Чӑваш кӗнеке издательстви 105 ҫул тултарчӗ
Паян, ноябрӗн 12-мӗшӗнче Чăваш кӗнеке издательстви 105 çул тултарчӗ. Ăна 1920 çулта РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмӗ пек уçнă (Чăвашгиз). Малтанхи вăхăтра унта кӗнекесем çеç мар, хаçат-журнал та пичетленнӗ. Ытларах вӗренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кӗнекисем кун çути курнă. Вăрçă çулӗсенче çар тематикине пысăк тимлӗх уйăрнă.
1963 çултанпа Чăвашгиз Чăваш кӗнеке издательстви пулса тăрать, кăларăмсен йышӗ те чылай ӳсет, ача-пăча, илемлӗ литература пысăк вырăн йышăнать, ял хуçалăх, вӗренӳпе педагогика тата ытти кӗнекесем, альбомсем пысăк тиражпа пичетленеççӗ.
Тӗрлӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче паллă чăваш çыравçисем вăй хунă: Яков Ухсай, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайӗ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветӗр Уяр, Куçма Турхан тата ыттисем те.
Çулсеренех унта ӗçлекенсем вулакансем валли интереслӗ, пуян тата илемлӗ кăларăмсем хатӗрлеççӗ, тӗлпулусем йӗркелеççӗ, вулавăшсенче хăтлавсем (презентацисем) ирттереççӗ, çӗршыв шайӗнчи кӗнеке конкурсӗсене хутшăнса дипломсене тивӗçеççӗ, тӗрлӗ конкурссем ирттереççӗ.
Чăваш кӗнеке издательствин Телеграмм-каналӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев