Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăрăннисене пăрахмастпăр!

Аксу районӗнчи çар ветеранӗсен «Служу Отечеству» пӗрлешӗвӗ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухса леçет.

Аксури çар вӗтеренӗсен пӗрлешӗвӗ Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксене чи кирлӗ хатӗрсем пухса леçет. Нурлат ветеранӗсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле пуçтарнă гуманитари пулăшăвне тиенӗ машина çитес вăхăтра тăваттăмӗш хут Донбаса, Тутарстанран кайнă салтаксем патне, çула тухать.

Ахаль çынсем эпир те салтаксене пулăшма пултаратпăр. Виталий Федорович Маркин сăмахӗсем тăрăх, чăн малтан укçапа. Салтаксене аялти кӗпе-йӗм, ăшă тумсем, чăлха-нуски, перчетке туянса е çыхса парсан та юрать. Хăвăрт пăсăлман апатран: сало, пыл, шăвăç савăтри консерва, тушенка, сгушенка, шоколад, хăвăрт пиçекен яшка кирлӗ. Кӗрпе тавраш илсе каймаççӗ, пӗрремӗшӗнчен, вырăн нумай йышăнать, иккӗмӗшӗнчен, салтаксен пӗçерсе тăма вăхăчӗсем çук. Медикаментсенчен: бинт, перекись, хлоргексидин, нашатырь.Парафин çурта, шăрпăк, зажигалка. 

Çитес вăхăтра Аксу район центрӗнче Афган, Чечня вăрçисенче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисене асăнса палăк уçма хатӗрленеççӗ. Пулăшма кăмăл пуррисем обелиск валли 89178873784 (Виталий Федорович Маркин), Украинăри çар операцийӗнчи салтаксем валли 89196273573 (Анатолий Николаевич Скворцов) телефон номерӗсемпе çыхăнтарнă Сбербанк карточкисем е çак шут çине укçа куçарма пултараççӗ:

Получатель: МОО Ветеранов войны и труда Аксубаевского муниципального района

р/с 40703810162340100038

ОТДЕЛЕНИЕ «БАНК ТАТАРСТАН» №8610 ПАО СБЕРБАНК

ИНН 1603001768

КПП 160301001

к/с 30101810600000000603

БИК 049205603

Япаласене Аксу район центрӗнчи Культура керменӗнче йышăнаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Мобилизация