Чӑваш кӗнеке издательстви 105 ҫул тултарчӗ
Паян, ноябрӗн 12-мӗшӗнче Чăваш кӗнеке издательстви 105 çул тултарчӗ. Ăна 1920 çулта РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмӗ пек уçнă (Чăвашгиз). Малтанхи вăхăтра унта кӗнекесем çеç мар, хаçат-журнал та пичетленнӗ. Ытларах вӗренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кӗнекисем кун çути курнă. Вăрçă çулӗсенче çар тематикине пысăк тимлӗх уйăрнă.