пулман», – вăрçă вăхăтӗнче ялта пулса иртнӗ паллă пулăм çинчен амăшӗ каласа панине аса илчӗ Елена Ивановна.
«Аслашшӗ пулнă аннен, – малалла каласа парать Елена Ивановна хăйсен çемйипе çыхăннă самантсем çинчен. – Аннен ашшӗ хыпарсăр çухалнă. Тепӗр ывăлӗн вилнӗ хучӗ килнӗ. Вилнӗ хучӗ килнӗ те ывăлӗн, пӗр ывăлӗ хыпарсăр çухалнă хучӗ килнӗ пулнă ӗнтӗ, аннен аслашшӗ çав похоронкине курсан ларчӗ тет те тăраймарӗ тет. Вилсе кайнă. Анне çавна каласа паратчӗ. Хăй анне пирӗн дояркăра ӗçленӗ. Лайăх ӗçленӗшӗн «Урал» мотоцикл, кайран кавир панă. Мотоциклӗпе атте çӳретчӗ. Виличчен çӳрерӗ».
Елена Ивановна пире каçхине 22 сехет иртсен уйăх тата фонарь çутипе хамăр пурăнакан пӳрте çитичченех хăма сарнă çулпа ăсатрӗ.
Асра юлнă тӗлпулу
Джогино ялӗнчен кайиччен ялти чи ватă çынсенчен пӗрин патне те çитсе килес терӗмӗр. Эпир, экспедици çыннисем, хамăр тӗллӗн кăна кайрăмăр. Вырăнти культура çыннисем пире ун патне илсе каясшăн пулмарӗç: ватă, куçӗ курмасть терӗç. Эпир пурпӗр Евгения Павловна Исхакова патне кайрăмăр.
Пӳртне кӗме çук. Картишӗнче икӗ йытă. Вӗсене кăкарса хунă пулин те шиклентерет. Картишне те кӗме çук, питӗрнӗ. Питӗрсе хăварнă ăна ывăлӗ. Хăй тăванне пулăшма кайнă. Вара эпир хирӗç пурăнакан çамрăк хӗрарăм Олеся пулăшнипе пахчине кӗрсе чӳречинчен шаккарăмăр. Олеся: «Баба Женя, это мы!» – тее-тее шаккать. Евгения Павловна илтсе пычӗ çав эпир шаккакан пӳлӗме. Чӳречине уçрӗ, ыйтса пӗлчӗ эпир камне, пирӗнпе кăмăлтан калаçрӗ.
Евгения Павловна Исхакова 1930 çулта Джогино ялӗнче çуралнă. «Çакăнта, Шокинта, çуралнă», – тет чăвашла хăйӗн ялне. «По дивчине – Коновалова», – тет хăйӗн хӗр чухнехи хушаматне. Пирӗн çинчен ыйтса пӗлчӗ те унтан хăйӗн çинчен каласа пачӗ. Чăвашла та, вырăсла та лайăх калаçать. «Манăн куç курмасть, ну память ман лайăх, – тет. – Анне хӗр пуçăн кунта Çӗпӗре куçса килнӗ Чăвашран, кунта качча тухнă».
Евгения Павловна вăрçă вăхăтӗнче арçынсене вăрçа ăсатнине те астăвать, лашапа ăсататтăмăрччӗ тет. Вăрçă пуçлансан вăл вун пӗрте пулнă. Вӗсем мӗн каласа юрланисене астăвать. Çур сехет пӗр сывлами калаçрӗ вăл пирӗнпе. Пирӗн кайма вăхăт çитсе пыратчӗ, çур сехет кăна вăхăт пурччӗ. Унпа калаçнă чух эпӗ куç илмесӗр сехет çине те пăхса тăтăм (шурă сехет кухнинче стена çинче мана лайăх курăнмалла çакăнса тăратчӗ). Эпӗ калаçтараканни пултăм, Е.И.Исмагиловăпа А.С.Яковлева иккӗн икӗ видеокамерăпа ӳкерсе тăчӗç. Питӗ ыйтнипе Евгения Павловна «Хуркайăксем вӗçеç картипе» салтак юррине те юрласа пачӗ пире:
Хуркайăксем вӗçеç картипе –
«Кайри – мала!» – тесе ан калăр.
Эпир кунтан тухса кайсассăн
Усал кайрӗ тесе ан калăр.
Хапхаран тухрăм, тайăлтăм –
Аттепе аннерен уйрăлтăм.
Ялтан тухрăм, эп тайăлтăм –
Ял-йышсенчен уйрăлтăм.
Поскотинтан тухрăм,
эп тайăлтăм –
Пӗтӗм тăвансенчен уйрăлтăм.
Урхамахран тухрăм,
эп тайăлтăм –
Пӗтӗм хам çуралнă çӗршывран
уйрăлтăм.
Хуркайăксем каяç картипе –
«Кайри – мала!» – тесе ан калăр.
Эпир кунтан тухса кайсассăн
Усал кайрӗ тесе ан калăр.
«Нумай пӗлеттӗм. Халь манса пӗтнӗ. Йӗретчӗç çапла юрласа. Салтака, вăрçа ăсататтăмăр. Вăрçă вăхăтӗнче. Сӗре хурлăхлă – юрлатчӗç... Лашапа ăсататтăмăрччӗ юрласа. Вӗсене урăх кураймарăмăр. Кайрӗç те вăрçа пурте вилсе пӗтрӗç. Кайсанах вӗсене вӗлернӗ. Çӗрле самолётсем вӗçетчӗç. Тухса пăхаттăмăр та çап-çутă çутатса вӗçетчӗç самолётсем, анăçалла вӗçетчӗç», – аса илчӗ Евгения Павловна.
Вăл Шупашкарта (Чăвашра) пурăнакан хăйӗн тăванне, Вера Александровна Коноваловăна салам калама хушрӗ. Е.П.Исхаковапа калаçни халӗ те куç умӗнче, сасси хăлхара. Пӗтӗм Иркутск облаçӗнчи экспедиципе çак тӗлпулу тата унăн юрри, юрринче тăван çӗршыва урхамах тени манми асра юлчӗ.
Новолетники ялӗнче фольклор коллективӗ кӗтсе илчӗ
Джогинăран тухсан Тайшет хулине çитиччен эпир Чермончетка шывӗ урлă каçрăмăр, Бузыканово, Шиткино, Тракт-Кавказ, Тракт-Ужет, Нижняя Заимка, Синякино ялӗсем патӗнчен иртсе кайрăмăр, Черемшанка шывӗ урлă каçрăмăр. 120 çухрăм кайсан Тайшет хулине çитрӗмӗр.
Джогинăран Тайшет хулине çитсен вокзалтан инçе мар вырнаçнă «Бирюса» хăна çуртне (гостиница) вырнаçрăмăр. Çӗр каçсан ирхине пирӗн пуйăс çине ларса Зима хулине çитмелле. Ман хӗрача Шупашкарта чухнех Зима теекен хулана каяссине пӗлсен тӳрех ак çакăн пек каларӗ: «Вăт тӗлӗнмелле! Çулла Хӗллере пурăнса куратпăр!»
Зимана çитсен таксипе «Ангарский» микрорайонӗнчи «Пекин» хăна çуртне вырнаçма кайрăмăр. Унти хуçи хăйӗн икӗ йыттипе пире кӗтсе илчӗ. Çакна каламалла: Зима хулинчи пек нумай йытă эпӗ халиччен ниçта та курманччӗ: ăçта утса пыратăн – çавăнта йытă. Питӗ нумай. Çурисемпе те çӳреççӗ. Çынна тапăнни капла курăнмарӗ. Çыннисем те хăрамаççӗ пулмалла: хăнăхнă-ши?
Иркутск облаçӗн Зима районӗнчи Новолетники ялне кайрăмăр. Зима хулинчен унта çитме 47 çухрăм. Çичӗ вырăнлă машина тытса кайрăмăр. Новолетники ялӗнче хальхи вăхăтра ытларах чăвашсем пурăнаççӗ. Ял ячӗ «Новое лето, новолетники» сăмахсенчен пулса кайнă. Ку вырăна çакăнталла пурăнакан вырăнти халăх çу вăхăтӗнче выльăхӗсене курăк çитерме хăваласа килнӗ. Вӗсене вырăсла новолетники тенӗ. Çавăнтан ял ячӗ Новолетники пулса кайнă тесе каларӗç пире вырăнти çынсем. Çак вырăна, Çӗпӗрти Ока шывӗ хӗррине (Ангара шывӗн притокӗ) 1907 çулта пӗрремӗш çурт лартаканӗ Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Çӗрпӳ уесӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчен куçса килнӗ чăваш Иван Спиридонович Спиридонов пулнă. Çапла вăл Новолетники ялне никӗслесе янă. Çак вырăн ун чухне Иркутск кӗпӗрнин Балагански уесне кӗнӗ.
Новолетники ялӗн клубӗ умне çитсе чарăнтăмăр. Кунта В.П.Ягшимурадова (Никифорова) ертсе пыракан чăваш фольклор коллективӗ пур. Вăл пире клуб пусми çинчех юрăпа кӗтсе илчӗ. Фольклор коллективӗнчи çынсем хăйсен ашшӗ-амăшӗсем юрланă юрăсене юрлаççӗ, ташшисене ташлаççӗ.
Валентина Павловна Ягшимурадова (Никифорова) 1956 çулхи. Унăн ашшӗ, Павел Семенович Никифоров, 1922 çулхи, Чăвашра пурăннă чухне Семенов хушаматпа çӳренӗ. Йӗпреç районӗнчи Айбечи ялӗнчен 1926 çулта куçса пынă Çӗпӗре (Иркутск облаçӗнчи Зимински районне кӗрекен Третьеуспенск ялне) хăйӗн ашшӗ-амăшӗпе. Ашшӗн иккӗмӗш сыпăкри шăллӗ, Василий Андреевич Носов, халӗ те унта пурăнать. Унпа пӗртăванӗ, Николай Андреевич Носов, шел пулин те, халь çук ӗнтӗ. Валентина Павловнан аслашшӗ, Семен Никифорович Семенов, амăшӗ – Ульяна Матвеевна, Иркутск облаçӗнчи Зимински районӗнчи Первое Успенское ялӗнчен.
Александра Владимировна Кожевниковăпа (Иванова) та паллашрăмăр. Вăл 1962 çулта çак Новолетники ялӗнче çуралнă. Мăн аслашшӗпе мăн кукашшӗ Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчен куçса килнӗ Çӗпӗре çемйипе. Мăн аслашшӗ Аверкий Иванов ятлă пулнă. Мăн кукашшӗ – Савелий. Çак Новолетники ялне чи пӗрремӗш куçса килекенсенчен пӗри пулнă. Кукашшӗ те, Антон Захарович Хвастунов, 1901 çулхискер, Новолетники ялӗнче çурт тунă. Çав çурт халь те ларать, унта урăх çынсем пурăнаççӗ.
Пире Александра Владимировна 1938 çулта çуралнă Александра Михайловна Пыркина патне килне илсе кайрӗ. Шăпах кукашшӗн çурчӗ патӗнчен иртсе кайрăмăр ун патне кайнă чухне. Паянхи куна упранса юлнисенчен вăл çурт пӗрремӗшсенчен пӗри шутланать.
Александра Пыркина тӗрлеме юратать
А.М.Пыркина çулӗсем пуррипе (85 çул тултарнă) клуба хăй пыман. Шупашкартанах килнине пӗлсен хăй патне те пӗр çынна кăна илсе пыма ирӗк панă. Вара эпир кайрăмăр хамăн хӗрачапа иккӗн. Александра Михайловна питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Сӗтел хатӗрлерӗ. Сӗтел хушшине ларса хăналанмасăр пӗр сăмах та каласа памастăп терӗ. Чăнах та, сӗтел хушшине ларса тухсан пире вăл каласа пама тытăнчӗ, пирӗн ыйтусене хуравларӗ, хитре кӗпе тăхăнса сăн ӳкерӗнчӗ. А.М.Пыркина 1956 çулта ашшӗ-амăшӗпе пӗрле кунта куçса килнӗ иккен. Аслă аппăшӗ те çемйипе килнӗ.
«1968 çулта мана ферма ертӳçине лартрӗç. 1972 çулта совхозтехникума вӗренме кӗтӗм. 8 класс пӗтернӗччӗ эпӗ. Вара Масляногорска каçхи шкула çӳреме тытăнтăм. 1973 çулта 10-мӗш класшăн экзаменсене экстерн йӗркипе патăм. Совхозтехникумра мана 3-мӗш курса куçарчӗç. Селекционера вӗрентӗм. Вӗренсе пӗтерсен зоотехник пулса ӗçлерӗм. 1960 çулта сӗт суса илессипе районта 1-мӗш вырăн илтӗм. Вара Польшăна кайса курма турист путевки пачӗç.
Владимир Макарович Пыркинпа çемье çавăртăмăр. Вăл та Кивӗ Ахпӳртрен. 1958 çулта салтака кайрӗ, Владивостокра тинӗс флотӗнче хӗсметре виçӗ çул тăчӗ. 1960 çулхи раштав уйăхӗнче пӗрлешрӗмӗр. Утмăл çул пӗрле пурăнтăмăр. 2020 çулхи чӳк уйăхӗнче çӗре кӗчӗ вăл. Тăватă ывăл та икӗ хӗр ӳстертӗмӗр. Тăваттăш те салтакра хӗсметре пулнă. Ракета çарӗсенче. Пӗри Монголире служит тунă. 3-мӗш ывăл – артиллерист. Кӗçӗнни – ракета çарӗсенче, Красноярскра. Аслă хӗрача бухгалтер, кӗçӗн хӗрача – фельдшер. 14 мăнук, 17 кӗçӗн мăнук. Авăн уйăхӗнче кӗçӗн мăнукăн ачи çуралмалла», – каласа пачӗ хăй çинчен Александра Михайловна.
Вăл тӗрлеме юратать. Килӗнче тӗрленӗ япала нумай. Стенасем çинче те Александра Михайловна хăй аллипе тӗрленӗ картинăсем çакăнса тăраççӗ.
Эпир тытса килнӗ такси хуçи хыпаланнипе, калаçса татăлнă вăхăт иртсе пынипе каялла Зима хулине çитме васкарăмăр.
Зима хулинче Евгений Евтушенко музейӗ пур
Зима хули икӗ пайран тăрать: Старая Зима – хулан кивӗ пайӗ тата Зима – хулан çӗнӗ пайӗ. Хулан кивӗ пайӗн аяккипе Мускав çулӗ (Московский тракт) иртнӗ. Вăл халӗ те пур. Зима Мускавран 4942 çухрăмра вырнаçнă. Автовокзалпа юнашар Ямшăка, çакăнта пӗрремӗш куçса килекене халалласа сквер тата палăк пур. Хулан çӗнӗ пайӗнче Евгений Евтушенко поэтăн палăкӗ пур. Эпир ун патӗнче пултăмăр. Сăн ӳкерӗнтӗмӗр.
Зима хулинче Евгений Евтушенко поэтăн «Дом поэзии» çурт-музей пур. Вăл вырăнта унăн кукамăшӗн çурчӗ пулнă. Кайран çав çурта реконструкциленӗ. Унта Евгений Евтушенко хăй темиçе те килсе кайнă. Кукамăшӗ пурăннă чухнехи çурт пекех тесе çирӗплетнӗ. Музей территорийӗ, чечек лартнă картишӗ пысăк, ирӗк. Хушма çуртсем пур: музей сотрудникӗсем валли, музее, хушма çуртсене, картишне, чечексене пăхса тăракан сотрудниксем валли хăйне çурт. Картишӗ те ирӗк. Елена Сергеевна экскурсовод питӗ интереслӗ каласа пачӗ, музейпе, унти экспонатсемпе, сăнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Евгений Евтушенко вăл ялан Евтушенко пулман. Ку хушамата кайран илнӗ. Çуралсанах вăл Гангнус хушаматлă пулнă. Вăрçă вăхăтӗнче пӗр учитель шкулта унăн хушамачӗ пирки нимӗç хушамачӗ тесе каласан килте çемье канашлăвӗнче вӗсем çамрăк Евгение Евтушенко хушамат парас тенӗ. Кукамăшӗн хушаматне. Çапла вăл Евгений Евтушенко пулса тăнă. Елена Сергеевна музей сотрудникӗ отпускра пулнипе ун вырăнне вăхăтлăх кăна ӗçлет пулин те ӗмӗр музейра ӗçленӗ пек лайăх каласа пачӗ пире.
Зулумай ялӗнче – тăвансем патӗнче
Пӗлтӗр çурла уйăхӗн 20-мӗшӗнче эпир Зимински районӗнчи Зулумай ялӗнче пултăмăр. Унта эпир Чăваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Юнтапа ялӗнче çуралса ӳснӗ, кайран Çӗпӗре куçса килнӗ Татьяна Федотовна Федотован хӗрӗ Любовь (паспортпа Людмила) Васильевна Орешко (хӗр чухнехи хушамачӗ Дюкина) – манăн пăятамăн иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗ патне – кайрăмăр. Вăл унта хăйӗн мăшăрӗпе – Василий Андреевич Орешкопа (1950 çулхи) – аллă пӗр çул пурăнать. Тӗрӗссипе вăл хăй пире хăйсем патне хăнана пыма пӗтӗм майсем туса пачӗ: хăйӗн юлташӗсене пире Зима хулинчен çăмăл машинăпа (УАЗикпа) Зулумай ялне илсе килме ыйтса калаçса татăлнă. Тавах ăна уншăн.
Каласа хăвармалла: Татьяна Федотовна Федотова 1914 çулта Чăваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Юнтапа ялӗнче çуралнă. Унăн мăшăрӗ вăрçăра вилнӗ, вăл вара Василий Дюкина качча тухнă. Вара вӗсем пӗрле Татьяна Федотовнан Аксинья ятлă аппăшӗ патне Çӗпӗре куçса килнӗ. Аппăшӗ, Аксинья Федотовна, Çӗпӗре мăшăрӗпе маларах килнӗ пулнă. Аксиньяпа Татьяна – Аверкий Федотович Федотовăн йăмăкӗсем пулаççӗ. Пăятамăн ашшӗпе пӗртăванӗсем. Манăн мăшăрăн ашшӗн, Вениамин Аверкиевич Федотовăн, пăятамăн, тăванӗсем пулаççӗ ӗнтӗ вӗсем. Любовь Васильевна Орешкопа Вениамин Аверкиевич Федотов иккӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗпе йăмăкӗ пулаççӗ. Ку тăвансем çинчен эпир Иркутск облаçне кайиччен пӗр кун маларах кăна пӗлтӗмӗр. Вӗсем хăйсем килнӗ самолётпа Чăваш Енри нихçан курман тăванӗсене курма. Л.В.Орешко хăйӗн хӗрӗпе Оксана Васильевнапа тата унăн икӗ ывăлӗпе, тепӗр хӗрӗн Татьянăн ывăлӗпе Комсомольски районне килнӗ. Новосибирск, кайран Иркутск облаçне эпир вӗсемпе тӗл пулаймасăрах поездпа тухса кайрăмăр. Пирӗн каймаллаччӗ çав, эпир билетсем илнӗччӗ, калаçса татăлнă. Вӗсем вара хăйсен планӗпе, маршручӗпе çӳренӗ хыççăн каялла Иркутска самолётпа кайнă. Çавăнпа эпир вӗсемпе Çӗпӗрте кăна тӗл пултăмăр.
Зима хулинчен Зулумай ялне эрнере виçӗ хут автобус çӳрет тайга витӗр. Зимаран Зулумая çитме трассăпа 80 çухрăм, тӳрӗрен кайсан – 55. Çурма çулта чи çӳллӗ вырăна чарăнса тавралăхпа килентӗмӗр. Çӳллӗ чуллă сăрт çинче тăтăмăр. Тайга ал тупанӗ çинчи пек курăнать, аякра Саян тăвӗсем сенкер-кăваккăн курăнса тăраççӗ. Чуллă сăрт хӗвел çинче хӗрсе кайнă. Çав чул çийӗнче кăшт тăпра пекки те пур (вăл та ăшă, ун çинчи сывлăш та ăшă, пӗшкӗнсе сăн ӳкернӗ чух туйрăм, тӗлӗнтӗм). Çав тăпра çийӗнче пӗрлӗхен ӳсет. Йӗри-тавра тайга. Кăн-кăвак шыв выртать аялта – Зима шывӗ.
Малалла кайрăмăр. Хирӗç пулакан та çук. Çитрӗмӗр. Зулумай тайга ăшӗнче ларать. Йӗри-тавра хыр ӳсет. Ял хӗрринчен инçе мар пысăк пӳрт патне чарăнтăмăр. Орешко çемйи пурăнакан çурт патне. Тултанах, урамранах чечек ӳсет. Çӗр çинче кăна мар, çуллахи пӳрт стенинчен те çакнă чӳречисем хушшине савăтпа. Пӗтӗм çурчӗ, картишӗ, пахчи, карти, мунчи хăтлă, тирпейлӗ, таса. Чăваш хӗрӗ пурăнни тӳрех курăнать. Пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут куртăмăр. Хӗрачана калатăп: «Çӗпӗрти тăвансем патне килтӗмӗр». Паллашрăмăр.
Питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ăшпиллӗ, тарават çынсем. Тем тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçернӗ эпир килнӗ çӗре, сӗтел хатӗрленӗ. Апат çирӗмӗр, чей ӗçрӗмӗр, калаçса лартăмăр. Галина Кирилловна Лукьянова чăвашла юрăсем те юрласа пачӗ, унăн мăшăрӗ Александр Дмитриевич тата кил хуçи Василий Андреевич сунара кайсан пулса иртнӗ мыскарасем çинчен аса илсе калаçса ларчӗç, унтан Василий Андреевич чăланне кӗрсе пилӗкӗнчен патронсем хуракан пиçиххине çыхса тухрӗ те пăшалне хулӗнчен çакса «Урал» мотоциклне хускатрӗ – тайгана сунара тухса кайрӗ. Эпир ăна аран сăн тата видео ӳкерсе юлса ӗлкӗртӗмӗр.
Эпир фотоальбомсем пăхрăмăр. Тӗлӗнмелле те, фотоальбомра çывăх паллакан çын сăнӗсене те куртăмăр. Федотовсенне: Мария Осиповна (1900 – 1990) хăйӗн мăнукӗсемпе – Юрийпе тата Александрпа. Хамăн хӗре Екатеринăна кăтартатăп: «Ак сан аçу пӗчӗккӗ чухне, 6-7 çулта. Асламăшӗпе тата хăйӗн шăллӗпе, Саша пиччӳпе, тăрать. Кун пек сăнӳкерчӗк килте те пурччӗ». Вăл сăнӳкерчӗке телефон çине фото ӳкерсе ярса патăмăр мăшăра: «Ак кунта эсӗ те пур Çӗпӗрте», – тесе. Вăл тӗлӗнсе кайнă. «Ăçтан тупрăр?» – тет.
Хамăр та сăн ӳкерӗнтӗмӗр – тин кăна паллашнă пулин те çывăх куракан тăвансемпе, унтан сывпуллашса каялла Зима хулине хамăр килнӗ Лукьяновсемпех, вӗсен çăмăл машинипех тухса кайрăмăр тайга витӗр Зима хулине. Çул тăршшӗпе те пире хирӗç пулакан пӗрре кăна тӗл пулчӗ: пӗр çын велосипедне çавăтса çуран пыратчӗ, йыттине велосипед çине лартнăччӗ. Сунартан килеççӗ-ши, пӗр-пӗр ӗçпе кайнă-ши, тӗттӗм пуличчен килне çитрӗç-ши тесе шухăшларăм вӗсем çинчен кайран та.
Куштуй ялӗнче
Зима хулине çитсе пынă чух хула енне ӗне кӗтӗвӗ кӗнине куртăмăр. Хула хӗрринче ялти пек пӳртсем нумай, унта пурăнакансем ӗне те усраççӗ иккен. Кӗтӳ тухмалăхах нумай ӗне усракансем, кӗтӗвӗ самай пысăкчӗ. Çапла эпир, ялти вăхăт виçи пек каласан, кӗтӳ кӗнӗ вăхăта çитрӗмӗр. Çитрӗмӗр те Галинăпа Александр Лукьяновсем паллакан чăваш хӗрарăмӗ патне кайрăмăр. Вăл Римма ятлă, 83 çулта, Зима хулинче пурăнать. Хăйӗн çурчӗпе. Ялти пек. Картишӗ те пысăк, икӗ йытă, çӗнӗ пӳрт тăваççӗ, пахчисем пысăк, тирпейлӗ, çумӗ çук. Сӗтел хатӗрлерӗ. Каласа пачӗ хăй çинчен, юрласа та пачӗ чăвашла. Галина Кирилловнăпа иккӗшӗ те юрларӗç чăвашла. Çыртарса та илтӗмӗр диктофон çине.
Çурла уйăхӗн 21-мӗшӗнче эпир Третий Успенский (Третий Успенск, Успенский III, чăвашла Куштуй тенӗ) ялне кайрăмăр. Унта та чăвашсем пурăнаççӗ. Пире Татьяна Петровна Прокопчук кӗтсе илчӗ. Вăл клубра ӗçлет. Хăй пӗçернӗ çăкăрпа, апат-çимӗçпе сăйларӗ. Пысăк тав ăна уншăн. Унăн амăшӗ Мария Ивановна Маркова (Митрофанова) 1956 – 1957 çулсенче Чăваш Енри Кивӗ Ахпӳртрен куçса килнӗ кунта. Третий Успенский ялӗ йӗркеленнӗренпе 2024 çулта 115 çул çитнӗ. Ялта ача-пăча сахал.
Кунта, Третий Успенскине Масляногорскран Надежда Васильевна Фидикова (Тимофеева), 1963 çулхискер, пире мӗн ыйтнине чăвашла каласа пама, чăваш юррисене юрласа кăтартма чăвашла тумпа килсе çитрӗ. Вăл Шупашкарта культура институтӗнче вӗреннӗ. Унăн ашшӗ енчи тăванӗсем, аслашшӗ Павел Егорович кунта Столыпин реформи вăхăтӗнче куçса килнӗ. Ашшӗ, Василий Павлович, Йӗпреç районӗнчи Çиçӗм поселокӗнчен. Амăшӗ, Прасковья Дмитриевна Белкова, 1936 çулхи.
Н.В.Фидикова пире «Эп лавккара тăнă чух килсе кӗчӗ пӗр салтак» вăрăм юрă юрласа пачӗ, пейӗт. Третий Успенский ялӗнче шкулта ачасене 1936 çулччен чăвашла вӗрентнӗ. Первое Успенское (чăвашла Кив ял тенӗ) ялӗнче вăрçă тухиччен, 1941 çулччен пӗтӗм предмета чăвашла вӗрентнӗ. Çакă вăл чăваш ачисене чăвашла пӗлме, чăваш культурипе интересленме хавхалантарнă, чăвашлăха упрама пулăшнă. Тепӗр енчен, вӗсем малалла вӗренме кайсан шкулта ытти предметсем те чăвашла пулни вӗсене чăрмав та кӳнӗ. Математикăпа вăйлă пӗлеттӗмӗр тет: унта шутламалла кăна, текст тӗрӗс çырасси çук. Ытти предметсемпе йывăртарах пулнă вырăсла лайăх пӗлменнипе. Çавах чăваш ачисем малалла талпăннă, хастар пулнă, хăйсен ятне çӗре ӳкермен, ăçта та малти ретре пулнă.
Третий Успенский ялӗнче эпир Çӗпӗр пăрăнтăкне куртăмăр. Вăл карта çийӗн чупса кайрӗ.
Пӗр турилкке яшка 300 тенкӗ
Каллех Зима хулине таврăнтăмăр çӗр каçма. Зима хулинче чăвашсене курас, тӗл пулас тесе те çӳрерӗмӗр. Пулмарӗ. Чулхула хӗрарăмӗпе паллашрăмăр. Вăл пире ятарласа карçинкка парнелерӗ, сӗнсех, ентешсем терӗ. Шурă хулăран явнă карçинкка. Эпир ăна киле чиперех илсе çитертӗмӗр.
Апат-çимӗç енчен Çӗпӗрте пирӗншӗн хаклă. Пӗр турилкке яшка çиес тесен 300 тенкӗрен пуçласа. Пуйăс çинче те çавах: кăнтăрлахи апат заказ парас тесен – 500 тенкӗрен пуçласа. Манăн çумра кредит картти пурччӗ те эпир пит хăраман. Отпуск укçи çитмесен таврăнсан тӳлесе тататпăр тесе шутларăмăр. Сӗт юр-варӗ (турăх, кефир, ряженка) бурятсенне сутаççӗ. Тутлă. Çисе пăхрăмăр. Килӗшрӗ.
Тепӗр кунне ир-ирех эпир хӗрачапа иксӗмӗр поезд çине ларма тесе пуçтарăнса тухрăмăр, таксипе чукун çул вокзалне çитрӗмӗр. Пуйăс çине лартăмăр. Пермь хулине çити кайрăмăр. Унта анса пӗр кун Пермь курса çӳрерӗмӗр: ӳнер музейӗнче пултăмăр, Кама шывӗ хӗрринче çӳрерӗмӗр, Пермь хулине курса çаврăнтăмăр, чукун çул вокзалӗнчен инçе мар чăрăш пӗренисенчен тунă «Пермь хапхи» 12 метрлă арт-объект патӗнче те сăн ӳкерӗнтӗмӗр.
Каçпа Нурлат станцийӗ урлă каякан поездпа киле кайрăмăр пӗр талăк пек. Нурлат станцийӗнче пире аттепе анне кӗтсе илчӗç. Эпӗ хам Нурлат районне кӗрекен Якаел ялӗнчен. Килте пӗр-икӗ кун пурăнсан Шупашкара кайрăмăр.
Çурла уйăхӗ вӗçленчӗ, хӗрачан шкула каймалла, манăн та отпуск вӗçленчӗ, ӗçе каймалла. Вăт çапла эпир лайăх кайса килтӗмӗр Çӗпӗре.
Елена ЕРМИЛОВА, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ.
Шупашкар.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев