News by date 17 February 2025
-
Наци проекчӗсемпе патшалăх туянăвӗсем шайӗнче республикăра 43,3 миллиард тенкӗлӗх 1 366 контракт тунă
Тутарстанра 2024 çулта пӗчӗк калăпăшлă туянусен сферинче пурӗ 20,5 миллиард тенкӗлӗх 394 932 контракт туни пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗн председателӗ Марат Зиатдинов пӗлтерчӗ.
-
Тутарстанра ӗнешӗн парăнакан субсиди ӳснӗ
2024 çулта республикăра ял хуçалăх продукцине 142 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан унăн ӳсӗмӗ 11 процент ытларах. Анчах пӗтӗмӗшле производствăра хуçалăхсен тӳпи 2 процент (42 процент) чакни харпăр тата фермер хуçалăхӗсенче выльăх сахалланнипе çыхăннине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
-
Николай Ларионов Мускав чăвашӗсемпе тӗл пулчӗ
Нумай пулмасть РФ Президенчӗн Чăваш Республикин представительствинче пирӗн ентешпе – Николай Ларионов писатель-журналистпа – питӗ интереслӗ тӗлпулу иртрӗ. Пуçласа тӗрлӗ жанрлă 18 кӗнеке авторӗ Раççей тӗп хулинчи чăвашсемпе тӗл пулнă. Пултарулăх каçне Мускав хулинчи чăваш культурин обществин председателӗ В.П.Иванова уçрӗ.
-
Харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла
Тӗллевсем патне çывхарнă чух çирӗп кăмăллă, ăнкаруллă пулни, вăй-хăватăра шеллеменни ăнăçу кӳрет. Çӗнӗ меслетсем шутласа кăларма пире оптимизм, интуици пулăшаççӗ. Апла пулин те харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла – «пуçватмăшсем» кӗтмен çӗртен сиксе тухаççӗ.
-
Халăх календарӗ
Нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗ – Никола. Йывăçсене пас тытни ку çул тухăçлă пуласса систерекен паллă. Вăрман, юманлăх хуп-хуран курăнать – ăшăтасса.