Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççа патне хунямăшӗ хăнана килнӗ. Сӗтел хушшинче ларать хайхискер, апат çиет. Мăнукӗ кукамăшӗ патне пырать те: – Кукамай, эсӗ халь камшăн апат çиетӗн? – тесе ыйтать. – Мӗнле камшăн? Хамшăн паллах, – хуравлать кукамăшӗ. – Атте кукаму виçӗ çыншăн çиет тет те, çавăнпа ыйтатăп...
* * *
– Атте, эсӗ каланă тăрăх, çемье вăл – пӗчӗк патшалăх, – ыйтать ывăлӗ кăнтăрлахи апата килне таврăннă Чăнкă Мирунран.
– Çапла, тӗп-тӗрӗс.
– Эсӗ вара кам?
– Президент паллах.
– Анне?
– Аннӳ – власть.
– Кукамай?
– Вăл ФСБ.
– Эпӗ?
– Эсӗ... халăх.
Пӗр-ик сехетрен ывăлӗ ӗçри ашшӗ патне шăнкăравлать.
– Хисеплӗ президент, власть патне урăх президент килчӗ. ФСБ çыврать, халăх вара хумханать...
* * *
Суд ларăвӗ пырать. Судья:
– Калăр-ха, айăпланакан, мӗншӗн çаратрăр эсир çынсене?
– Ара, вӗсем хăйсем ыйтрӗç.
– Мӗнле апла?
– Пӗрре каçхине ман пата икӗ арçын пычӗç те: «Сехетпе пушмаксене хыв», – терӗç. Мӗн хушнă, çавна турăм – пӗринне сехетне, тепринне пушмакне хывса илтӗм...
* * *
Кукша Кӗркури сарайӗнче сăмакун юхтарать. Икӗ витре илет те шыв ăсма пусă патне вӗçтерет. Каялла килсен пăхать – икӗ полицейски тăра параççӗ ун сарайӗ умӗнче.
– Эрех юхтаратăн-и? Объяснительнăй çыр апла.
Çырать Кукша: «Пăхатăп – сарайран тӗтӗм тухать. Пушар пуль тесе икӗ витре илтӗм те хăвăртрах шыв ăсрăм, пушар сӳнтерме чупатăп. Çитрӗм – кунта икӗ полицейски эрех юхтараççӗ».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев