News by date 27 November 2022
-
Аксу районӗнче пурăнакансем мобилизациленнӗ ентешӗсене пулăшсах тăраççӗ
Иртнӗ шăматкун та Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев тата пулăшу ӗçне йӗркелесе пыракан волонтерсем Флен Зайнуллинпа Анатолий Скворцов кирлӗ япаласене Хусана салтаксем патне çитерсе панă. Ф.Зайнуллин каланă тăрăх, мобилизациленнисем районтан пулăшу кӳрсе панăшăн çав тери савăннă, пурне те чӗререн тав тума ыйтнă.
-
Нурлатри тӗп библиотека çын çӳрекен чи паллă вырăн пулса тăнă
Кӗнеке вулас хăнăху çемьере йӗркеленет. «Пӗр вăхăт библиотека шăп тăчӗ темелле. Шăпах тӗрлӗ гаджетсемпе массăлла усă курма пуçланă тапхăрта. Халӗ вӗсене хăнăхнă ӗнтӗ, çӗнӗрен кӗнекепе интересленме пуçларăмăр. Ӗненме йывăртарах пулӗ те, çулла библиотека хулипе те çын çӳрекен чи паллă вырăн пулса тăчӗ. Ку ачасене каникула нумай вулама панипе те çыхăннă-ха. Çапах аслисем те йышлăн çӳрерӗç», – терӗ библиотека директорӗ Роза Липатова.
-
Паян Анне кунӗ! Саламлатпăр!
Паян ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче Раççейре Анне кунне палăртаççӗ. Анне вăл – телей, кил ăшши, пурне те ăнланаканскер. Эпир те хамăрăн хӗрарăм вулакансене пурне те Анне кунӗпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, çемьере ăнланупа килӗшӳ сунатпăр!