Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Ларионов Мускав чăвашӗсемпе тӗл пулчӗ

Нумай пулмасть РФ Президенчӗн Чăваш Республикин представительствинче пирӗн ентешпе – Николай Ларионов писатель-журналистпа – питӗ интереслӗ тӗлпулу иртрӗ. Пуçласа тӗрлӗ жанрлă 18 кӗнеке авторӗ Раççей тӗп хулинчи чăвашсемпе тӗл пулнă. Пултарулăх каçне Мускав хулинчи чăваш культурин обществин председателӗ В.П.Иванова уçрӗ.

 – Николай Ларионова нумай регионта аван пӗлеççӗ. Вăл – РФ Журналистсен, ЧР Профессиллӗ писательсен, Ульяновск облаçӗнчи Писательсен союзӗсен пайташӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, нумай литература премийӗн лауреачӗ. Çырас туртăмӗ унăн ача чухнех пулнă. Таçта-таçта вăй хурсан та шăпи Николай Николаевича журналистика, çырас ӗç патне илсе пынă.  Хаçатра ӗçленӗ, таврапӗлӳпе кăсăкланнă, паллă ентешӗсем çинчен тӗрленчӗксем çырнă, – терӗ Валентина Петровна.

 Сумлă хăна кӗскен кăна хăйӗн пултарулăх çул-йӗрӗпе, кӗнекисемпе паллаштарнă.

 – Эпир 10 çул ытла Николай Ларионовпа пӗр редакцире вăй хутăмăр. 16 çул вăл «Канаш» хаçата ертсе пычӗ. Паян «Ульяновская правда» Издательство çурчӗ çумӗнче тухакан «Студире – хăна» кăларăмăн тӗп редакторӗ. Тӗрлӗ жанрпа ӗçлекен, питӗ пултаруллă, çав вăхăтрах сăпайлă, йӗркеллӗ, шанчăклă та çивӗч калем ăсти вăл. Çапла хак парас килет манăн хамăн ӗçтешӗме, – терӗ тӗлпулăва ертсе пынă çыравçă, культура ӗçченӗ Альбина Степанова. – Николай Николаевич икӗ чӗлхепе те пӗр тан ăста çырать. Унăн пултарулăхӗнче поэзипе проза юнашар пыраççӗ. «Подвиг во имя матери» кӗнеке авторне çӳллӗ шая çӗклерӗ. Сулмаклă ӗçӗн тӗп героини – Чăвашкассинче çуралса вăй илнӗ, марафон чупăвӗпе тӗнче чемпионки ятне тивӗçнӗ паллă спортсменка  Надежда Сандркина. Паян вăл АПШра ӗçлесе пурăнать. Надежда чирлӗ амăшӗшӗн чăн паттăрлăх тунă. Николайăн çак ярăмри 2-мӗш кӗнеки «Анне пилӗ» ятпа пичетленчӗ. Юлашки çулсенче автор ачасем валли нумай çырать. «Вут хӳре», «Шураçка», «Микки мыскарисем» (грант выляса илчӗç) – тӗрлӗ çулхи ачасен юратнă кăларăмӗсем пулса тăчӗç.  Кӗçех Чăваш кӗнеке издательствинче «Акуш» кӗнеки кун çути курмалла.

Тӗлпулура Николай Николаевича ыйту парас текенсем нумайăн пулчӗç. Килнисене автор сюжетсем ăçтан илни, унăн геройӗсен прототипӗсем тата камсем пулни кăсăклантарчӗ. 

 – Эпӗ хамăн тахçанхи ырă пӗлӗшӗмӗн пултарулăхне пысăк хак паратăп, вулама кăмăллатăп. Чăвашсен çакăн пек писатель пурри телей вăл. Н.Ларионовăн кӗнекисене савăнсах вулатăп, вăл ертсе пыракан  телекăларăмсене хавхалансах пăхатăп. Мӗнле темăна хускатсан та тӗплӗн пурнăçлать. Пултарулăху малашне те ан иксӗлтӗр, ăнăçу сунатăп. Паянхи тӗлпулăва та савăнсах килтӗм. Юлашкинчен вуланă хайлавсенчен мана «Костер в поле» калав питӗ килӗшрӗ. Вӗçӗ тунсăхлă.  Автор тӗп геройăн чунне, кăмăл-туйăмне çивӗч калем урлă уçса пама пултарни – пысăк çитӗнӳ. Надежда спортсменка çинчен çырни вара никама та хумхантармасăр хăварма пултараймасть. Çакăн пек илемлӗн Турă панă вăйӗпе, ăсталăхӗпе пӗлсе усă курма пӗлекен çын çеç çырса пама пултарать, – чунне уçса калаçрӗ чăваш халăх поэчӗн Ухсай Яккăвӗн кӗçӗн хӗрӗ Елена Ухсай.

Тӗлпулура Мускав чăвашӗсем те нумай ырă сăмах каларӗç. Раççей Наукăсен академийӗ çумӗнчи Этнографи институчӗн ăсчахӗ П.М.Алексеев хăйне Ларионовпа туслă пулнипе телейлӗ терӗ. РФ Президенчӗн ЧР полномочиллӗ представительствин пай пуçлăхӗ  О.В.Белоус хăна пирки ăшă сăмахсем каларӗ. Çавра сӗтел хушшинче çар çыннисем О.Д.Максимов, В.М.Ильин, С.А.Иванов тата хисеплӗ А.И.Волков ентешпе М.Деньгина, Б.Зайцев, Н.Федорова сăвăçсем пулчӗç.  

Çул çӳреме юратакан Н.Ларионов «Парижран Байкал таран» кӗнекипе те паллаштарчӗ. Тӗлпулура поэзи те, проза та, чуна ăшăтакан юрăсем те нумай янăрарӗç. Уява çемйипе хутшăннă А.Силпи, А.Тельцовăпа М.Деньгинăн дуэчӗ, «Шевле» тата «Ентеш» ансамбльсем юрăсем  шăрантарчӗç. 

Паллă хăнана пушă алăпа ямарӗç Мускавран. Вăл Чăваш обществин Тав çырăвне, патриотла воспитани парас ӗçре вăй хунăшăн Раççей Çар ветеранӗсен председателӗн, çар генералӗн В.Ермаковăн Тав хутне, Раççейри Аслă офицерсен пӗрлешӗвӗн президенчӗн Е.Макоклюев генерал-лейтенантăн  Тав çырăвне тивӗçрӗ.

Николай Николаевич СВО паттăрӗсем çинчен çырнă сăввисене вуласа пачӗ. Çыравçăн хӗрӗ Юлия чăвашла калаçса савăнтарчӗ. 

– Çакăн пекех ăшă тӗлпулу пуласса шутламанччӗ, вăй патăр сире чăваш культурине аталантарнă, туслăха упранă çӗрте ырми-канми тăрăшмашкăн, – кăмăллăн  тав турӗ пухăннисене Николай Ларионов-Йӗлмел.

 

Елена АЛЕКСЕЕВА,

Альбина СТЕПАНОВА.

Ю.Ларионова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели