«Нарпике ăраскалӗ»
Çӗнӗ кӗнекен авторне – Тимӗр Алюш Валине – вулакансем Валентина Кириллова пек пӗлеççӗ.
«Хӗр ӗмӗрӗ – хăналăх, арăм ӗмӗрӗ – яланлăх», – тенӗ ӗлӗкех чăвашсем. Атте-анне килӗнче сăпкари пек ярăнса ӳснӗ чух яланах çапла телейлӗ пурăнассăн туйăнать-тӗр. Ахăртнех, чылай пике лайăх каччăпа паллашса çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма ӗмӗтленет. Унччен вара савăк çамрăклăхпа киленет, пӗрне вăрттăн савать, тепринпе тӗлпулăва васкать пуль. Хӗр чух хӗрӗх, яш чух аллă.
Çапларах шухăшсем çуратать Тимӗр Алюш Валин «Нарпике ăраскалӗ» романӗ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева.
Кам-ха вăл, Тимӗр Алюш Вали? Вулакансем ăна Валентина Кириллова ятпа пӗлме пултараççӗ. 2023 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Сас пачӗ ывăлăм» кăларăмӗ кун çути курнăччӗ. Валентина Алексеевна 1963 çулхи авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Нӗркеç ялӗнче çуралнă. 1982 çулта тăван районти «Октябрь ялавӗ» хаçатăн тӗп редакторӗ Геннадий Уткин чӗнсе илнипе унта ӗçлеме пуçланă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. 1988 çулта алла диплом илсен Елчӗк салине куçса килнӗ, «Елчӗк ен» (1932 – 1997 çулсенче «Колхоз ялавӗ» ятпа тухса тăнă) район хаçатӗнче тивӗçлӗ канăва тухичченех, вăтăр тăватă çул ытла, тăрăшнă. Çыравçăн чылай хайлавӗ «Елчӗк ен», «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатсенче пичетленнӗ. Валентина Кириллова – Раççей Федерацийӗн Журналистсен (2001), ЧР Профессионал писательсен союзӗн (2019) пайташӗ.
«Нарпике ăраскалӗ» кӗнекери ӗçсем 1900 – 2023 çулсенче пулса иртеççӗ. Романри тӗп сăнар – Нарпике ятлă чăваш хӗрӗ. Малтанах вулакан унăн аслашшӗ-асламăшӗн – Тимреспе Сарпин – кун-çулӗпе кӗскен паллашӗ, унтан ашшӗпе амăшӗ – Арханпа Элиме – патне куçӗ. Шăпах вӗсен пӗрремӗш пепки-мӗн Нарпике. Туслă та пуян çемьере ӳсекенскерӗн малашлăхӗ те çутă, тумхахсăр пулас пек. Тăван яла, çӗр ӗçне питӗ юратать вăл. Тантăшӗсем пек хулана кайма ӗмӗтленмест, çуралнă тăрăхрах тӗпленесшӗн.
«Шкулта аслă классенче вӗреннӗ чухне пике чӗрине юрату çулăмӗ хыпса илет. Пурнăç вара тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет: Нарпикене савакан Тайман çине çаврăнса та пăхмасть хӗр, хăй килӗштерекен Кирей вара Нарпикене çеç мар, ытти хӗрсене те ытамне илет, килӗсене ăсатать иккен. Ăна та лăпкăнах йышăнать-ха Нарпике, анчах та пӗр тӗлпулу хыççăн сивӗнет савнийӗнчен. Çакăнтан тӗп сăнарăн пурнăçӗ тăрук улшăнать: ăна Тайманпа та, Кирейпе те пӗрле пулма пӳрмен», – тет Ольга Федорова редактор «Тӗпре – чăваш ялне чун-чӗререн юратакан сăнар» умсăмахра. Ленинградри аякри тăванӗн – Марфа аппан – ывăлӗ Аттай та хӗре тӳрех куç хывать, ăна качча илме те хирӗç мар. Анчах урăххине савакан, ялшăн тунсăхлакан пике шавлă хулара юлӗ-и? Кил хуçисен пуянлăхӗ те илӗртмест ăна.
Таса юрату çинчен ӗмӗтленекен хӗрӗн кун-çулӗ тахăш самантра арăш-пирӗш çаврăнса каять. Пӗр утăм йăлт пăсса хурать. Çапах ку суйлавăн ырă çимӗçӗ те пур. Эппин, йăнăш йышăну тунă теме тăхтаса тăмалла пуль. Тем тӗрлӗ йывăрлăхпа чăрмав сиксе тухсан та Нарпике малаллах талпăнма тăрăшать. Хурланмалли çине-çинех тупăнсан та пуçне усмасть, пурнăç савăклăхне çухатмасть, авăнсан та хуçăлмасть.
«Çамрăклăх мăн çулпа килет, вак çулпа иртсе каять», – тенӗ ваттисем. Романри хăш-пӗр сăнарăн çаплах пулса тухать. Юман мӗн пуррине хаклама пӗлеймесӗр çине-çинех такăнать, çывăх çынсене хăйӗнчен сивӗтсе пӗтерет. Нехмет те тӗтрери пек çӳрет. Чылай чух симӗс çӗленпе туслашни пӗтерет мар-и...
«Нарпике ăраскалне» вулама пуçлатăн та – вӗçне çитмесӗр те кӗнекене алăран ярас килмест. Куç умӗнче пулăмсем карталанса-черетленсе иртеççӗ. Тăп сăнарпа пӗрле таçта та çитетӗн, уншăн пăшăрханатăн е пӗрле савăнатăн. Ытти герой та пӗр вӗчӗрхентерет, пӗр тӗлӗнтерет. Кӗрхи-хӗллехи каçсенче вулама пушшех кăмăллă пулӗ хайлава. Эппин, унпа паллашма васкăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев