Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла

Тӗллевсем патне çывхарнă чух çирӗп кăмăллă, ăнкаруллă пулни, вăй-хăватăра шеллеменни ăнăçу кӳрет. Çӗнӗ меслетсем шутласа кăларма пире оптимизм, интуици пулăшаççӗ. Апла пулин те харкам хутшăнусенче асăрхануллă пулмалла – «пуçватмăшсем» кӗтмен çӗртен сиксе тухаççӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Эмоцисем çине-çине улшăнни кăмăлăра витӗм кӳрет. Эрне варринче йăнăшăрсене тӳрлетме май килет, сумлă çынсем сире хӳтте илӗç. Шăматкун-вырсарникун кӗтмен хыпарпа тӗлӗнтерӗç. Харкам пурнăçра вăрçăнни пысăк хирӗçӳ патне çитерет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Профессири тӗллевсене пурнăçлама ăнтăлмалла, хăвăр питӗ пултаруллине кăтартма май пулать. Юнкун-кӗçнерникун сывлăхăра тимлӗр, апата суйласа çийӗр. Çывăх çыннăрсемпе пур чухне те пӗр чӗлхе тупаймастăр, тӳсӗмлӗрех пулăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Эрнен пӗрремӗш çурри тӗрлӗ пулăмсемпе пуян, хыпарӗ те нумай. Ӗçре интереслӗ сӗнӳсем пулӗç, вӗсене йышăнсан планăрсене улăштарма тивет. Çывăх çынсемпе чуна уçса калаçма вăхăт çитнӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Тунтикун çынсенчен таçта тарса пытанас килӗ, анчах ӗçре хастарлăх кăтартма тивӗ. Юнкун е кӗçнерникун питӗ çивӗч калаçу кӗтет сире. Малашнехи ӗç-пуç мӗнле çаврăнса каясси унран килет. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Ку эрнере коллективра лидер пулма тивет, хăвăр çакăн çинчен ӗмӗтленмен пулсан та. Контрактсем алă пусмалла-тăк, юнкун – ăнăçлă кун. Хăвăр чунăра уçма хатӗр-тӗк, юратура йăлт аван пулать. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ӗç ыйтăвӗсем тăруках капланса килнипе питӗ тимлӗ пулма тивет. Эсир питӗ йӗркене юратни халь шăпах кирлӗ те, нимӗнле йывăрлăх та чăрмав пулмӗ. Харкам пурнăç кӗтмен тӗлпулусемпе, интереслӗ паллашусемпе савăнтарать. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çак кунсенче экспериментсенчен хăрамалла мар, пултарулăхăра  çын çине кăлармалла, мӗн-тӗр çӗннине пуçăнса пăхмалла. Бюджетăра тӗплӗнрех планлани финанс лару-тăрăвне лайăхлатӗ. Эрне варринчи паллашусем пысăк пӗлтерӗшлӗ пулӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Сирӗн интуици çивӗч пулни, витӗр курма пӗлни чылай чух йăнăшасран пулăшать. Ӗçре шутламан çӗрте чăрмавсем сиксе тухӗç.  Юратнă çыннăра чăннине çеç калăр. Канмалли кунсенче вăй пухăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Эрне пуçламăшӗнче çӗнӗ идейăсем пуçа килӗç, анчах вӗсене пурнăçлама васкамалла мар. Эрне варринче çулçӳреве планлама, çула тухма лайăх. Эсир тимлӗрех, тӳсӗмлӗрех пулсан таврари çынсемпе хутшăнусем лайăхланӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ӗç ыйтăвӗсем çивӗччӗн ума тухса тăрӗç – каллех пур пек вăя пухса тимлӗрех пулмалла, вак-тӗвеке куçран вӗçертмелле мар. Юнкун, кӗçнерникун илекен сӗнӳсем карьера тума май параççӗ. Капланса килнӗ шухăшăрсене çывăх çыннăра каласа памалла.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Эрне пуçламăшӗнче ăнсăртран килсе тухнă улшăнусем сирӗншӗн лайăх. Профессире çаврăнăçуллăрах, креативлăрах пулмалла. Харкам пурнăç çӗнӗ эмоцисемпе савăнтарать. Эрнекун е шăматкун сывлăха ытларах тимлӗх уйăрмалла. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ӗçпе çыхăннă ыйтусене татса панă чух шалти сисӗме тимлӗр. Эрне варринче паллашнă çын умăрти ăнăçу кӳрекен çулсене кăтартса ярӗ. Халь сирӗн романтика тапхăрӗ пырать, юратнă çыннăрпа хутшăнусене çирӗплетме усă курăр çакăнпа. 

«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп