Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юрату хавхалантарать те, тавлаштарать те

Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кӗнекене пахаларӗç. Тӗлпулу поэтсемпе прозаиксене, библиотекарьсемпе журналистсене, редакторсемпе вӗрентекенсене пӗрлештерчӗ. Чи малтанах Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова (Васильева) çыравçă кăларăма пухса хатӗрлени çинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

2019 çулта тухнă «Кӗтмен юрату» сборник кӗске вăхăтрах саланса пӗтнӗ хыççăн вăл тӗп редакторпа канашласа çакăн евӗрлӗ тепӗр кӗнеке кăларма шут тытнă. Хальхинче те арçын тата пике çыравçăсен произведенийӗсене кӗртме палăртса ӗçе пуçăннă.

«Хайлавсене тӗп сăнарсен ӳсӗмне кура вырнаçтарса тухнă. Константин Малышевăн „Татман чечек“ калавӗнче тӗпре — аслă класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратован, Ольга Рубцован тата Дмитрий Моисеевăн геройӗсем — студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевăн, Владимир Степановăн тата Ольга Васильеван калавӗ-повеçӗнчи тӗп сăнарсем — ӗçлекен çамрăксем. Авторсем çинчен те вуласа пӗлме пулать — вӗсен биографийӗсене кӗртнӗ, сăнӳкерчӗкӗсем те пур», — палăртрӗ Ольга Леонидовна.

«Чӗре тӗпӗнчи туйăм» редакторӗ Ольга Иванова алçырупа интересленсе паллашнине асăнчӗ.

«Константин Малышевăн, Ольга Рубцован, Владимир Степановăн хайлавӗсем шӳтлӗ-тăрăхлавлă. Дмитрий Моисеевпа Ольга Васильева вара паянхи çивӗч ыйтусене хускатаççӗ, тарăн шухăша яраççӗ, пăшăрхантараççӗ. Татьяна Ишмуратован героини телейсӗр юратупа асапланать. Владислав Николаев уçă финалпа тӗлӗнтерет. Чи пӗлтерӗшли — ку произведенисем çӗнӗ пулни, авторсен кӗнекисенче унччен пичетленменни», — терӗ Ольга Михайловна.

Людмила Сачкова прозаик сборника яланхи пек туллин тишкерчӗ. Паянхи çамрăк авторсем еплерех тата мӗн çинчен çырни хăйне кăсăклантарнине пытармарӗ.

«Константин Малышевăн „Татман чечекӗ“ жанрӗпе калава мар, эссене çывăхрах. Кунта „Ăçта? Хăçан? Мӗн?“ ыйтусене тивӗçтерекен сюжет çук. Арçын психологийӗ куç умне тухать. Иван Саламбекăн „Пирвайхи юрату“ романне аса илтерчӗ. Ăшă та ырă туйăмсем çуратаканскер. Малышевăн хӗр портречӗ куç умне тухать, черчен юрату символӗ, ӗмӗтри идеал пулса тăрать. Татьяна Ишмуратова калавне сăвă çаврисем кӗрте-кӗрте янă. Вӗсене сăнар çырнă пек кăтартнă пулсан вырнаçуллăрах пулӗччӗ, ман шутпа. Ольга Рубцован „Хуçăк çăпалине“ кула-кула вуларăм. Ну маттур та вара ун героини: каччăсене çавăрттарать кăна. Дмитрий Моисеевăн литература анинче хăйӗн йӗрӗ палăрать, паянхи пурнăçа тӗпчесе-асăрхаса пыракан писатель вăл. Хальхи пурнăç атрибучӗсем, калаçусем, шухăшсем... Ку унăн хăйне евӗрлӗхӗ, вӗрене хуть те мӗн чул явсан та вӗçӗ пулать тесшӗн автор. Ольга Австрийскаян чӗлхи сăнарлă, пуян, çыравçă детальсемпе вырăнлă усă курать, сюжета тирпейлӗ йӗркелет. Владислав Николаевăн „Пуйăсри пикине“ интеллектуаллă проза теме пулать. Кунта искусство, литература ыйтăвӗсене сӳтсе явни пысăк вырăн йышăнать, героиня тӗлӗке килнӗ хӗр пек туйăнать. Владимир Степановăн прозăллă пӗчӗк трагикомедийӗнче ӗçлӗ те кăнттамрах арçын психологийӗ курăнать», — тӗпчевçӗ куçӗпе хак пачӗ Людмила Николаевна.

Хăтлавра сборникри произведенисен авторӗсене те итлеме май пулчӗ. Владимир Степанов «Икӗ айкки те тăвайкки» хайлавӗнче вăхăт хăватне-терменне кăтартса пама тӗв тунă-мӗн. Дмитрий Моисеев хăйӗн «Телефонри çыру» хайлавне пурнăçра чăн пулнине, курни-илтнине тӗпе хурса хайланă. Ольга Васильева та хăйӗн произведенине пурнăçри ӗçсемпе самантсене кӗртнӗ. Ольга Рубцован калавӗн никӗсӗнче те чăнлăх, анчах хăйӗнпе пулса иртни. 

Мальвина Петрова сăвăç коллективлă сборниксене юратнине асăнчӗ. Елена Кудрявцева вӗрентекен кăларăмра кашни авторăн хăйӗн сасси пулнине палăртрӗ. «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» повесть вӗçӗ ăна çураçуллă пек туйăннă пулсан, Нина Царыгина прозаика тата çыравçа тивӗçтереймен. Çапларах вăл юрату — хавхалантарать кăна мар, тавлаштарать-калаçтарать те.

«Варкăш» клубăн ларăвӗ кăсăклă та хаваслă иртрӗ. Çитес тӗлпулу çӗртме уйăхӗнче литература пикникӗ форматпа пулӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашская литература