Нурлатри тӗп библиотека çын çӳрекен чи паллă вырăн пулса тăнă
Кӗнеке вулас хăнăху çемьере йӗркеленет. «Пӗр вăхăт библиотека шăп тăчӗ темелле. Шăпах тӗрлӗ гаджетсемпе массăлла усă курма пуçланă тапхăрта. Халӗ вӗсене хăнăхнă ӗнтӗ, çӗнӗрен кӗнекепе интересленме пуçларăмăр. Ӗненме йывăртарах пулӗ те, çулла библиотека хулипе те çын çӳрекен чи паллă вырăн пулса тăчӗ. Ку ачасене каникула нумай вулама панипе те çыхăннă-ха. Çапах аслисем те йышлăн çӳрерӗç», – терӗ библиотека директорӗ Роза Липатова.
Кӗнеке вулас хăнăху çемьере йӗркеленет. Ача ашшӗ-амăшӗ вуланине курса ӳссен хăй те вулама тытăнать. Пӗчӗкле пулмасан та аслăланса пынăçем çак йăла унра палăратех. Ырă çимӗç шăтса тухатех вăл. Çакна статистика та çирӗплетет. Ывăл-хӗрне библиотекăна илсе çӳрекенсем, çуралнă куна е ытти праçникре парнене кӗнеке паракансем тӗрӗс çул çинче.
Нумайăшӗ алла кӗнеке тытма пăрахнине пур информацие те смартфонсем урлă илнипе çыхăнтарать, хăшӗ электронлă кӗнеке вулама кăмăлланипе. Çапах та хут кӗнеке авторитечӗ пурпӗрех пысăк. Нумай çыравçă паян тӗрлӗ литература сайчӗсенче хăйсен хайлавӗсене пичетлеççӗ, çакăнпа кăмăллă тейӗпӗр. Çапах пӗр-пӗр издательствăра кӗнеки пичетленсе тухни вӗсемшӗн чăн çитӗнӳ пулса тăрать.
Пурнăçа çӗнӗ технологисем кӗрсе пыни йӗркеллӗ пулăм. Вӗсемпе ӗçлеме тата туллин усă курма вӗренмелле çеç. Пӗри тепришӗн хушăм пулса пыни лайăх. Ман шутпа, илемлӗ литература хайлавӗсем кӗнекен тухни цифра ӗмӗрӗнче те кивелмест. Пач урăхла, çав информаци технологийӗсемех вулама илӗртме пулăшӗç.
Кун пек тӗслӗхсем çителӗклӗ. Нумай пулмасть Нурлат хулине кайсан районăн тӗп библиотекине кӗрсе тухма май пулчӗ. Вӗсен тахçанах цифра технологийӗсене хăйсен тусӗ туса хунă. Çӗнӗлле ӗçлесе ачасемпе çамрăксене вулассипе интереслентереççӗ.
Нурлат районӗнчи ялсемпе хула хушшинчи тӗп библиотекăн директорӗ Роза Липатова пӗлтернӗ тăрăх, учреждени шутне хулари 4 тата ялти 37 библиотека кӗрет. Вӗсене пурне те интернет çыхăнăвӗпе пӗрлештернӗ. Ку ӗçе самай çăмăллатать, çав шутра пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлессине те. Кӗнеке фончӗ пуян библиотекăн, пурӗ 70 пине яхăн кӗнеке. Вулакансен шучӗ 2018 çултанпа 5 пинрен каçнă. Килсе çӳрекенсен шучӗ те 55 пинрен иртнӗ.
Библиотека директорӗн сăмахӗпе, вӗсем ялан мӗн-тӗр çӗннине шыраса тупма тăрăшаççӗ. Кăçал республикăра Цифровизаци çулталăкӗ пулнине кура ӗç программине унпа çыхăнтарса нумай мероприяти кӗртнӗ. Ку çулталăкăн 4 кварталӗнче кăна «Хорошо ли вы знаете киноучителей» онлайн-тест, «О безопасности в интернете» пӗлӳ сехечӗ, «Чудеса народных промыслов» видеокурав, «Окно в мир» виртуаллă арт-викторина, «Тест на знание славянских традиций» онлайн-тест, «Цифровая грамотность – успешная личность» информаци сехечӗ, «В мире цифрового пространства» пӗлӳ сехечӗ, «Цифровизация: от простого к сложному», ватă çынсене смартфонпа ӗçлеме вӗрентессипе «Смартека» пӗлӳ сехечӗ плана кӗртсе хăшне ирттернӗ те ӗнтӗ, хăшӗ черетре.
«Пӗр вăхăт библиотека шăп тăчӗ темелле. Шăпах тӗрлӗ гаджетсемпе массăлла усă курма пуçланă тапхăрта. Халӗ вӗсене хăнăхнă ӗнтӗ, çӗнӗрен кӗнекепе интересленме пуçларăмăр. Ӗненме йывăртарах пулӗ те, çулла библиотека хулипе те çын çӳрекен чи паллă вырăн пулса тăчӗ. Ку ачасене каникула нумай вулама панипе те çыхăннă-ха. Çапах аслисем те йышлăн çӳрерӗç. Уйрăмах ашшӗсен шучӗ ӳсрӗ. Вӗсем ачисемпе килеççӗ те хăйсем те вулама мӗн те пулин илсе каяççӗ. Кунне 100 ытла çын пулса кайрӗ. Вăтам тата аслă классенче вӗренекенсем ЛитРеспа нумай усă кураççӗ, электронлă кӗнекене суйлаççӗ. ЛитРеспа эпир килӗшӳ тунă та хамăра кирлӗ хайлавсене, кӗнекесене тӳлевсӗрех уçласа илетпӗр», – терӗ Роза Харисовна библиотека ӗçӗпе паллаштарса.
Пӗлтӗр библиотекăна грант укçи-тенкипе 1 миллион тенкӗлӗх хальхи авторсен çӗнӗ кӗнекисем çитнӗ. Ытларах ача-пăчапа çамрăксем валли илемлӗ литература хайлавӗсем. Çакă та вулакансене илӗртнӗ пулмалла. Библиотека ертӳçин сăмахӗпе, аслисем мӗнле вуланă – çаплипех вулаççӗ те.
«Ачасене вулаттарасси пирки. Тен, хăш-пӗрне кичем пек туйăнӗ те, анчах чи эффективлă меслет – кӗнекене пӗрле сӳтсе явни. Хамăр е пирӗн вулакан çӗнӗ кӗнекепе паллашнă хыççăн ачасене пуçтаратпăр та хайлава сӳтсе яватпăр. Вара ирӗксӗрех хайлаври ӗç-пуç мӗнпе вӗçленнине пӗлес килсе каять. Тӗлпулу вӗçленсен кӗнекине хăйсемпе пӗрлех илсе каяççӗ вара. Ман шутпа, кӗнеке вуласси ялан модăра. Вăл пысăк культурăллă çыннăн тӗкӗрӗ темелле. Вуласан çеç харпăр сăмах пуххи пуянланать. Социаллă сетьсенчи постсем ку енӗпе аталантараймаççӗ. Çыру чӗлхи унта пач урăхла. Илемлӗ литература ăс-тăна аталантарать, шухăшлава йӗркелеме пулăшать. Мӗнле кăна жанр çук вӗт!», – хавхаланса калаçать Роза Липатова.
Чи пӗчӗккисене те библиотека ӗçченӗсем илӗртме майне тупнă. Нумай пулмасть ятарлă проектор лартса ачасем валли интерактивлă видео вăйăсем хута янă. Эпир пынă чухне шăпах шăкăр-макăр урайӗнче тем хыççăн хăваласа сиккелетчӗ. Видеовăйă проектортан урайне ӳкет те урай хăйне евӗр видеоэкран пулса тăрать. Ачасем вăййине кура тӗрлӗ юмахсенчи сăнарсене тытмалла выляççӗ иккен. Сăнарсем мӗнле халапсенчен пулнине пӗлес тесен вара кӗнеке тытсах вулама тивет. Çапла хутпа цифра туслашаççӗ те.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев