Наци проекчӗсемпе патшалăх туянăвӗсем шайӗнче республикăра 43,3 миллиард тенкӗлӗх 1 366 контракт тунă
Тутарстанра 2024 çулта пӗчӗк калăпăшлă туянусен сферинче пурӗ 20,5 миллиард тенкӗлӗх 394 932 контракт туни пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗн председателӗ Марат Зиатдинов пӗлтерчӗ.
«Биржа площадкинче 3,8 миллиард тенкӗлӗх 77 180 контракт тунă, ку 13 процент перекетлеме май панă», – каларӗ Марат Зиатдинов.
Пӗлтӗр пӗчӗк фирмăсемпе 76,28 миллиард тенкӗлӗх контракт тунă. 2023 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан 11,4 процент сахалтарах. Ун чухне ку сумма 86,73 миллиард тенкӗпе танлашнă. Халӗ пӗчӗк фирмăсемпе тунă контрактсен калăпăшӗ 43,1 процент, 2023 çулта 36,15 процент пулнă.
Ун сăмахӗсемпе кăçал патшалăх туянăвӗсенче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ. Халӗ Раççей производителӗсене ытларах тимлӗх уйăраççӗ. Ют çӗршывсен промышленность таварӗсемпе программисене, хамăрăн аналогсем пур пулсан, туянма юрамасть.Тепӗр çӗнӗлӗх – заказчиксем туяну пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх цифра контрактне йӗркелемелле. Кун пек контрактсене регионсенчен чи малтан Тутарстан тунă. Заказчиксем – Г.Камал ячӗллӗ театр, Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗ, «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ», ТР Сывлăх сыхлав министерстви тата ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗ хăй.
«2024 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстанра Республикăри маркетинг центрӗн (РМЦ) резиденчӗсемпе пӗчӗк бизнес пӗрле 229 миллиард тенкӗ тупăш илнӗ. Ку сумма «Оргсинтезăн» е Брянск облаçӗн бюджечӗпе тан», – пӗлтерчӗ ТР Патшалăх заказӗпе ӗçлекен агентствăн генеральнăй директорӗ Яков Геллер.
Ун сăмахӗсемпе 2024 çулта пӗчӗк бизнесăн 2 180 субъектне пулăшу пама палăртнă пулсан, чăннипе вӗсен шучӗ 5,5 пин пулнă. Тутарстанра ку енӗпе Актаныш районӗ лидер пулса тăнă. Вăл тупăша сакăр хутчен ӳстерме пултарнă.
Каласа хăвармалла, Республикăри маркетинг центрӗ – регионти поставщиксене хăйӗн продукцине сутма пулăшакан организаци. Ăна Рустам Минниханов хушăвӗпе Тутарстанăн экономикине аталантарас тӗллевпе электронлă суту-илӳ площадкисене хута яма йӗркеленӗ.
Республикăра «Студенческий стартап» программăн çӗнтерӳçисене тата ятарлă çар операцине хутшăннисене е вӗсен çемьисене ӗç уçма пулăшасси çинчен ТР предпринимательсене тӗрев парассипе фончӗн генеральнăй директорӗн пӗрремӗш çумӗ – «Мой бизнес» центрăн ертӳçи Линара Бурханова каласа пачӗ. Вӗсене бизнес-план çырса тата реклама енӗпе пулăшу парӗç. Линара Бурханова предпринимательсене парăнакан пулăшусем çинчен МСП.рф сайтра тӗплӗнрех пӗлме май пуррине аса илтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев