News by date 12 June 2024
-
Тутарстанра Сосновский пултăранӗ ӗрчесе кайнă
Çулталăк хушшинче вăл 250 гектар чухлӗ нумайланнă. Сиенлӗ ӳсен-тăран паянхи куна пурӗ 2663 гектар çинче саркаланса ӳсет. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствине ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
-
Юрату хавхалантарать те, тавлаштарать те
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кӗнекене пахаларӗç. Тӗлпулу поэтсемпе прозаиксене, библиотекарьсемпе журналистсене, редакторсемпе вӗрентекенсене пӗрлештерчӗ. Чи малтанах Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова (Васильева) çыравçă кăларăма пухса хатӗрлени çинчен тӗплӗн каласа пачӗ.
-
Паян Хусанта Раççӗй кунне мӗнле паллă тăваççӗ?
Июньӗн 11-мӗшӗнче «Казан» Çемье центрӗ çумӗнче «Çамрăк гвардийӗн» 500 волонтерӗсемпе активисчӗсем тем пысăкăш (75×50 метр) Раççей ялавне сарчӗç.