Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче пурăнакансем мобилизациленнӗ ентешӗсене пулăшсах тăраççӗ

Иртнӗ шăматкун та Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев тата пулăшу ӗçне йӗркелесе пыракан волонтерсем Флен Зайнуллинпа Анатолий Скворцов кирлӗ япаласене Хусана салтаксем патне çитерсе панă. Ф.Зайнуллин каланă тăрăх, мобилизациленнисем районтан пулăшу кӳрсе панăшăн çав тери савăннă, пурне те чӗререн тав тума ыйтнă.

Аксу районӗнче пурăнакансем районтан мобилизациленнисене пулăшас тӗлӗшпе нумай ӗç тăваççӗ. Халăхран укçа пуçтарса салтаксене кирлӗ япаласем туянаççӗ, хăйсем те ăсталаççӗ, хӗрарăмсем çăм чăлхасем çыхаççӗ. Пухнă япаласене Хусана – мобилизацилленнисем патне леçсе параççӗ. 

Ак иртнӗ шăматкун та Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев тата пулăшу ӗçне йӗркелесе пыракан волонтерсем Флен Зайнуллинпа Анатолий Скворцов кирлӗ япаласене Хусана салтаксем патне çитерсе панă. Ф.Зайнуллин каланă тăрăх, мобилизациленнисем районтан пулăшу кӳрсе панăшăн çав тери савăннă, пурне те чӗререн тав тума ыйтнă. Юлашки икӗ эрнере пулăшу пухма районти ветпӗрлешӳ, почта, «Росгосстрах» ӗçченӗсемпе клиенчӗсем, Тутар Сӗнчел, Кивӗ Ӳсел, Çӗнӗ Ипрел, Çӗнӗ Думаел, Çӗнӗ Аксу ялӗсенче пурăнакансем уйрăмах хастар хутшăннă. «Атьсем питӗ кăмăллă, пирӗн пата вӗсен ашшӗ-амăшӗсем, мăшăрӗсем шăнкăравласа тав тăваççӗ. Мобилизациленнисен кăмăлӗсем позитивлă, çӗнтерӳпе таврăнма шантараççӗ», – тесе каласа пачӗ Ф.Зайнуллин. 

Волонтерсем иртнинче килсен салтаксем мӗн каланă, çавна туяннă. Георгий Погодкин, Александрпа Антон Убейкинсем, Евгений Казаков предприниматель тата Мансур Рафиков тăватă генератор туяннă. Алексей Становов, Усман Рафиков тата Алексей Афанасьев бензопăчкăсем илнӗ, запас пайӗсем те пур. Евгений Казаков, Радик Мингатин, Айрат Хамитов, Фанис Сибгатуллин, Александр Сидоров, Виталий Еграшкин тата ыттисем укçа пуçтарса панă. Апат-çимӗç илсе килсе паракансем те пулнă, волонтерсен карттисем çине укçа куçаракансем те. Вăл нухратпа çар амуницийӗ туяннă. 

Аксу районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов Флен Замиловичпа Анатолий Николаевича питӗ мухтать, хăйсен ӗçне пӗлсе тунине палăртать. Вӗсем военторгсене çӳресех тăраççӗ, мобилизациленнисемпе çыхăну тытаççӗ – Хусантисемпе çеç мар, ятарлă çар операцийӗ иртекен çӗртисемпе те. 

Волонтерсем хăйсем вара пулăшу аллине тăснăшăн халăха тав тăваççӗ.  

 

Хамăр корр.

Волонтерсен архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Мобилизация