Тутарстанра Сосновский пултăранӗ ӗрчесе кайнă
Çулталăк хушшинче вăл 250 гектар чухлӗ нумайланнă. Сиенлӗ ӳсен-тăран паянхи куна пурӗ 2663 гектар çинче саркаланса ӳсет. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствине ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Сосновский пултăранӗ ӳсекен чи пысăк лаптăксем Çӳлту (699 гектар), Ешӗлвар (311 гектар), Лайăш (197 гектар) тата Пӗтреç (158 гектар) районӗсенче, çавăн пекех Хусан хулин территорийӗнче (385 гектар) иккен. Кăçал сиенлӗ пултăранпа кӗрешме 25 миллион тенкӗ укçа уйăрнă. Паянхи куна 44 районтан 29-шне çак ӳсен-тăрана пӗтерме субсиди панă та ӗнтӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев