Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Анне кунӗ! Саламлатпăр!

Паян ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче Раççейре Анне кунне палăртаççӗ. Анне вăл – телей, кил ăшши, пурне те ăнланаканскер. Эпир те хамăрăн хӗрарăм вулакансене пурне те Анне кунӗпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, çемьере ăнланупа килӗшӳ сунатпăр!

АННЕÇӖМ, АННЕ

Атте килӗнче,

Сан чӗрçи çинче

Ӳсрӗмӗр пӳртри чечек пек.

Аннеçӗм, анне,

Юрату мӗнне

Тин ăнлантăм эп чӗрепе. 

 

Ансат мар утма

Чăн телей тупма,

Пурнăç çилӗсем пит кăра.

Аннеçӗм, анне,

Чӗре суранне

Эс кăна сиплен пурнăçра.

 

Эс вӗрентнӗ пек

Такăрлатăп эп

Хам утса иртес çулăма.

Сан манми сăну,

Сан кăвар чӗрӳ

Вăй парса тăраç чунăма.

   Александр САВЕЛЬЕВ-САС.

В.Бурунина сăнӳкерчӗкӗнче: Хусанта пурăнакан амăшӗпе хӗрӗ Ольгăпа Анастасия Колбасовасем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество