Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей салтакне чӗркуçлентерекенни çуралман-ха

Сентябрӗн 21-мӗшӗ хыççăн тулли мар мобилизацие чи пирвай лекнисем Хусанти вăхăтлăх сбор пункчӗсенче пӗр уйăх çар хăнăхăвне аса илнӗ хыççăн Тӗп çар округӗн çар чаçӗсене каяççӗ. Республикăн оперативлă штабӗ пӗлтернӗ тăрăх, унта хӗç-пăшал, техника, тата чи кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтереççӗ вӗсене. Украинăри ятарлă çар операцине тӳрремӗн хутшăниччен чаçре тата уйăха яхăн хатӗрлеççӗ. Пӗрремӗш эшелона Хусан октябрӗн 23-мӗшӗнче ăсатрӗ. Ытти эшелонсем октябрӗн 28-мӗшӗччен кайӗç.

Тулли мар мобилизаци вӗçленмен-ха, районпа хуласенчен мобилизациленнисем Хусанти вăхăтлăх сбор пункчӗсене килеççӗ. Çапла, республика Раççейӗн ытти регионӗсем пекех кашни кун тенӗ пек куççульпе салтак ăсатать. Хăшӗ-пӗриншӗн пăшăрханупа савăнаç кунӗ те вăл, мӗншӗн тесен тӗрлӗ сăлтавсене пула хальччен хут уйăрттарса пӗрлешме ӗлкӗрейменнисем ЗАГСа васкарӗç.

Çарăмсан районӗнче Евгенийпе Алена Мензелинсен (Акрель ялӗ),

Çӗпрел районӗнче Владимирпа Елена Юдинсен (Алешкин Саплăк),

Дениспа Валентина Аббязовсен (Тăванел) çемйисем чăмăртанчӗç.

Телей сунатпăр вӗсене! Тăван çӗршыв хӳттине тăнисене пурне те Турă сыхлатăр, çӗнтерӳпе чӗрӗ-сывах таврăнма мăн-мăн асатте-асаннесем пиллеччӗр. Раççей салтакне хальччен чӗркуçлентереймен-ха, тăшман хальхинче те пултараймӗ, мӗншӗн тесен кун пекки çуралман-ха. (Н.Емельянов сăнӳкерчӗкӗнче Çарăмсан район пуçлăхӗ Р.Т. Айбатов мобилизаципе каякан Н.Евлеева, М.Крайнова, С.Макарова (акрельсем) тата И.Ларукова (Йăвашкел) асăнмалăх парне парать. Çӗнӗ мăшăрсен сăнӳкерчӗкӗсем  «вКонтактери» «Аншлаг Аккиреево» ушкăнăн тата «Тăван Ен» хаçат редакцийӗн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Мобилизация