Июлӗн 9-мӗшӗнче «Ногай» хăна çуртӗнче тутарла тата чăвашла вӗренмелли кӗнекесен хăтлавӗ пулать
Хăтлава пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. Мероприяти Бауман урамӗнчи 19 çуртра (5 этажра), кăнтăрла иртсен 14.00 сехетре пуçланать. Кӗресси тӳлевсӗр.
Нумай пӗлӗш çак кӗнекене куç пек кӗтнине пӗлетӗп. Нумай пулмасть вăл тинех кун çути курчӗ. Сăмах чăваш чӗлхипе самоучитель пирки. Ун çинчен «Сувар» хаçатра пӗрре мар çыртăмăр. Авторӗсем Алексей Арзамазовпа Максим Кузнецов.
Тăван чӗлхене вӗренес текенсемшӗн вăл чăннипе хаклă парне пулчӗ. Ку эрнере вара, июлӗн 9-мӗшӗнче, Хусанта, Бауман урамӗнче вырнаçнă «Ногай» хăна çурчӗн «Тукай» залӗнче чăвашла тата тутарла самоучительсен хăтлавӗ пулать.
Проекта ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене аталантарассипе комисси тӗрев панипе Тутар кӗнеке издательстви пурнăçланă.
Хăтлавра тутар тата чăваш чӗлхисене ăнăçлă вӗренессин вăрттăнлăхӗсемпе, авторсен пурнăçӗпе тата ӗç опычӗн историйӗсемпе паллашма тата интереслентерекен ыйтусене пама пулӗ. Тата çакăнтах самоучительсен методикине тӗрӗслесе пăхма та май пулӗ, паллах, кӗнекесене туянма.
Пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. Мероприяти кăнтăрла иртсен 14.00 сехетре пуçланать. Кӗресси тӳлевсӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев