Ярмарккӑсенче 335 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцине туяннӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Ярмарккӑсенче 335 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцине туяннӑ

Тутарстанра шăматкун иртекен ярмарккăсенче ял хуҫалӑх продукцине 335,4 миллион тенкӗлӗх сутнине пӗлтерет ТР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

«Ярмарккӑсен пилӗк эрнин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх площадкӑсенче 495,8 тонна пахча ҫимӗҫ, ҫав шутра 281,6 тонна ҫӗрулми, 96,1 тонна сӗт, 148,9 тонна сахӑр песокӗ, 853,5 пин чӑх ҫӑмарти, 395,6 тонна аш-какай сутнă», – палӑртнӑ министерствӑра. 

Тутарстанра ялхуҫалӑх ярмарккисем мартăн 15-мӗшӗнчен кашни шӑматкун ӗҫлеҫҫӗ. 

Ял хуҫалӑх ярмарккисене «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗҫтерсе пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсене пулӑшу пама ирттереҫҫӗ.


Сельское хозяйство ярмарка

Нет комментариев