Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Историри паллă пулăмсене сӳтсе яврăмăр

Ульяновскри Гончаров ячӗллӗ Истори мемориалӗн центрӗнчи акт залӗнче таврапӗлӳçӗсен регионсен хушшинчи черетлӗ 25-мӗш наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Раççейри тӗрлӗ вырăнсенчен тӗпчевçӗсемпе ăсчахсем килнӗ.

Санкт-Петербургри Раççей Наукăсен академийӗн библиотекинче ӗлӗкхи кӗнекесен уйрăмӗнче ӗçлекен тӗпчевçӗ Никита Белов Чӗмпӗр хулине хăçан йӗркелесе яни çинчен калакан документа тупни çинчен пӗлтерчӗ. Çакăн çинчен тӗпчевçӗрен тӗплӗнрех ыйтса пӗлтӗм. Акă мӗн пӗлтерчӗ мана:

– Когда Мартынов писал историю Симбирска, он отметил, что хотя город и был заложен весной 1648 года, однако первые упоминания о построенном городе – это 1652 год. Теперь у нас есть достоверное свидетельство, что в сентябре 1648 года город уже был построен. 19 сентября 1648 года – в этот день только что отстроенный город посетили первые высокие гости. Ими оказались российские послы, среди которых был князь Григорий Булгаков. Делегация возвращалась в Москву из Персии.

Тӗпчевçӗ хăйӗн ӗçӗпе мана тӗплӗн паллаштарчӗ, почта урлă ярса пама килӗшрӗ. Эпӗ: «Чӗмпӗрте 1648 çулчченех çынсем пурăннă-çке», – тенипе  вăл килӗшрӗ. X ӗмӗрте çак тăрăхра пăлхарсем пурăннă. Çакăн çинчен тӗплӗн Бакши Иман çырнă «Джагфар тарифы» («История Джагфара») кӗнекере пур. Ăна Болгарире 2001 çулта пичетленӗ. Кӗнекере çырнă историпе килӗшсен Чӗмпӗрте пăлхарсем 866 çулта пурăнма пуçланă. Анчах та вырăс историкӗсем çакăнпа килӗшесшӗн мар.

Сӗве юханшывӗ хӗрринче пулса иртнӗ çапăçу çинчен Ульяновск  археологӗ Александр Вискалин пӗлтерчӗ. Вăл Степан Разин пăлхавӗ вăхăтӗнче, 1670 çулхи октябрӗн 2-мӗшӗнче, пулнă. Çак вырăн Засвияжски районӗнче пулма пултарнă. Çапăçу Баратинский çӗнтернипе вӗçленнӗ. Степан Разин çӗнтернӗ пулсан Чӗмпӗрӗн историйӗ пачах урăхла пулма пултарнă.

Конференцире эпӗ «Совет Союзӗ вăхăтӗнче ачасене интернационаллă (патриотла) тата ӗçлеттерес енӗпе тӗрӗс воспитани пани» темăпа тухса калаçрăм. Панă ыйтусем çине хуравларăм.

Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникӗнче наука енӗпе вăй хуракан Гулия Мусина Абдулла Алиш поэт тата герой çинчен тӗлӗнмелле каласа кăтартрӗ. Абдулла Алиш поэт Муса Джалильпе пӗрле Моабит тӗрминче пулнă. 1944 çулта вӗсене тата юлташӗсене нимӗçсем вӗлернӗ. Нимӗçсем патӗнче тыткăнра пулнă çулсенче вӗсем антифашистла юхăма хутшăннă. «Идел-Урал» легионра Муса Джалильпе пӗрле чăваш çыннисем те пулнă. Анчах вӗсене паянхи кунччен те айăплă тесе каланине сирсе таса ячӗсене тавăрман. 

Çакăн çинчен ыйтсан Гулия Маулевна хуравне параймарӗ. «Чăваш легионерӗсем» те тутарсем пекех нимӗçсене хирӗç вăрттăн тăнă. Сăмахран, 825-мӗш номерлӗ нимӗçсен батальонӗнчи çар врачӗ Жуков хушаматлă чăваш çынни Белоруссире нимӗçсенчен тарса партизансем патне лекнӗ. Хăйпе пӗрле тыткăна илнӗ нимӗç офицерӗсене тата хӗç-пăшал илсе пынă. Анчах унăн пурнăç шăпи паянхи кунчченех паллă мар. И.Н.Скобелеев Муса Джалильпе юнашар вăрттăн тăшмансене хирӗç кӗрешнӗ. Вăл ăна нимӗçсене хирӗç тӗрлӗ вăрттăн ӗçсем тума задани панă. Вӗсене пӗрне те айăплă мар тесе ырă ячӗсене тавăрман.

Конференцине хутшăнакансене Истори мемориалӗн центрӗнче йӗркеленӗ «Д.И.Архангельский тата унăн вӗренекенӗсем» художниксен куравӗпе паллаштарчӗç.

 

Николай КАЗАКОВ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России краеведы Ульяновск