Халăх календарӗ
Нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗ – Никола. Йывăçсене пас тытни ку çул тухăçлă пуласса систерекен паллă. Вăрман, юманлăх хуп-хуран курăнать – ăшăтасса.
• Нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗ – Агафья. Çак кун ăшă пулсан хӗллехи сивӗсем текех пулмаççӗ. Шатăр сивӗ е юр сахал – çулла типӗ те шăрăх пулать.
• Нарăс уйăхӗн 19-мӗшӗ – Вукол. Шартлама сивӗ-тӗк – çуркунне ир килет, çулла типӗ те шăрăх пулать. Вукол кунӗнче килтен никама та нимӗн те кивçен памаççӗ. Çак кун мӗн чухлӗ сивӗрех, пуш уйăхӗнче çавăн чухлӗ ăшăрах пулать. Ӗне пуçӗпе хӗвеланăçнелле пăхса çывăрать пулсан – каçпа е çӗрле пăрулать, хӗвелтухăçнелле-тӗк – кăнтăрла.
• Нарăс уйăхӗн 20-мӗшӗ – Лука. Хӗвел хӗрелсе ансан çулла сивӗ пулать. Кăнтăрла çил вӗрсен çурхи тырăсем ăнса пулаççӗ.
• Нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗ – Захарий. Çак кун мӗн чухлӗ сивӗрех, пуш уйăхӗнче çавăн чухлӗ ăшăрах пулать. Захарий кунӗнче шартлама сивӗ пулни хӗл кӗске пулнине кăтартакан паллă. Чăхсем хыттăн кăтиклеççӗ – вăйлă юр çăвасса.
• Нарăс уйăхӗн 22-мӗшӗ – Валентина. Йывăç тураттисем юр нумаййипе авăнса лараççӗ-тӗк – тухăç ăнса пулать кăçал. Çак кун ăшă пулсан кӗçех сивӗтет.
• Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗ – Прохор. Çурçӗртен çил вӗрсен çулла пăр çăвас хăрушлăх пур. Сивӗсем йăвашланма пуçлаççӗ. «Прохор килчӗ – çуркунне илсе килчӗ», – теççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев