Мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ
Республикăра мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ. Пособисемсӗр пуçне кредит каникулӗ, налог çăмăллăхӗсем параççӗ, тара илнӗ çӗршӗн тӳлессинчен хăтараççӗ. Паяна Тутарстанра пӗтӗмпе 620 миллион тенкӗлӗх кредит парăмне вăхăтлăха чарса хунă. Урăхла каласан, мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннă çыннăн кредит парăмӗ пур пулсан ăна вăл хăй таврăниччен те тӳлемест. Таврăнсан та уйăхран тин тӳлевсене хупса пыма тытăнать. Кун пирки ноябрӗн 1-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра каласа пачӗç.
ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов палăртнă тăрăх, хăш-пӗр çыннăн харăсах темиçе кредит пур. Вӗсене пурне те мобилизациленнӗ çын килне таврăниччен «шăнтса» хураççӗ.
«Мӗн чухлӗ çын заявка пани РФ Оборона министерствипе Федераллă налог служби пӗр-пӗринпе информаципе ылмашăнма тытăннă хыççăн паллă пулать», – терӗ экономика министрӗ.