News by date 15 April 2025
-
Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççа патне хунямăшӗ хăнана килнӗ. Сӗтел хушшинче ларать хайхискер, апат çиет. Мăнукӗ кукамăшӗ патне пырать те: – Кукамай, эсӗ халь камшăн апат çиетӗн? – тесе ыйтать. – Мӗнле камшăн? Хамшăн паллах, – хуравлать кукамăшӗ. – Атте кукаму виçӗ çыншăн çиет тет те, çавăнпа ыйтатăп...
-
Суя документ тума шантарнă
Çырчаллинчи ниçта та ӗçлемен 27-ри каччă патшалăх автоинспекторӗнче ӗçлетӗп тесе улталаса водитель удостоверенине туса пама шантарнă. Категорие кура услуги 15 – 80 пин тенкӗ, документа икӗ уйăх кӗтмелле-мӗн. Енчен те хăйсемпе пӗрле права тутарас кăмăллисене илсе килсен 10 пин тенкӗ скидка парăнать имӗш.
-
Ярмарккӑсенче 335 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцине туяннӑ
Тутарстанра шăматкун иртекен ярмарккăсенче ял хуҫалӑх продукцине 335,4 миллион тенкӗлӗх сутнине пӗлтерет ТР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.
-
Историри паллă пулăмсене сӳтсе яврăмăр
Ульяновскри Гончаров ячӗллӗ Истори мемориалӗн центрӗнчи акт залӗнче таврапӗлӳçӗсен регионсен хушшинчи черетлӗ 25-мӗш наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Раççейри тӗрлӗ вырăнсенчен тӗпчевçӗсемпе ăсчахсем килнӗ.