Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă шкулсенчи çар кафедрисенчен вӗренсе тухнисене тулли мар мобилизаципе илсе кайма пултараççӗ

Ӗнер çеç, октябрӗн 13-мӗшӗнче мобилизаципе тепӗр хыпар тухрӗ. Тутарстанра патшалăхăн аслă шкулӗсен çар кафедринче вӗренсе тухнисене тулли мар мобилизаципе илсе кайма пултараççӗ. Мобилизацин пӗрремӗш тапхăрӗ резервистсен хушшинче кӗçӗн офицерсем çуккине кăтартнă. Шăпах вӗсен пӗлӗвӗ кирлӗ халӗ.

Ӗнер çеç, октябрӗн 13-мӗшӗнче мобилизаципе тепӗр хыпар тухрӗ. Тутарстанра патшалăхăн аслă шкулӗсен çар кафедринче вӗренсе тухнисене тулли мар мобилизаципе илсе кайма пултараççӗ. Ку сентябрӗн 21-мӗшӗнче тухнă РФ Президенчӗн 647 «Об объявлении частичной мобилизации в Российской Федерации» Указ тухнăранпах паллăччӗ. Çар кафедрисене пӗтернисен енӗпе 1997 çулхи февралӗн 26-мӗшӗнче вăя кӗнӗ «О мобилизационной подготовке и мобилизации в Российской Федерации» законӗнче те çавнах каланă.

Тутарстанăн Çар комиссариачӗ те çакнах çирӗплетет. Вӗсене чӗнтерме пултарнине Указ тухнă хыççăн оборона министрӗн çумӗ пулнă генерал-полковник Андрей Картаполов та каланăччӗ.

«Вӗсен çарпа учет специальнăçӗ тивӗçтерсен чӗнтерме пултараççӗ. Çук-тăк, вырăнтах Тăван çӗршывшăн малалла ӗçлеме пултарӗç», – тенӗччӗ ун чухне парламентарий.

Законпа Указа шута илсе тунă та çак йышăнăва Тутарстанра. Мобилизаци пуçламăшӗ шăпах çар валли шăп çак специальноçсем кирлине кăтартса панă. Çывăх вăхăтра ытти регионсенче те çак йышăнăва тума пултарасси куçкӗрет.

Тутарстанăн Çар комиссариатӗнчен ăнлантарнă тăрăх, тулли мар мобилизацие патшалăх çар кафедрисенче запасри офицерсен çар хатӗрленӗвӗн программипе вӗреннисене, сержантсене, старшинасене, салтаксене, матроссене – Раççейӗн хӗç-пăшаллă çарӗсен запасӗнче тăраканскерсем лекеççӗ.

Экспертсен сăмахӗпе, мобилизацин пӗрремӗш тапхăрӗ резервистсен хушшинче кӗçӗн офицерсем çуккине кăтартнă. Шăпах вӗсен пӗлӗвӗ кирлӗ халӗ. Вӗсенчен кашни çар подразделенийӗсене туллин ӗçлеттерме кирлӗ.

Сăмах май, çарпа учет специальноçне илнӗ запасри офицерсене пурне те пӗр-пӗр çар чаçӗ патне çирӗплетнӗ тата çар командованийӗн должноçӗсемпе тивӗçтернӗ.   

ТР Çар комиссариатӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, кашни призывник енӗпе ӗçе уйрăммăн пăхса тухӗç. Çар кафедрине пӗтернӗ сержантсемпе офицерсем, рядовойсем енӗпе те çар службинчен отсрочка пама пултараççӗ. Ăна призыв комиссийӗ татса парӗ.

Пултăклă командир рядовойсен пурнăçне сыхласа хăварассин, çапăçу заданийӗсене ăнăçлă пурнăçлассин гаранчӗ пулнине ăнланни ӗнтӗ тулли мар мобилизацие çӗнетӳсем кӗртме хистенӗ.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Мобилизация