Тутарстанра ӗнешӗн парăнакан субсиди ӳснӗ
2024 çулта республикăра ял хуçалăх продукцине 142 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан унăн ӳсӗмӗ 11 процент ытларах. Анчах пӗтӗмӗшле производствăра хуçалăхсен тӳпи 2 процент (42 процент) чакни харпăр тата фермер хуçалăхӗсенче выльăх сахалланнипе çыхăннине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
Хуçалăх кӗнекинчен пӗлтернӗ тăрăх, республикăри харпăр хуçалăхсенче 86,7 пин ӗне усраççӗ. Çулталăксерен вӗсен шучӗ 8,8 пине чакать.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов харпăр хуçалăхсене выльăх усрассипе çыхăннă тăкакăн пӗр пайне саплаштарас шутпа парăнакан тӳлеве ӳстерме хушнă.
Пӗр ӗнешӗн парăнакан субсидие 6300 тенкӗ таран (унчен 2300–4300 пин тенкӗ панă), качака тытакансене парăнакан тӳлеве 1000 тенкӗ (унчен 500 тенкӗ пулнă) таран ӳстернӗ. Субсидин пӗтӗмӗшлӗ пайӗ 184 миллион тенкӗрен 534 милион тенке çитнӗ.
Сӗтпе ӗçлекен мина-фермăсем тума парăнакан пулăшу та ӳснӗ. Унчен 8 ӗнерен ытларах тытакансене 600 пин тенкӗ панă пулсан, халь 1 миллион тенкӗ парӗç, 5 ӗнерен ытларах тытакансене 500 пин тенкӗ пама йышăннă, маларах вӗсем 300 пин тенкӗ илнӗ.
Сутас тӗллевпе (60 пинрен 80 пин таран) тата ăратлă тынасем (70 пинрен 90 пин таран) туянма субсидие те 20 пине ӳстерӗç.
Çак мерăсем «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтереççӗ.
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев