Мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ
Республикăра мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ. Пособисемсӗр пуçне кредит каникулӗ, налог çăмăллăхӗсем параççӗ, тара илнӗ çӗршӗн тӳлессинчен хăтараççӗ. Паяна Тутарстанра пӗтӗмпе 620 миллион тенкӗлӗх кредит парăмне вăхăтлăха чарса хунă. Урăхла каласан, мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннă çыннăн кредит парăмӗ пур пулсан ăна вăл хăй таврăниччен те тӳлемест. Таврăнсан та уйăхран тин тӳлевсене хупса пыма тытăнать. Кун пирки ноябрӗн 1-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра каласа пачӗç. ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов палăртнă тăрăх, хăш-пӗр çыннăн харăсах темиçе кредит пур. Вӗсене пурне те мобилизациленнӗ çын килне таврăниччен «шăнтса» хураççӗ. «Мӗн чухлӗ çын заявка пани РФ Оборона министерствипе Федераллă налог служби пӗр-пӗринпе информаципе ылмашăнма тытăннă хыççăн паллă пулать», – терӗ экономика министрӗ.
Кредит каникулӗ мӗн вăхăта парăнасси хальлӗхе паллă мар, унăн çирӗплетнӗ срокӗ çук, мӗншӗн тесен çынсене мобилизаципе мӗн вăхăта илсе кайни паллă мар. Паллах, кредит каникулӗ банк ӗçӗ çине те витӗм кӳрет. Банксем вӗсем çухату тӳсме юратмаççӗ. Çавăнпа паллах ыйту çуралать: мӗнлерех витӗм кӳрӗç ахаль граждансене çак улшăнусем? Потребитель кредичӗн процент ставкисене ӳстермӗç-и? Мобилизациленнӗ çын таврăнмасан ун парăмне созаемщика тӳлеттермӗç-и?
Банк представителӗсен хуравӗпе, кредит каникулӗ хальлӗхе палăртман вăхăта парăнать. Ятарлă çар операцийӗнчен таврăннă хыççăн тата вăтăр кун парăнать. Харпăр предпринимательсемпе пӗчӗк тата вăтам бизнесра ӗçлекенсене парăма татса пама пуçлама мобилизацирен таврăннă хыççăн 90 кун параççӗ. Çак вăхăт иртсен малтанхи йӗркепе кредитшăн уйăхсерен тӳлесе пыма тытăнмалла. Енчен те çын йывăр аманса таврăннă пулсан 30 тата 90 кун çумне реабилитаци вăхăчӗ хушăнать. Урăхла каласан çын сывалса çитсе ӗçлеме пуçличчен кӗтеççӗ. Ятарлă çар операцийӗнче çын вилес пулсан уншăн кредита тӳлеме созаемщика явапламаççӗ, ку чухне кредита хупаççӗ.
Мидхат Шагиахметов палăртнă тăрăх, республикăри кашни банк мобилизациленнисене тӗрев парассипе ӗçе хутшăннă.
Федераллă пулăшу мерисен шутне кредит каникулӗсӗр пуçне мобилизациленнӗ предпринимательсен патшалăх контракчӗсем пур пулсан вӗсен условийӗсене штраф санкцийӗсем хумасăр улăштарасси е вуççех те чарса лартасси, предпринимателе мобилизаципе повестка панă хыççăн ăна ӗçе йӗркелесе хăварма 5 кун парасси, мӗнле те пулин ӗç илсе пыма лицензи илнӗ компанин специалистне мобилизациленӗ пулсан компание малалла сахал йышпа ӗçлеме, кайран кирлӗ чухлӗ ӗçлекен йышăнма ирӗк парасси, патшалăх пурлăхне аренда илнисене мобилизаци вăхăтне тӳлевсенчен хăтарни, грантпа ӗçлекенсене проекта пурнăçлама вăхăта тăсни кӗрет. Унсăр пуçне тӗллевлӗ укçа-тенкӗ енӗпе вăхăтлă отчет паманшăн штраф тӳлеттермеççӗ.
«Хальхи лару-тăру тухса тăракан ыйтусене çийӗнчех татса памашкăн тата пулăшу мерисем çинчен пӗлтерсе тăма власть органӗсене пӗрле тата питӗ оперативлă ӗçлеме хистет», – терӗ экономика министрӗ.
Налог çăмăллăхӗсем çинчен Федераллă налог службин Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Марат Сафиуллин тӗплӗ ăнлантарса пачӗ. Мобилизацирен таврăннă хыççăн предпринимателе налог тӳлевӗсене пурнăçлама кирлӗ чухлӗ вăхăт параççӗ. Таврăннă хыççăн виççӗмӗш уйăхăн 28-мӗш кунӗччен. Çапла предпринимательсен малтанхи ӗç активлăхне çӗнӗрен пуçарса яма вăхăт пулать. Страховани тата ытти тӳлевсене бизнес представителӗсем пайласа (в рассрочку) 6 уйăхра татса пама пултараççӗ. Налог декларацине парассин вăхăтне те тăсаççӗ, мобилизацирен таврăннă хыççăн виççӗмӗш уйăхăн 25-мӗшӗччен.
Уйрăм çынсене те (мобилизацирен таврăннисене) налог декларацине, отчетсем пама виççӗмӗш уйăхăн юлашки кунӗччен вăхăт параççӗ.
Мобилизациленнӗ граждансене 2021 çулшăн транспортпа пурлăх налогӗсене тӳлессинчен те хăтарнă. Анчах çавна та палăртса хăвармалла, пӗр транспорт хатӗрӗшӗн кăна тӳлеврен хăтараççӗ.
Енчен те мобилизациленнӗ çын предприятин учредителӗ те, ертӳçи те хăйех пулсан пуçарнă налог тӗрӗслевӗсене чараççӗ, çӗнӗ тӗрӗслевсемпе килмеççӗ тата банк шучӗсене те блокировка тумаççӗ.
Мобилизациленнисен хăйсене налогран хăтарма ыйтса заявлени çырмалла мар, ку ӗçе йăлтах автоматизациленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев