Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта Раççӗй кунне мӗнле паллă тăваççӗ?

Июньӗн 11-мӗшӗнче «Казан» Çемье центрӗ çумӗнче «Çамрăк гвардийӗн» 500 волонтерӗсемпе активисчӗсем тем пысăкăш (75×50 метр) Раççей ялавне сарчӗç.

Ку эрнере хулан обществăлла вырăнӗсенче триколор-лентăсем салатаççӗ. Çавăн пекех кăмăл пуррисем Раççей тата Тутарстан ялавӗ тӗслӗ аквагрим тутарма пултараççӗ. Ăна «Добрый Татарстан» юхăмӗн волонтерӗсем тăвӗç.

Июнӗн 12-мӗшӗнче 11 сехетре ТР Халăхсен Ассамблеине кӗрекен наципе культура пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, пултаруллăх ушкăнӗсем тата ют çӗршыв студенчӗсем Кремль çумӗнчи çыран хӗррине пухăнӗç. Наци тумӗсене тăхăннă çынсем парада хутшăнӗç. Çыран хӗрринчи пирс патӗнче «Таба» этнофестиваль иртет. 

Хусан Кремлӗн территорийĕнче чаплă лару-тăрура студент отрячӗсен ӗç семестре те уçăлӗ. Пине яхăн çамрăк тӗрлӗ çӗрте ӗçлеме путевка алла илӗ. 15:00 сехетре кунтах «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн гала-концерчӗ те пулать. 

17:00 «Казан» Çемье центрӗ çумӗнче концерт пуçланӗ. Хулан тӗп сцени çине республикăн пултарулăх коллективӗсем, Хусан хулин филармонийӗн артисчӗсем, Melekess ушкăн, Азат Гильмутдинов, Ильгиз Шайхразиев тухӗç. Концертăн хедлайнерӗ Сосо Павлиашвили пулӗ. 

Концерт 22:00 сехетре салютпа вӗçленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день россии